Хваттере куçма май пулсан та общежитие суйлаççĕ
Кунта яланах шăв-шав, кулă илтĕнет, пурнăç вĕресе тăрать. Çĕрле те... Студентсен общежитийĕ — иксĕлми хаваслăх тĕнчи. Шăпах çапла асра юлнă та вăл, вăхăтлăха тăван кил пулса тăнăскер. Пÿлĕмре тăваттăн кун кунлаттăмăр та кичемлĕх валли вырăн çукчĕ. «Кам общежитире пурăнман, çавă студент пурнăçне туллин туйса илмен», — ахальтен çапла каламаççĕ диплом илнисем. Атте-аннен хÿттинчен тухса харпăр пурнăçа хăнăхмалли, çынсемпе хутшăнма вĕренмелли лайăх шкул вăл. Кунсăр пуçне апат-çимĕç хăвах хатĕрлетĕн, кĕпе-йĕм çăватăн, кулленхи ытти ĕçе пурнăçлатăн. Сакăр çул каялла çапларахчĕ те халь епле-ши? Студентсем епле пурăннине хам курса ĕненмешкĕн Студентсен хулине, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн общежитийĕсене, çул тытрăм. Пĕрне кĕтĕм. Хăйĕн вырăнĕнче ларакан вахтер эпĕ камне, мĕнле тĕллевпе килнине ыйтса пĕлчĕ. Ют çынсене кĕртмеççĕ унта, тăвансене çеç. Унчченхи пекех çирĕп йĕрке хуçаланни тÿрех палăрать. Фойере тирпейлĕ, таса, чечексем ешереççĕ, студентсем кĕреççĕ-тухаççĕ.
Ушкăнĕпе кухньăра
«Халь çамрăксем кашни хăйĕншĕн,
унчченхи пек пĕрлĕх çук, пĕр-пĕрне пал-
лашсăн мар. Пилĕк çул каялла кăна урăх-
лаччĕ, студентсен хушшинче туслăх, пĕр-
пĕрне пулăшасси йăлараччĕ. Общежити-
ре иртекен мероприятисене хастар хут-
шăнатчĕç, халь вĕсене пÿлĕмрен «турт-
са» кăлараймастăн. Футболла вылякан-
сем пурри савăнтарать-ха. Студентсен ка-
нашĕ хастар ĕçлетчĕ малтан. Хăшĕ-пĕри
пĕр пÿлĕмри кÿршипе те хутшăнмасть. Вăл
виçĕ кун таврăнмасан та хăнк та тумаççĕ.
Общежитири йĕркене пăсакансене асăр-
хаттарсан кÿренеççĕ, тута тăсса çÿреççĕ,
сывлăх сунма пăрахаççĕ. Правилăсене те
улшăну кĕртрĕç: унччен алăка каçхи 11 се-
хетрен пуçласа ирхи 5 сехетчен хупă тытнă
тăк халь ăна кирек хăш вăхăтра уçмалла.
Каçхи клубран таврăнакан студентсе-
не шаккасанах уçса кĕртмелле. Вахтер-
сем швейцарсем пек ĕçлеççĕ халĕ. Тă-
ватă çул каялла Студентсен хулинчи чы-
лай общежитие ют çĕршыв студенчĕсе-
не вырнаçтарма пуçларĕç. Таджиксемпе
узбексем, туркменсем ушкăнпа пухăнса
апат хатĕрлеççĕ. Тăтăшах плов пĕçереççĕ.
Çамрăксенчен ытларахăшĕ компьюте-
ра «кĕрсе ÿкнĕ», наушник тăхăнаççĕ те
виртуаллă тĕнчере вĕçеççĕ. Хăшĕ-пĕри
пÿлĕме юсать, алăран сĕтел-пукан туянса
вырнаçтараççĕ. Ун пек пÿлĕмре хваттер-
ти пекех. Акă пĕрисен стенка пур, теприсен
— диван. Харпăр транспортлă студент чы-
лай. Пĕлтĕр ятарласа шутларăм: 50-а яхăн
машина. Кăçал миçе-ши? Ахăртнех, ыт-
ларах. Тимĕр ут хуçисем — каччăсем кăна
мар, хĕрсем те пур», — каласа кăтартрĕ
комендант. Мĕнех, общежити пурнăçĕпе
тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе шалалла
иртрĕм. Пĕрремĕш пĕлтерĕшлĕ улшăну
пур: халĕ кунта ют çĕршыв çамрăкĕсем
те хÿтлĕх тупнă. Акă вĕсем ушкăнпа кух-
ньăра апат хатĕрлеççĕ, пиллĕкĕн-улттăн
пухăнса çав териех мĕн пĕçереççĕ-ши?
