Комментировать

21 Сен, 2018

Каçхине çутатма

Çĕрпÿ районĕнчи Кивĕ Тутайкасси ялĕпе Кăнар поселокне тĕттĕмре çутă парса тăма çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Ртуть ламписене энергие перекетлекеннисемпе — диодлисемпе — улăштарнă.
— Малтан Кăнарта пурăнакансем çĕрле 19 лампăпа çеç усă курнă, халĕ вăл 73, — тет Кăнар ял тăрăхĕн админи-страцийĕн пуçлăхĕ Геннадий Васильев. — Кивĕ Тутайкассинче 10 пулнă, паян 44. Тĕттĕмре ытти яла çутатмалли оборудование килес çул модернизацилеме шухăшлатпăр.
Етĕрне хулинчи Яковлев тата Виноходов урамĕсене электричество кĕртеççĕ. Подряд организацийĕ авăн уй-ăхĕнче тимĕр-бетон юпасем лартса тухать. Асăннă урамсенчи çĕр лаптăкĕсене нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр панă. Электролини 1,5 çухрăма тăсăлать.
Тĕттĕмре çутă парса тăма Вăрмар районĕнчи Чупай ялĕнчи Ленин урамĕнчи юпасенчен те лампăсем çакнă, Зарубин тата Киров урамĕсенчи ртуть ламписене диодлисемпе улăштарнă. Вăрнар районĕнчи Упнер ял тăрăхĕнче çурла уйăхĕнче çунса кайнă диодлă лампăсене çĕннипе улăштарнă, çынсем çÿрекен вырăнта 12 лампа çакнă.

www.hypar.ru

Михаил ЮРЬЕВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.