Комментировать

27 Сен, 2018

Çурт çунса кайнăшăн пиччĕшĕсем кÿреннĕ

«Анне, чей лартса яр-ха», — ыйтнă çĕр улми ăшалакан амăшне ачисем. Çав кун Вăрнар районĕнчи Ершепуçри Короткихсен çемйи пахча хыçĕнчи сĕлле çулса пуçтарса кĕнĕ. Мунча хутма хатĕрленнĕ, унтан апат çиме тесе пÿрте кĕнĕ. Ун чухне каçхи 6 сехет пулнă. Венера Ильинична плита умĕнче ăшталаннă вăхăтра хут уйăрттармасăр пурăнакан упăшки, хĕрĕпе кĕрÿшĕ, вĕсен кумĕ Сергей, икĕ мăнукĕ малти пÿртре пулнă, аслисем картла вылянă. Кил хуçи хĕрарăмĕ шыв илме картише çул тытнă. Верандăна тухнă та кăшкăрса янă: «Çунатпăр!»

Куç умĕнче газ баллонĕ сирпĕннĕ

«Хĕрлĕ автан» хăйĕн «ташшине» пуçланă кăна-ха. «Çулăм электропралук тăрăх чăр-чăр туса холодильник енне пыратчĕ», — аса илчĕ хăрушă саманта Венера Ильинична. Йывăç пÿртре пулнă мĕн пур çын часрах урама васканă. Çири тумпах, ăна-кăна тăхăнма, япала илме пĕр минут та пулман. Кил хуçи арăмĕ кăшкăрнине илтсе кÿршĕри инкĕшĕ чупса каçнă, унтан пушарнăйсене чĕнме васканă. МЧС ĕçченĕсем киличчен пушара хăйсен вăйĕпе сÿнтерме тытăннă. Вĕсене пулăшма ял халăхĕ чупнă. Çынсем «хĕрлĕ автанпа» кĕрешнĕ: насусран юхакан шыва çулăм çине сапнă. Унччен те пулман мунча енне каякан электропралук татăлса аннă, насус ĕçлеме пăрахнă. Пусăран витре хыççăн витре кăларса çулăм алхаснă енне чупнă çынсем.
Ĕнер кăна-ха Короткихсем пушар тухнă верандăра çĕр каçнă. Çав кун та çавăнтах çывăрма шухăшланă. Алăк патĕнче япаласем тултарнă сумка та пулнă: аслисем Тутарстана шапаша купăста касмашкăн кайма хатĕрленнĕ. Анчах май килмен... Венера Ильинична инкек пуличчен маларах электропралук юрăхсăра тухнине асăрханă-ха. Анчах специалистсене чĕнмен, замыкани пулсан вĕсене хăех изолентăпа çавăрса хунă.
Часах вырăна пушарнăйсем, васкавлă медпулăшу тата йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем çитнĕ. Куç умĕнчех пÿртри газ баллонĕ сирпĕннĕ, пÿрт ишĕлсе аннă. Унччен маларах Венера Ильиничнăн кĕрÿшĕ пÿрте кĕрсе ача докуменчĕсене — çуралнине ĕнентерекен хутсене, сăн ÿкерчĕксене — йăтса тухма ĕлкĕрнĕ. Алăк патĕнче хунямăшĕн сумки çакăнса тăнă, ăна илме май килмен. «Манăн мĕн пур документ çунса кайрĕ. Аттепе аннен сăн ÿкерчĕкĕсем те юлмарĕç», — куççульне аран тытса чарчĕ часах 48 çул тултаракан Венера Коротких.

