Хăнара — «Тантăш», «Тетте», «Самант»
Нумаях пулмасть питĕ савăнмалли кун пулчĕ. Патăрьел районĕнчи Анат Тăрмăш шкулĕнче тăрăшса пĕлÿ илнĕ, «пиллĕк» паллăпавĕренсе тухнă хĕр пирĕн пата хăнана килчĕ.
«Тантăш» хаçатăн, «Тетте», «Самант» журналсен корреспондентне Валентина Федоровăна ачасем ăшшăн кĕтсе илчĕç. Вăл вĕсен аппăшĕ-çке! Пуриншĕн те çывăх çын. Шăпăрлансем çак саманта питĕ кĕтнĕ. Акă çак кун çитрĕ. Валентина Валерьевна ачасене виçĕ кăларăм пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Унта вĕренекенсем хăйсен хайлавĕсене пичетлеме пултараççĕ иккен. «Тантăшра» — темĕн чухлĕ шкул хыпарĕ, унтах — паллă çынсен ачалăхĕпе, республикăри çĕнĕ хыпарсемпе, ача сачĕсен пурнăçĕпе паллашма пулать. «Апла иккен», «Чиперук», «Шăпăрлан» рубрикăсем те вĕренекенсемшĕн усăллă. «Хаваслă самант» мĕне тăрать тата! «Тетте» — ачасен чи юратнă журналĕ. Унти юмах-сăвă, ÿкерчĕксем, вăйăсем нихăçан та кивелмеççĕ. Ачасем те çак хаçат-журнала хăйсен ĕçĕсене ярса параяççĕ.
Корреспондент пĕчĕкскерсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕ. Вĕренекенсенче çырас туйăм çуратрĕ. Тулли кăмăлпа йышăнчĕç шăпăрлансем хăйсен аппăшне. Анат Тăрмăш шкулĕн ачисем те халь — «Тантăш», «Тетте» вулаканĕсем.
Вера ЕРЕМЕЕВА, Валентина НИКИТИНА, кĕçĕн классен вĕрентекенĕсем.
Патăрьел районĕ, Анат Тăрмăш шкулĕ.