Комментировать

3 Июн, 2014

Ыранхи кун пыл тути калатăр

Канашсем çурхи уй-хир ĕçĕсене иртерех пуçларĕç те - маларах вĕçлерĕç. Çакă Акатуй уявне те республикăра чи малтан ирттерме май пачĕ. Иртнĕ эрне кун юрă-ташăпа, спорт ăмăртăвĕсемпе, яланхи савăк кăмăлпа йыхравларĕ вăл халăха. Асхва ялĕ çывăхĕнчи "Тухăç" стадиона çитĕнÿсемсĕр епле пырса кĕрĕн?

Тăрăшса вăй хунă кăçал хресченсем, пĕлтĕрхинчен аванрах ĕçленĕ. Çакна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртрĕ. Анчах та Канашсен малаллах пăхмалла, тата лайăхрах, пуянрах пурăнмалла. Килĕшеççĕ-и вĕсем çакăнпа? Иккĕленÿ çук – çапла. Аслă ертÿçĕне вĕсен хуравĕ тивĕçтерчĕ, çавăнпа вăл Шупашкара çитсенех Республика кунне çитес çул Канаш районĕнче ирттерме йышăннине çирĕплетекен Указа алă пусассине пĕл¬терчĕ. Çакăншăн савăнмалла: сумлă чыса тивĕçнипе пĕрлех района хушма укçа-тенкĕ те çитĕ. Канашсен çитес çулхи уява яваплăха туйса тата та тăрăшуллăрах хатĕрленме тивет.

Çĕр ĕçченĕ ĕлĕк суха пуç тытнă, кĕреçепе сенĕке алăран яман. Халĕ пăх та кур: ял хуçалăх предприятийĕ-и е фермер хуçалăхĕ-и, е тата уйрăм çыннăн кил картишĕ-и – кашнинче хăватлă техника куратăн. Чи малтанах республика ертÿçи тата пĕрле килнĕ пысăк хăнасем – министрсем, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем тата ытти яваплă çын – техника куравĕпе паллашрĕç. Хăватлă та перекетлĕ, темиçе çĕр лаша вăйĕллĕ тракторсем улăпсене аса илтерчĕç. Алăпа пуçтарнă техника та калаçтарчĕ. Ухман ялĕнчи П.Архипов ăсталанă погрузчикпе ĕçлеме питех те меллĕ терĕç.

Илемлĕхпе ăсталăх тĕнчи хăнасене 24 ял тăрăхне илсе çитерчĕ. Вĕсенче пурăнакансен ăсталăхĕпе паллашни çеç мар, кулленхи пурнăç çинчен калаçни паха пулчĕ. Ачча ял тăрăхĕ акă ялти кÿлĕне те кăтартрĕ. Унта - пулăсем. Арендăна илнĕ пĕве ял халăхне мĕнле усă панипе кăсăкланчĕ Михаил Игнатьев. Вăта Кипечсен сад ăсти çав тери пултаруллă. Мĕнле кăна улма-çырла илсе тухман вăл кăтартма! Черет тăрсах туянчĕç вĕсене каярах. Шелттемсем килĕсенчен кроликсемпе чăх-чĕп те илсе килнĕ. Чăваш хĕрарăмĕ пир тĕртнине пăхма та вăрах чарăнса тăчĕç хăнасем. Пурнăç аталантăр, анчах аваллăх та ан манăçтăр терĕç.

Выльăхсăр пурăнайман ял çынни чун ыратăвне те пытармарĕ: сĕтĕн сутăн хакĕ чакать мар-и? Сăлтавне тишкерме тиврĕ.

Канаш район администрацийĕн ертÿçи Владислав Софронов та хăйĕн тишкерĕвĕнче çитменлĕхсене асăнмасăр хăвармарĕ. Уявра лайăххи çинчен калаçни аван, анчах ыранхи кун та шухăшлаттарма тивĕç. Ку вара паянхине çивĕч куçпа хакланинчен пуçланать. Канашсен пусă çаврăнăшне кĕртмен çĕрсене "ĕçлеттермелле". 5 пин гектара яхăнах вĕсем. Уйрăмах Ăнтавăш енче чылай. Владислав Васильевич асăннă тăрăх – ĕçе вырăнтан тапратма район администрацийĕ инвесторсем хĕрсех шырать. Вĕсем тупăнаççĕ. Ара, официаллă майпа çĕре харпăрлăха илессипе район республикăра лайăххисен шутĕнче. Кун пек чух, паллах, çĕре укçа хывас шухăшлисене явăçтарма çăмăлрах.

Иртнĕ çулхипе танлаштарсан Канашсен çитĕнĕвĕ пур. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кăçалхи çур акире ытларах акнă. Вĕсен лаптăкне 14 процент ÿстернĕ /пĕтĕмпе 15 пин ытла гектар акнă/. Шăтнă калчасен пахалăхĕпе, пусă çаврăнăшне кĕртнĕ çĕрсен лаптăкĕпе коллективлă ял хуçалăх предприятийĕсенчен Киров ячĕллĕ ЯХПК, "АСК-Канаш", "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлешÿсем палăрнă. Районти 60 ытла фермертан Э.Шамуков, В.Петров, И.Лукианов пултаруллисен йышне кĕнĕ. Уйсене тĕрĕсленĕ комисси çапларах пĕтĕмлетÿ тунă. Район администрацийĕн ертÿçи вара маттуррисене чылай асăнчĕ.

Районта промышленноç лайăх аталанать. Акă Хучел ял тăрăхĕнче тимĕр шăратакан завода тинтерех кăна тума пуçланăччĕ, иртнĕ уйăхра унта 120 çын ĕçлеме те тытăннă. Производство тата анлăланать, апла ял çынни валли хушма ĕç вырăнĕ пулать.

Паян халăха урăххи аптăратать – çумăр çумасть. Ялта пурăнаканшăн темле пулсан та çĕр хаклă, унран тухăç илес тет вăл. Çавăнпа район администрацийĕн ертÿçи те, республика Пуçлăхĕ те хресченсене вăйлă çумăра кĕтсе илме сунчĕç.

Яланах çĕрпе çывăх пулнă Михаил Игнатьев Канашсем хăйсен çитменлĕхĕсене пĕлсе ăна пĕтерессе шанчĕ. Районта усă курман çĕрсем юлмалла мар. Патшалăх политики ялсене аталанма тĕрлĕ майсем туса парать. Ÿркенмелле мар, вĕсене пурнăçа кĕрт¬мелле. Канашсем ĕçчен, пултаруллă, спортпа туслă пулнăран пуянлăха ÿстерессе, вăрăм кун-çуллă пуласса ĕненчĕ республика ертÿçи.

Юрă-ташăпа çеç мар, спорт ăмăртăвĕпе те тулăх пулчĕ уяв. Лашасен чупăвне сывламасăр тенĕн пăхса киленчĕ халăх. Ара, хаклă парнесемшĕн – такапа тихашăн – юлан утçăсем сатур ăмăртрĕç.

 Ирина НИКИТИНА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.