Комментировать

8 Окт, 2018

Чăваш Ен делегацийĕ «Раççей — спорт çĕршывĕ» форума хутшăнать

Юпа уйăхĕн 10-12-мĕшĕсенче Чĕмпĕрте Пĕтĕм тĕнчери «Раççей — спорт çĕршывĕ» VII форум иртет. Унта Раççей регионĕсенчи тата чикĕ леш енчи 3 пин ытла çын хутшăнмалла, çав шутра Чăваш Ен делегацийĕ те.

Федерацин тата регионсенчи влаç органĕсен, Пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри спорт организацийĕсен, наука пĕрлешĕвĕсемпе ĕç ушкăнĕсен представителĕсем, тĕнче спорчĕн лидерĕсем Пĕтĕм Раççейри «Ĕçе тата хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексне аталантарас, тĕнчери организацисемпе хутшăнусене çирĕплетес, Раççейре 2024 çулчченхи физкультурăпа спорт аталанăвĕн стратегийĕн проектне хатĕрлес ыйтусене сÿтсе явĕç. Форум шайĕнчех спортри çитĕнÿсене халалласа «Хальхи вăхăтри спорт: çĕнĕлĕхсем тата малашлăх» курав иртĕ. Хăнасем спорт индустрийĕн çĕнĕлĕхĕсемпе, спорт оборудованийĕпе, инвентарьпе, тумтирпе, атă-пушмакпа, аксессуарсемпе, спорт апатланăвĕпе те паллашĕç.

Çак кунсенчех парксенче тата массăллă кану вырăнĕсенче спорт лапамĕсем ĕçлĕç. Ачасемпе çитĕннисем «Зарница» çарпа спорт вăййисенче, «Здоровым быть — здорово!» программăра, «Белый конь» шахмат фестивалĕнче, спорт викторинисенче вăй виçĕç, спорт «çăлтăрĕсемпе» зарядка тăвĕç, мини-футболла вылĕç тата спортăн ытти тĕсĕнче ăмăртĕç. Ятарлă вырăнсенче спорт темипе фильмсем курма пулĕ, куравсем ĕçлĕç.

Форумăн чи пĕлтерĕшлĕ саманчĕ — 2019 çулта Красноярскра иртекен Пĕтĕм тĕнчери XXIX хĕллехи универсиада çулăмĕн эстафети. Ăна Чĕмпĕрти Президент кĕперĕпе илсе кайĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: