Комментировать

20 Сен, 2018

«Аннене калăр-ха: ан макăртăр, эпĕ чăтатăп»

Ырлăх курман мар вăл, анчах хурлăхĕ ун çине ытларах йăтăнса аннă. Юратнă çыннине тĕл пулса качча кайнă, тĕрĕс-тĕкел пурăннă. «Мăшăр лайăх çынччĕ. «Танюкка» тесе кăна тăратчĕ. Анчах лайăх çыннăн кунĕ кĕске теççĕ, ку манăн Женя çинчен каланă пекех туйăнать», — Комсомольски районĕнчи Асан-кассинчи Татьяна Пыркина чунне уçассишĕнех пирĕнпе калаçма хапăл турĕ.

Вилĕм хăпман

Татьяна Александровна 2016 çулхи çу уйăхĕнче мăшăрне пытарнă. Кĕтмен çĕртен тромб çурăлнипе вăй питти арçын килĕнче вилнĕ. Пыркинсен çемйинче инкек виçĕ уйăх маларах пуçланнă, çемье пуçĕ Евгений аварие лекнĕ. Тăванĕсене Канаша леçме тухнăскер хăйсен ялĕ çывăхĕнчи çул пăрăнăçĕнче машинăпа çапăннă. Унăн руль умĕнче хĕрарăм ларнă. Пăрлă, колеяллă çул çине ăнсăртран сиксе тухнăскере пырса тăрăнас мар тесе Женя май килнĕ таран айккине пăрăнма тăрăшнă, анчах инкекрен хăтăлма май килмен. Женьăн машини лапчăннă, çул хĕрринчи юр купине пула кювета чăмайман. Вăл та, салонри пассажирсем те аманнă, больницăра сипленнĕ. Женьăн вара аяк пĕрчисем хуçăлнă. Çак хăрушă аварирен вăл чĕрĕ юлайнă-ха, анчах çава йăтнă вилĕм ун çумĕнчен хăпман…
Женя больницăна тÿрех кайман, суран хăех иртессе шанса маç сĕрнĕ, тутăрпа çыхнă. Çурăмран пĕрмай тем чикнине каланă вăл. Аппăшĕ çине тăнипе кăна тухтăрсем патне çитнĕ. Вăхăт иртнĕ май Женя самайланнă, имшерленнĕ, тракторпа çуракине тухнă. Вăл тăван колхозра 30 çул ĕçленĕ.
«Вилес умĕн пĕр кун маларах ĕçрен килчĕ, тракторне хапха умне лартрĕ. Мунча хутса кĕтĕмĕр, яланхи пекех шÿтлесе калаçрĕ. Телевизор курса выртса диван çинче çывăрса кайрĕ. Тепĕр кун ирпе эпĕ 4-ра тăрса выльăхсем патне утрăм. Женя тепĕр 10 минутран тухрĕ. Эпĕ ĕнесем суса пĕтерсен вăл навус тасатма тытăнчĕ. Сĕте леçмешкĕн витресене урама тухса лартрăм, машина киличчен çÿп-çапа навус купи çине кайса пăрахас тенĕччĕ. Картишĕнче Женя тăсăлса выртнине курсан чупса пытăм. Вăл кăвакарса кайнăччĕ. Силлерĕм, кăшкăртăм… Ывăла Стасике кĕрсе вăратрăм, часрах фельдшер патне чуптартăм. Эпĕ кăшкăрнине илтсе кÿршĕ ачи килчĕ. Искусствăллă майпа сывлаттартăмăр, усси пулмарĕ. Женьăна чĕртеймерĕмĕр», — синкерлĕ кун пирки куççуль тăкса каласа пачĕ мăшăрĕ Татьяна. Тромб кирек хăçан та çурăлма пултарать теççĕ те, аварире аманни те витĕм кÿчех пулĕ тесе шухăшлать хĕрарăм. Çул-йĕрти инкек пулнăранпа кĕçех 3 çул çитет пулин те ĕç-пуç вĕçленмен-мĕн. Айăпли — хĕрарăм водитель пулни паллă.

Куçĕ курма пăрахнă

Упăшкине пытарма тивни Татьянăн пурнăçĕнчи пĕртен-пĕр пысăк хуйхă мар. 16-ри хĕрне сивĕ тăпрапа хуплани те чунĕнче ĕмĕр тÿрленми суран хăварнă.
Таньăпа Женя Пыркинсем пĕр ялтах çуралса ÿснĕ, 1990 çулта çемье çавăрнă. Таня Шупашкарта професси пĕлĕвĕ илсе хуларах ĕçленĕ. Качча кайнă хыççăн ялта тĕпленесси ăна ним чухлĕ те хăратман. Малтан хĕр çуралнă, кайран — ывăл. Çавăн чухне Таня утса мар, вĕçсе çÿренĕ. Юратнă мăшăрĕпе иккĕшĕн пур ĕç те ăннă. Пĕрмаях кил-çуртра юсав, стройка ирттернĕ. Анчах ку телей самантлăха кăна пынă…
Хĕрĕ Ирина 6 çулта шкула кайнă, шĕкĕр «пиллĕкпе» вĕреннĕ. 2-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн каникул пуçланнă ятпа тантăшĕсемпе похода кайсан хĕрача питĕ ывăнса таврăннă. «Анне, эпĕ тек нихăçан та похода каймастăп», — тенĕ. Темиçе кунран вăл пуç ыратнине каланă. «Кун пекки такамăн та пулать те начарри пирки шухăшламарăмăр. Пĕр ирхине вара вăранчĕ те куç курманнине пĕлтерчĕ, ниçта кайса кĕреймест, пĕр вырăнта макăрса тăрать. Ун чухне пÿртре юсав пуçланăччĕ, йăлт пăсса тăкнăччĕ. Васкавлă медпулăшу чĕнтĕмĕр. Район больницине илсе кайрĕç. Тухтăрсем нимĕн те татăклă калаймарĕç. Ÿчĕ çине хĕрлĕ пăнчăсем тухнăран инфекци чирĕ пуль терĕç. Ачан пуçĕ ыратнипе «Апай!» тесе кăшкăрса выртрĕ. Реанимацие хучĕç. Пуçне тĕрĕсленĕ, нимех те асăрхаман. Вăл унтах çĕр каçрĕ. Тепĕр ирпе килсен тухтăрпа калаçрăм, аптăрамасть, самайланчĕ терĕ. Уçă алăкран çаплах Ирина «Апай!» тени илтĕнчĕ. Ун патне кĕрсе тухрăм. «Кунта юнашарах хамăр ялсем выртаççĕ, ним те ан хăра», — тесе лăплантартăм. Тепĕр кунне Шупашкартан тухтăр килчĕ. Иринăна тĕрĕсленĕскер пирĕн çине кăшкăрчĕ. Сирĕн ачан пуç миминче шыçă терĕ. Больницăсене çÿресех курман та Женьăпа иксĕмĕр чĕтрене ертĕмĕр. Ним те пĕлместпĕр. Ун чухне вăхăчĕ çавнашкалччĕ. Тухтăрсем «тĕксе» парасса кĕтетчĕç, пирĕнтен те аш ыйтрĕç. Эпир, ялти мĕскĕнсем, мĕн хушнине, ыйтнине йăлтах пурнăçланă. Пире шел мар, ача сывалтăрччĕ кăна. Иринăна Шупашкара илсе кайрĕç. Томографи тунă хыççăн гидроцефали /пуçне шыв тулать/ терĕç. Операци тумалла, пуç мимине шунт лартмалла. Анчах вăл çук-мĕн, ăна хамăра туянма хушрĕç. Тĕрĕссипе, шунт пулнă, пирĕн инкекпе усă курса 15 пин тенкĕ кĕсьене чикес тенĕ. Женьăна ăçта кăна сĕтĕрмерĕç? Пуйăсри проводницăсем урлă çав шунта кайса илчĕ. Операци турĕç, анчах вăл ăнăçлă иртмерĕ. Шунт суя пулнă», — хурланчĕ хĕрарăм. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН.
Çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.