Комментировать

16 Окт, 2018

Вырăна çитсе тĕрĕслерĕмĕр

«Хыпарăн» юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнчи номерĕнче «Транспорт мĕншĕн вăрах кĕттерет?» материал пичетленсе тухрĕ. Унта республикăри, çав шутра Шупашкарти Сад микрорайонĕнчи, пассажирсене ирпе автотранспортпа туллин тивĕçтерменнине палăртнă. Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче «Хыпар» редакцийĕ республикăн Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствинчен çак хурава илчĕ:

«Хыпар» хаçатран пирĕн пата юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче ярса панă çыру пирки çакна пĕлтеретпĕр. Пассажирсене илсе çÿрессине еплерех йĕркеленине палăртас тĕллевпе министерство сотрудникĕсем Шупашкарти «Садовый» тата «Соляное» микрорайонсене çитсе мониторинг йĕркелерĕç. Автотранспортăн 2-мĕш маршрут /Сад микрорайонĕ-Алькеш/ ĕçне тишкерсен М2 класри пилĕк автобус «пик сехетĕнче» пассажирсене турттарса ĕлкĕрейменнине çирĕплетнĕ.
«Соляное» микрорайонта та çакнашкал лару-тăру. Кунти маршрутпа М2 класри икĕ автобус çеç çÿрет. Вĕсем ирхине, «пик сехетĕнче», çак микрорайонта пурăнакансене турттарса тухаймаççĕ. Пассажирсене илсе çÿрекен тытăмсем çынсен ыйтăвне татса парассишĕн рейса кăларакан автобуссен шутне ÿстерме палăртаççĕ.
Пассажирсене турттарассипе Улатăр тата Пăрачкав районĕсенче чăрмав тухса тăнăччĕ. Хальхи вăхăтра пĕтĕм ыйтăва татса панă, çынсене çирĕп расписание пăхăнса турттараççĕ.
Пассажирсем транспортпа ларса каяс тĕллевпе чарăнусенче пухăнса тăнă тĕслĕхсене тупса палăртассипе, çынсене автобуссемпе усă курассине йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене министерство малашне те тишкерĕ.
Владимир ИВАНОВ,
Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ»
.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.