Этемĕн ырăлăхĕ – ырă ĕç туни
«Сартăш йăли-йĕрки çылăха укçа е сăмах панипе каçармасть. Кашни сиенлĕ ĕçе икĕ хут ырă ĕç тунипе тÿрлетмелле», — çапла палăртать авалтан килекен халăх сăмахлăхĕ. «Сувар» пĕрлешĕвĕн хастарĕсем те ялан ырă ĕç кăна тумаллине асра тытаççĕ.
Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи «Аслă ыр» кивĕ масар вырăнĕнче культурăпа истори еткерлĕхĕн çĕнĕ объектне — палăк — уçрĕç. Республика пĕлтерĕшлĕ масар Ылтăн Урта /XIII-XIV ĕмĕрсенчи/ вăхăтĕнчиех. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, çар паттăрне Чемене кунта пытарнă. Хăй вăхăтĕнче авалхи йăла-йĕркене туса ирттерме çак вырăна тăхăр ялтан çынсем пуçтарăннă. Мероприятие истори наукисен докторĕ, К.В. Иванов ячĕллĕ историпе культурологи тĕпчевĕсен фончĕн директорĕ Виталий Иванов, асăннă фондăн директорĕн çумĕ, культурологи кандидачĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Алмантай, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Юрий Ювенальев, философи наукисен докторĕ Галина Петрова профессор, РФ тава тивĕçлĕ художникĕ, ЧР халăх художникĕ Владислав Николаев ювелир, медицина наукисен докторĕ Людмила Герасимова профессор, Евгений Михайлов археолог, Сергей Дмитриев-Суварин тавра пĕлÿçĕ-тĕпчевçĕ, Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Леонид Кузнецов, Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Гаврил Медведев тата ыттисем хутшăнчĕç.
«Эпир, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн ĕçченĕсем, ку мероприятие хавхаланса килтĕмĕр. Кун пек ырă ĕçсем туни çав тери кирлĕ Чăваш Енре. «Сувар» утар паркĕн ертÿçине, Аслă Чементе çуралса ÿснĕ Анатолий Туптова, Владимир Алмантая уйрăммăн мухтас килет. Ялсенче аслашшĕсен вырăнĕсене палăртас енĕпе нумай ĕçлеççĕ вĕсем. Евгений Михайлов археолог Чăваш Енри археологи карттине тăвас енĕпе самай вăй хучĕ. Çав кĕнекере паян уçакан вырăна та кăтартнă», — терĕ Виталий Петрович. <...> «Паян пурте халăх тымарĕсене пĕлме тăрăшать. Аваллăха пĕлни аталанма, ытти халăх культурине, хăйне евĕрлĕхне ăнланма пулăшать. Анатолий Туптов пек меценатсем пулсан пуласлăх пур», — палăртрĕ Леонид Валерьевич.
«Этемлĕхĕн ырлăхĕ — ырă ĕç туни. Пилрен хакли ним те çук. Пилсĕр çын — виçĕ çула, пилли – пин çула. Халăх хăйĕн историйĕпе, аваллăхĕпе интересленме пăрахмасть. Çак ĕçе халĕ çамрăксем те хутшăнаççĕ», — палăртрĕç «Сувар» пĕрлешĕвĕн хастарĕсем. <...>
Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