Комментировать

25 Сен, 2018

Шупашкар арçынни Крыма велосипедпа кайса килнĕ


«Çул çÿреме пуçласан чарăнаймастăн», — палăртать Шупашкарта пурăнакан Андрей Романов. Çурлан 31-мĕшĕнче вăл Крыма кайма çула тухнă. Автобуспа е пуйăспа мар — велосипедпа!

Андрей кунашкал çул çÿреве пĕрремĕш хут каймасть. Пĕлтĕр вăл Кавказа çитсе килнĕ. Çамрăк арçын Крыма кайма маршрут хатĕрленĕ: çулĕ Чулхула, Рязань, Тамбов, Воронеж, Ростов облаçĕсем, Краснодар крайĕ выртнă. Андрей кашни регионта тенĕ пекех ентешĕсене тĕл пулнă. Хăшĕ-пĕри машинăпа лартса кайма та сĕннĕ, арçын хирĕçленĕ, палăртнă вырăна «тимĕр учĕпех» çитесшĕн-мĕн. Велосипедист Крыма канма кайнă тесе шухăшлатăр-и? Йăнăшатăр. Андрейăн тĕп тĕллевĕ палăртнă вырăна велосипедпа çитесси пулнă. Çакна пурнăçа кĕртнĕ те ĕнтĕ вăл. Халĕ арçын тăван тăрăха килме тухнă. Унта ăна çывăх çыннисемпе юлташĕсем чăтăмсăр кĕтеççĕ.

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА. Андрей РОМАНОВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 
Теги: