Комментировать

20 Сен, 2018

Пултарулăхшăн — Хура тинĕс хĕррине

Шупашкарти уйрăм предметсене тарăннăн вĕрентекен 31-мĕш шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Андрей Баранов хăй умне çирĕп тĕллев лартнă. Вăл тухтăр пуласшăн.

Каччă Мускаври И.М.Сеченов ячĕллĕ университета вĕренме кĕме ĕмĕтленет. Çавăнпа биологипе хими предмечĕсене тарăнрах вĕрентекен класра пĕлÿ пухать. Андрея медицина килĕшни ахальтен мар. 10-мĕш класа çитиччен вăл хулари 37-мĕш шкулта вĕреннĕ. Унти биологи учителĕ Татьяна Падюкина çак çула суйлама витĕм кÿнĕ.
— Халĕ пирĕн биологипе хими урокĕсем И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра иртеççĕ. Çак уроксенче кăсăклă та кирлĕ информаципе ăс-тăна пуянлататпăр, — палăртрĕ Андрей.
Каччă вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пырать. Наукăпа, пултарулăхпа çыхăннă тĕрлĕ конкурс- мероприятие ялан хутшăнать. Нумаях пулмасть вăл хулари шкулсен хушшинче иртнĕ «Открытие юных — 2018» наукăпа практика конференцийĕн хими секцийĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă.
Шкул пурнăçĕнчи хастарлăхшăн Андрей ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн А.Ю.Александровăн стипендине тивĕçнĕ. Малалла вулас...
 

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.