Банкăсем те çурăлнă

Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕ çемьешĕн хура куна çаврăннă. Вĕсем пушарта документсене, тумтире çеç çухатман, пурăнмалли кĕтессĕр тăрса юлнă. Çак çурт уйрăмах Венера Ильиничнăшăн хаклă: унăн тĕп килĕ вăл. «Эпир 5 пĕртăван ÿснĕ. Халĕ кашниех çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă. Тĕп кил çунса кайнăшăн пиччесем мана кÿренчĕç», — хурлăхлă саспа калаçрĕ хĕрарăм. Пушар умĕн темиçе кун маларах çеç вĕсем аппăшĕ Вера вилнĕренпе 40 кун çитнине асăннă.
Пушарнăйсем «хĕрлĕ автана» лăплантарнă хыççăн йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем çемьепе калаçнă, кашнине ыйту панă. Кил хуçи арăмĕ пушар сăлтавĕ мĕнрен тухнине çийĕнчех пĕлтернĕ. Урамра сивĕтме тытăннăран Короткихсем тăр-тăр чĕтреме тытăннă. Ара, çири тумсăр пуçне нимĕн те çук вĕт! Юрать, ял халăхĕ пăрахман вĕсене. Кÿршĕри инкĕшĕ 4-ри Артемпа 2-ри Илюшăна нускипе калуш тăхăнтартнă. Пĕр кинемей чăлха-нуски, кофта йăтса килнĕ. «Аппа чирличчен Кольцовкăра столовăйĕнче ĕçлеттĕм. Повара вĕреннĕ эпĕ. Унтан ĕçе пăрахма тиврĕ, ман вырăна урăх çынна илчĕç. Шапаша çÿреме тытăнтăм, Мускава та, Чулхулана та, Саранска та çул тытнă. Ачасемшĕн тăрăшнă. Вĕсене çĕтĕк çÿретмен, веçех илсе панă: компьютер, Маша хĕрĕм валли çÿç кăтралатмалли хатĕрсем… Пÿртре çĕнĕ дивансем ларатчĕç, 39 пин тенкĕпе телевизор, тарелка туяннăччĕ. Шупашкарта пурăнакан ывăлăн Сашăн салтак тумĕ те çунса кайрĕ. Веçех пĕтрĕ. Пÿрчĕ тахçанхиччĕ çав. Унта юсав ĕçĕсем те туман. Сивĕччĕ унта», — куççульленчĕ 2 ача амăшĕ. Юрать, пушарнăйсем «хĕрлĕ автана» сарай-вите енне кайма паман. Унсăрăн кăвакалсем, чăхсем, качакасемпе сурăхсем те шар курĕччĕç. Пушар мунчапа вутă сарайне кăшт сиенлетнĕ.
Пушар хыççăн çемье 2 эрне аслăк çинче çывăрнă. Çынсем панă япаласемпе витĕннĕ, пĕчĕккисене шăнасран хăйсен хушшине вырттарнă. Инкек хыççăн тепĕр кунхине çемье пушар вырăнне тирпейленĕ, çынсем те пулăшма килнĕ. «Çĕр улми ăшаланă çатма та çаплипех ларатчĕ, ирĕлсе кайнăччĕ. Чулхула облаçĕнче ĕçленĕ вăхăтра рабочисем мана аш арманĕ парнеленĕччĕ. Вăл та çурри ирĕлсе пĕтнĕччĕ», — хăрушă ÿкерчĕке куç умне кăларчĕ Венера Ильинична. Йышпа ĕçленĕ хыççăн кÿршĕри Галя инкĕшĕ вĕри апат çиме йыхравланăшăн чунран савăннă вĕсем. Инкек хыççăн пахчари çимĕçпе пурăнкаланă. Çăкăр çимелĕх пултăр тесе така сутнă. Хĕле валли хатĕрленĕ салатсемпе, лечосемпе те сăйланма май килмен. Тĕпсакайĕнче ларнă банкăсем пушар вăхăтĕнче çурăлнă…

Йытă та уласа инкеке систернĕ

Малалла мĕнле пурăнасси çемьене питĕ пăшăрхантарнă. Ывăлĕ Саша пуç усма паман. «Мана ĕçтешсем пăрахмаççĕ, пулăшма шантарчĕç», — тенĕ тĕп хулара пĕр организацире тăрăшаканскер. Артем валли, сăмахран, кравать илсе килнĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА.
Роман РОДИОНОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.