Иккĕшĕ çеç пахча çимĕç туратчĕ, ыттисем
— телефона «шуçтараççĕ». Тепĕр кухньă-
ра — пĕр купа савăт-сапа. Уяв пулнă-шим?
Кастрюль-çатмасем тасах иккен. Турилк-
ке çума тухнă пĕр пикене сăмах хушрăм
та хурав пулмарĕ. Наушник тăхăннăскер
илтмерĕ.
Сĕтел тавра ларса компьютер вăййи выляççĕ
«Нумайăшĕ пÿлĕме хăй тĕллĕн юсать,
кунтан тĕлĕнмелли çук. Эпир те обой
çыпăçтартăмăр, апатланмалли сĕтел çине
лартмашкăн пĕчĕк шкап илсе килтĕмĕр.
Университета вĕренме кĕрсен общежити-
ре пурăнма кăмăл турăм, пÿлĕмри хĕрсем-
пе пĕрле кичем пулмĕ терĕм. Шухăшла-
нă пекех пулса тухрĕ, халь тăваттăн пу-
рăнатпăр, вĕренÿре пĕр-пĕрне пулăшат-
пăр. Апатне те пĕрле хатĕрлетпĕр, хăш
чухне укçа пухса çимĕçсем туянатпăр», —
каласа кăтартрĕ вырăс тата чăваш фило-
логийĕпе журналистика факультечĕн сту-
дентки Анастасия Федорова. Унччен кух-
ньăна питĕрместчĕç, халĕ каçхи 11 сехет
хыççăн унта кĕреймĕн. Студентсен кунĕ-
пе сăйланмалăх апат хатĕрлемелле эп-
пин. «Сесси вăхăтĕнче çур çĕр иртни икĕ
сехетре те çĕр улми ăшалани пулкаланă.
Ун чухне пушă вăхăт сахал», — терĕ Настя.
Общежитие вырнаçнăшăн ÿкĕнмест-ши
хĕр? Çук, пачах урăхла. Хваттере куçма
май пулсан та кунтах пурăнĕччĕ. Анчах
пурте ун пек шухăшламаççĕ паллах. Сту-
дентсен канашĕн председателĕн шучĕ-
пе кунта пурăнмашкăн йÿнĕрех пулнипе
çеç вырнаçаççĕ. Вăл общежитие тĕплĕн
юсасса чăтăмсăррăн кĕтет. Настьă-
па коридорпа утрăмăр. Пĕр пÿлĕм алăк-
не шаккарăмăр та уçăлсах кайрĕ. Хав-
шак нервăллисем валли мар ÿкерчĕк куç
умне тухрĕ: пÿлĕме Мамай çарĕ тустар-
са кайнă тейĕн. Шурă скотчпа варринчен
çыпăçтарнă чÿречен карри çук. Кравать-
сене пуçтарман, урайĕнче тем те пĕр са-
паланса выртать. Хуçисем таçта. Алăка
питĕрмесĕрех хăварнă. «Кунта камсем
пурăнаççĕ?» — кăсăклантăм Настьăран.
Ĕненмелле те мар — хĕрсен пÿлĕмĕ-мĕн.
Юнашарринче каччăсем пурăнаççĕ.
Виççĕн пÿлĕм варрине вырнаçтарнă сĕтел
тавра лараççĕ, кĕрсе тăрсан та асăрха-
марĕç тейĕн, çаврăнса пăхмарĕç. Темшĕн
«12 уйăх» юмах аса килчĕ. Çак каччă-
сем уйăхсем кăвайт тавра ларнă евĕр
вырнаçнă. Мĕн ĕçлеççĕ çаплах тимлесе?
Компьютер вăййи выляççĕ-мĕн. Хăш-пĕр
каччă пушă вăхăтра унччен те çапларах
ирттеретчĕ-ха, анчах ун чухне пурин те
компьютер çукчĕ. Халь — кашнийĕнех но-
утбук. Вĕсен те тумтир унта-кунта выртать-
ха, вырăн таврашĕ те сапаланчăк. Ну, кач-
чăсем кун пек пурăннинчен тĕлĕнмелли
çук тейĕпĕр. «Черетпе тирпейлетпĕр эпир.
Юлашкинчен кам дежурнăй пулнăччĕ-ха?
Вася, эсĕччĕ-и-ха?» — сăмах хушрĕ пĕри.
«Ăхă. Апат та паян эп хатĕрлерĕм», —
терĕ çутă çÿçлĕ Вася экранран куçне ил-
месĕр. Эх, çак вăйăсем! Урамра уçăлса
çÿресчĕ хăть. Малалла вулас...
Общежитисенче Нина ЦАРЫГИНА пулса курнă.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.