Комментировать

Тăван çĕр... Çуралса ÿснĕ вырăнти уй-вăрман, тĕкĕр пек çуталса выртакан юхан шыв, ем-ешĕл çаран-улăх. Çырма-çатраллă Чăваш Енĕн пĕр пĕчĕк кĕтесне йышăнакан тăван ял, урам, çуралнă кил. Ача чухне пурăна-киле çаксенчен çывăххи пулмасса ĕненме те йывăр. Чылайăшĕ, кун-çул сукмакĕ авкаланса самай инçене кайсан, кăвапапа çыхăннă вырăн пурăнма вăй паракан сиплĕ хутлăх пулнине ăнланса илет. Çапла вăй питти тапхăра çуралса ÿснĕ тăрăхран аякра ирттерсен те пурнăç «кĕркуннинче» ачалăхпа çамрăклăх савăк кунĕсене ирттернĕ вырăна таврăнать.
Куславкка районĕнчи Тĕрлемесре пурăнакан Альберт Кудрявцев — шăпах çавнашкаллисен йышĕнчен. Çĕршывăн хăш кĕтесне кăна çитме пÿрмен ăна — çулĕпе çичĕ теçеткене хыçа хăварсан тăван ялне таврăннă. Пиччĕшне Сергее юлашки çула ăсатсан вăл тĕпленнĕ çурта тăлăххăн лартас килмен унăн. Тăванĕсемпе канашланă та — мăшăрĕпе 30 çул ытла пурăннă çĕртен, Чулхула облаçĕнчи Урень хулинчен, тăван ялне куçса килнĕ. Пурнăçра яланах хастарлăхпа палăрнăскер акă ĕнтĕ 12 çул ял-йыша, районти халăха хăйĕн ырă ĕçĕсемпе, ÿсĕмне кура мар сатурлăхĕпе тĕлĕнтерет-савăнтарать.

Чи лайăх комбайнер

— Шкул хыççăн Саратоври çар училищине кайрăм. Спор-
та юрататтăм, пĕлÿ шайĕ аванахчĕ — çăмăллăнах вĕрен-
ме кĕтĕм. Виççĕмĕш курс хыççăн хăнăху-вĕренÿ вăхăтĕ-
нче танкпа чăн-чăн çапăçу йĕркелерĕç. Переççĕ — эпĕ
танкпа çĕмĕрттеретĕп. Çавăн чухне куçа амантрăм. Вăй-
лах. Сурана пула виççĕмĕш степень инваличĕ пулса тă-
тăм. Училищĕре диплом илтĕм-ха, анчах службăна тăсма
май килмерĕ. Саратоври ял хуçалăх механизацийĕн ин-
ститутне электрификаци факультетне кĕме ыйту çыртăм.
Студент ятне илтĕм. Пĕрремĕш курсра вĕренме шинель-
пе çÿреттĕм. Хампа мĕн пулса иртнине 8 çул вăрттăнлăх-
ра тытрăм, — аса илчĕ Альберт Васильевич.
Мăшăрĕпе Неля Александровнăпа иккĕшех пурăнаççĕ
вĕсем. Чулхула облаçĕнче тĕпленнĕ хĕрĕпе ывăлĕ çитĕ-
нсе хăйсем çемье çавăрнă ĕнтĕ, амăшĕпе ашшĕне мăнук-
сем те тахçанах парнеленĕ.
Неля Украинăра çуралнă, Саратов облаçне Тăван
çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче эвакуаципе килсе лекнĕ.
Ачаранах техникăна юратнăскер аттестат алла илсен ял
хуçалăх аслă шкулне инженер-механика вĕренме кайнă.
Пулас мăшăрĕпе çавăнта паллашнă та.
— 1956 çулта çуллахи сессие вĕçлерĕмĕр те — пире
Çĕпĕре ĕçлеме ячĕç. Ун чухне тырă çав тери ăнса пул-
нăччĕ. Ĕçлекенсем çитмеççĕ иккен. Ушкăнра эпĕ — пĕртен-
пĕр хĕр. Вырмара комбайн çине лармалла. Мана та «ка-
рап» шанса пачĕç. Çапла механизатор тивĕçĕсене чипе-
рех пурнăçларăм. Каярах та темиçе хутчен тырă кашла-
кан уйсене тирпейлеме хутшăнтăмăр. Казахстанра «çерем
уçнăшăн» тивĕçнĕ медаль те упранать-ха. Пĕр çулхине Са-
ратов облаçĕнчи хуçалăхра тăрăшрăм. Йĕри-тавра куллен
çумăр ислетет, эпĕ ĕçлекен вырăнта — уяр! Эх, ĕрĕхтеретĕп
кăна «хурçă караппа». Район, облаç ертÿлĕхне сводка пар-
са пынă. Никам та нумайшар вырайман, пирĕн хуçалăхăн
вара — кăтарту пысăк! Ÿстерсе каламаççĕ-и тесе ятарласа
тĕрĕслеме пычĕç. Хирте тусан кăларса выракан комбайнер
кабининчен тутăрлă çап-çамрăк механизатор сиксе ансан
пурте хупăрласа илчĕç. «Правда» хаçатра ман çинчен сăн
ÿкерчĕкпех статья пичетлесе кăларчĕç. Хам сисмесĕрех
чапа тухрăм çапла, — сакăр теçетке çул урлă ярса пуснă
Неля Александровна студент сакки çинчен тин тăнă тейĕн.
Аслă шкул хыççăн Озинки районне «Сельхозтехникăна»
ĕçлеме янă хĕре. Алла илнĕ специальноçне чунтан юрат-
нă кăн-кăвак куçлă, çутă ÿтлĕ чиперкке. Мазутпа варала-
насси пĕртте хăратман ăна.
Тен, чăваш каччине Альберта хĕр çапла харсăр пул-
ни илĕртнĕ те?

Чăн-чăн волонтер

Пĕрлешсенех Кудрявцевсем Озинкире пурăннă. Аль-
берт Васильевич районти электростанци пуçлăхĕнче чы-
лай ĕçленĕ. Тÿрĕ кăмăллă чăваш хăйĕн професси ăста-
лăхĕпе те, ертÿçĕ пултарулăхĕпе палăрнă. Кĕçех ун çине
электричество сечĕн Саратов облаçĕнчи 5 районĕшĕн
явап тиеннĕ. Чулхула облаçне куçса кайсан та энергети-
ка хутлăхĕнче вăй хунăскер тивĕçлĕ кану канлĕ кунĕсен-
че «Будни электрических сетей» кĕнеке çырса пичетленĕ.
Кĕнеке тенĕрен, Кудрявцевсем вулама çав тери
юратаççĕ. Чăваш Ене куçса киличчен вĕсем хваттерĕнчи
виçĕ стенана урайĕнчен пуçласа мачча таран кĕнекепе
тултарнă. Иккĕ виççĕмĕш пайне куçарса килме май килнĕ.
Халĕ ав Альберт Васильевич Тĕрлемесри шкула, ял би-
блиотекине çуллен тĕркипех парнелет. «Кĕмĕл» волонтер
вĕренекенсене кĕнекесенчи хайлавсем çинчен кĕскен ка-
ласа кăтартма та ÿркенмест.
Кудрявцевсен килĕнче сентресем çинче пĕр пек ди-
зайнлă кĕнкесен пуххи тÿрех куçа тăрăнать. Кусем —
Раççейри паллă тухтăр Сергей Бубновский сывă пурнăç
йĕркине пăхăнса пурăнас кăмăллисем валли çырнисем.
Альберт Васильевичпа унăн мăшăрĕ тĕрлĕ хускану туса
сывлăха çирĕплетме пулнине ĕнентерекен тухтăр мето-
дикипе темиçе çул кăсăкланаççĕ те, сипленеççĕ те ĕнтĕ.
— Ирсерен 1 сехет Бубновский вĕрентнĕ пек гимнастика
тăватăп, мăшăрăм хусканусемпе 40 минут аппаланать. Ха-
мăр тăрăх хĕлĕн-çăвĕн сивĕ шыв сапса сипленетпĕр тата.
Ватăлсан та чирлес килмест вĕт, — кĕмĕл тĕслĕ сухалне
шăлкаласа илет çулне кура мар йăрă арçын.
Тĕрлемес ял библиотеки çумĕнче «Кĕмĕл ÿсĕм» клуб
йĕркеленĕ. Ăна шăпах Альберт Кудрявцев, унта çÿрекен-
сенчен чи асли, ертсе пырать. Ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тух-
нисен пурнăçне «чун апачĕ» кÿрекен проект ялти ватăсе-
не тĕрлĕ çĕре çитме, кăсăклă ăсталăха хăнăхма, хальччен
пĕлменнине пĕлме май парать.
Мичуринран кая мар
— Вĕсен садне курасчĕ сирĕн! Мĕн кăна ÿсмест унта!
— ял библиотекин ертÿçи Людмила Павлова Кудрявцев-
семпе паллашма васканă май çапла каларĕ çул çинче.
Чăн та, 30 сотка çĕр çинче хыт хурапа çум курăк айне
пулнă пĕр «саплăк» та çук. 10 çул каялла вара пахчан пы-
сăк пайĕнче чăтлăх кашланине ĕненме йывăр.
Кил хуçисен киленĕçĕ — иçĕм çырли. Унăн 13 сор-
тне /!/ çитĕнтереççĕ вĕсем. Пархатарлă çырла сапаки-
сапакипе çакăнса тăрать, тĕмсен парка тунисемпе сарла-
ка çулçисене курса хуçисен тимлĕхĕ çинчен тĕшмĕртетĕн.
— Ку — черешня тĕмĕ, нумаях пулмасть лартнăскер,
лере ав — Тибет хăмла çырлийĕ, лутра кăна ÿсет вăл. Çум-
мăн — годжи, облепиха евĕрлĕ хĕрлĕ-сарă çырла пара-
кан тĕм, — ăмăртмалла паллаштараççĕ пуянлăхĕпе Неля
Александровнăпа Альберт Васильевич. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

Ирина ИВАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.