Комментировать

2 Июн, 2014

Гранатăллă... упăте

ПАИ инспекторĕсем наркотикпе минренĕ водителе тытса чарнă. Ку çеç те мар: унăн машинин салонĕнче çарта усă куракан взрывпакетсем тупнă. Чăннипех гранатăллă упăте вĕт - урăхла калаймăн!

ДПСăн ятарлă батальонĕн сотрудникĕсем - взвод командирĕ Андрей Таратин майор тата Анатолий Филиппов лейтенант - Чул хула номерĕллĕ «GEELY» автомобиле асăрхаса сисчĕвленнĕ. Иномарка водителĕ хăйне тĕлĕнмеллерех тытни иккĕлентернĕ: малтан Куславкка районĕнче трасса çинчи кафе патĕнчи стоянкăна пăрăнса кĕнĕ, машинăран тухнă, шикленсе унталла-кунталла тинкернĕ, хускалса малалла çул тытнă. ПАИ экипажĕ ăна куçран вĕçертес темен. Кĕçех иномаркăна чарнă. Водителе куçран пăхсах ăнланнă: нимĕнле шăршă та çук, анчах куçĕсем армак-чармак - наркотикпе минрени куç кĕрет. Кайран çакна медицина тĕрĕслевĕ те çирĕплетнĕ.

«Допингпа» усă курнă пулин те 26 çулти çамрăк питĕ вĕчĕрхеннĕ, пакунлисене хăй такамсенчен тарни, аран-аран хăтăлни пирки калама тытăннă. Хăй вара темшĕн машина еннелле шикленнĕн пăха-пăха илет...

Полицейскисем оперушкăн чĕнсе илнĕ. Транспорт хатĕрне тĕплĕ тĕрĕсленĕ май унăн салонĕнче хайхи взрыв хатĕрĕсене тупнă. Çамрăк çыннăн кĕсйинче вара сарăрах тĕслĕ хутăш тултарнă пĕчĕк полиэтилен хутаç пулнă. Синтетика наркотикĕ иккен - «спайс» текенни.

Куславкка полицийĕн следователĕ Сергей Захаров пĕлтернĕ тăрăх - çак тĕслĕхпе çыхăннă тĕрĕслев материалĕсене çар прокуратурине ярса панă. Çарта усă куракан взрыв хатĕрĕсем çамрăк çын аллине мĕнле майпа, ăçтан лекнĕ - тĕпчев çак ыйтусене те хуравлама тивĕç. ЧР ШĔМĕн экспертизăпа криминалистика центрĕнче çирĕплетрĕç: ку взрывпакетсем пиротехника ушкăнне кĕреççĕ, вĕсемпе çар вĕренĕвĕсен вăхăтĕнче взрывсене имитацилеме усă кураççĕ. Питĕ хăрушă хатĕрсем тееймĕн, анчах, килĕшсемĕр, «упăте» аллине лексен унашкалли те инкек кÿресси часах.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.