Комментировать

8 Окт, 2018

«Кулянмашкăн кирлĕ мар»

Куславкка районĕнчи Энтри Пасарта пурăнакан Лидия Пайкова — «Чăваш хĕрарăмĕн» чăн-чăн тусĕ. Хаçата мĕн тухма пуçланăранпах çырăнса илет вăл.
Лидия Сергеевна Канаш районĕнчи Çĕнĕ Пинер ялĕнче çуралнă. 1939 çулта кун çути курнăскерĕн ачалăхĕ çăмăл килмен. Ашшĕ вăрçă пуçлансан фронта тухса кайнă. Икĕ-виçĕ уйăхранах хыпарсăр çухалнă вăл. Амăшĕ ывăлĕпе хĕрне ура çине пĕчченех тăратнă. Пурнăç хура-шурне сахал мар курнă пулин те Александра Федорова 97 çул пурăннă.
— Пĕрмай ĕçлетчĕ анне. Ларса канма май пулнă-ши? Ир пуçласа каçчен колхозраччĕ. Тепĕр чухне çĕрле те тухса каятчĕ. Пирĕнпе асанне ларатчĕ. Ĕçе ачаран хăнăхтарнă. Анне хире тул çутипех тухатчĕ, кĕтÿ хăваласан эпĕ ун патне апат йăтса утаттăм. Ĕç çынна хуçаймасть çав. Нумай пурăнчĕ анне. Мана вĕрентес тесе питĕ тăрăшрĕ, — тет вулама юратаканскер.
Канашри зооветеринари техникумĕнче вĕреннĕ Лидия Сергеевна. Диплом илсен направленипе шăпах Энтри Пасара янă ăна. Çапла çамрăк хĕр 1959 çулта кунта килнĕ те. Шăмалăх каччи Иван куç хывнă ăна. Çамрăксем çемье çавăрнă, виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Шел, пилĕк çул ĕнтĕ пĕчченех кун кунлать хĕрарăм. Пурнăç çулĕпе алла-аллăн 50 çул утнă хыççăн уйрăлса кайнă Иван Иванович.
— Питĕ пĕрле ĕçлеттĕмĕр. Килĕштерсе пурăнаттăмăр. Водитель те, строитель те, бригадир та пулса пăхрĕ мăшăрăм. Пĕр ĕçе те тиркеместчĕ. Пурăнма çеç ÿркенчĕ. Пахчара йăрансене те питĕ тикĕс те чипер туса паратчĕ, — тет кил хуçи мăшăрĕ.
Лидия Сергеевна вара малтан зоотехникре ĕçленĕ, кайран бухгалтерта тăрăшнă, кунтанах тивĕçлĕ канăва тухнă.
— Унччен алă ĕçĕ тăваттăм: çыхнă та, тĕрленĕ те. Халĕ тĕрлеместĕп ĕнтĕ. Куç вăйсăрланать. Пахчари чечексене ытларах кин лартать. Питĕ хитре кавир те янтăланăччĕ. Килĕштереттĕм ăна. Çурт-йĕр çунсан пĕтрĕ вăл. Çак вырăнта икĕ пÿрт лартма тиврĕ. Малтанхи кĕлленчĕ. Пуш уйăхĕнче алхасрĕ çулăм, чÿк уйăхĕнче çĕннине кĕтĕмĕр те. Çу каçипе ĕçлесе çурта пурăнма юрăхлă турăмăр. Мăшăр çĕннине лартасса пĕлнĕ-çке — чун тухиччен мĕншĕн кулянас? Алли ылтăнччĕ унăн. Паллах, çурт хăпартас ыйту укçа-тенкĕпе те çыхăннă. Çапах та пурнăçра ытлашши хурланма кирлĕ мар. Пуриншĕн те ăçтан кулянса пĕтерĕн-ха? Ассăн сывлани лару-тăрăва улăштараять-им? Ун чухне укçа улшăннă вăхăт пулчĕ тата. Страховка укçи 100 пин тенкĕ пачĕç. 158 пин тенкĕпе стенка ту-янтăмăр. Халь çăтмахри пек пурăнатпăр. Эпир ача чухне тăхăнмалли те, çимелли те çукчĕ. Улача пир кĕпепе çÿрерĕм 10-мĕш класа, — паянхи кунпа савăнса калаçрĕ хĕрарăм.
Ултă мăнукĕпе, виçĕ кĕçĕн мăнукĕпе куç тулли хĕпĕртет вăл халĕ. Вĕсен йышĕ хушăнса та пырĕ-ха. Малалла вулас...

Татьяна НАУМОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.