Илемлĕ литература чĕлхе тасалăхĕпе, сăнарлăхĕпе илемлĕ
«Тăван Атăл» журналăн кăçалхи çур çулта кун çути курнă кăларăмĕсене тишкерни
Журналăмăр хăйĕн кăçалхи ĕçне-хĕлне пĕтĕмлетсе хак парас тĕллевпе ултă номерти эпика, лирика, драма хайлавĕсене пăхса тухса хамăн шухăша çырса пама ыйтрĕ. Редактор шăнкăравланă хушăра пысăк ĕçпех лараттăм пулин те ыйтнине тума килĕшрĕм, мĕншĕн тесен илемлĕ литература ĕçĕ — пĕрлехи ĕç, çыракансемпе вулакансен, тÿррипе каласан, кашни чăвашăн ку ĕçе наци шайĕнчи яваплăхпа тумалла, çавăн чухне тин вăл паянхи кун ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме пултарĕ. «Ялав» журнал тилхепине вăтăр пĕр çул /1974-2005/ тĕп редактор шайĕнче тытса пынăран кăштах хăнăху та пур пек туйăнчĕ, тата хальхи ертÿçĕ шанни те хăйне май хавхалану кÿчĕ.
Паллах, совет саманинчипе танлаштарсан, пирĕн çĕршыври çыравçăсем халĕ пурнăçа революцилле аталанура кăтартас тĕллеве тĕпе хурса ĕçлемеççĕ, вăхăт таппине, çынсен сăнарĕсене мĕнле пур, çавăн пек ÿкерсе кăтартаççĕ. Ÿнерлĕх мелĕ-меслечĕсем улшăнса пыраççĕ пулин те пирĕн, чăвашсен, илемлĕ литература пур, унăн жанрĕсем те, яланах ăнăçлă тесе калаймасан та, аталану çулĕ çине тухнă. Çулленех çĕнĕ кĕнекесем пичетленеççĕ, çыравçăсен пĕрлешĕвне çамрăк авторсем те килсех тăраççĕ. Эппин, чăваш литературин, Раççей халăхĕсен пĕрлехи культурине нацилле нумай сăнарпа пуянлатнăскерĕн, малашлăхĕ çук мар. Çакна Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Çемен Элкер, Николай Шелепи, Петĕр Хусанкай, Яков Ухсай, Митта Ваçлейĕ, Николай Терентьев, Геннадий Айхи тата ытти ăстасен ячĕсем туллин çирĕплетеççĕ. Илпексемпе Уярсен, Артемьевсемпе Скворцовсен традицийĕсене паянхи авторсем хăйне евĕрлĕн аталантарса пыраççĕ. Çакă «Тăван Атăлăн» кăçалхи кăларăмĕсенче те çителĕклех палăрать.
Кашни вăхăтăн хăйĕн геройĕсем. Эпир ача чухне, çирĕммĕш ĕмĕр варринче, чăваш литературинче вăрçă паттăрĕсем тĕп вырăнтаччĕ. Леонид Агаковăн «Ылтăн вăчăра», «Пĕр хулара», «Тăван юншăн», Аркадий Эсхелĕн «Ăмăрт кайăк», Стихван Шавлин «Матур Якур» кĕнекисене эпир библиотекăсенче черет тăрса илеттĕмĕр, ăмăртмалла вулаттăмăр, сÿтсе яваттăмăр, вăййисене те вăрçăлла кăна выляттăмăр. Каярахпа ĕç паттăрĕсем мала тухрĕç, унтан — космонавтсем, комсомолăн аслă стройкисенче çĕршыв сăн-сăпатне çĕнетекенсем.
Паянхи хайлавсенче вара эпир Мускава е Çурçĕре кайса ытларах укçа ĕçлесе илсе çителĕклĕ пурнăç йĕркелесе ярас туртăмлă çамрăксене ытларах куратпăр. Владислав Николаевăн «Юман, юман, Юманкка» повеçĕнчи Çемен, аслă пĕлÿ илнĕ, салтака кайса килнĕ чăваш ачи, пĕчĕк çемйипе хамăр хулара пурăнаканскер, кунта хăйне тивĕçтерекен ĕç çуккипе Мускава кайса пуян хуçа патĕнче укçаллă вырăн тупать, пур енчен те хуçине кăмăлне каять, Поляков текен олигарх бильярдла пĕрле выляса илнĕ укçине те ăнах парать. Ик çĕр пин тенкĕ Çемен кĕсйинче! Килне вăхăтлăха таврăнать те хайхи пирĕн Çемен, унăн юратнă арăмне тепĕр çын çавăрса илнĕ иккен. Ывăлĕ те, пиллĕксенчи Денис, килĕштерсе пăрахнă çав çынна, «дядя Саша» та «дядя Саша» тесе кăна тăрать, унăн парнисемпе мухтанать, мăнаçланать. Вăт сана дядя Саша! Ирĕксĕрех шухăша каять пирĕн Çемен: Шупашкарта юлмалла-и е Мускавах тапмалла-и?..
Пĕтĕмĕшле пăхсан, проза каçалăкĕн лаптăкĕ пĕчĕк мар «Тăван Атăлта», анчах пахалăх енĕпе хаклама тытăнсан кашнин шайĕ хăйне майлă. Шухăшпа сăнар, ÿнерлĕх мелĕсемпе чĕлхе тĕлĕшпе илсен, ман шутпа, калавсен конкурсĕнче Надежда Ильинан «Турăсăр тупнă телей», Хветĕр Агиверĕн «Аннÿ ăçта?», Елен Нарпин «Троллейбус майри» калавĕсем хăйсен ăнăçлăхĕпе палăрмаллах уйрăлса тăраççĕ. Авторсем кашниех хăйсен умне лартнă тĕллеве уçса пама çĕнĕлле майсем тупнă. Пур-ха пирĕн чăн-чăн художниксем. Нарпие илсен, çирĕм çул каяллах кун çути курнă хайлавĕсенчен пуçласа мĕн паянхи кунчченех алăри калемне сулнăка ямасăр çирĕп тытса пырать, çавна май унăн çырас ăсталăхĕ уйрăм, ятарлă стиле çаврăнса пырать. Хветĕр Агивер тесен, хăй вăхăтĕнче вăл «Эртюк» ятлă калавра чее хĕрарăмăн сăнарне питĕ хăйне евĕрлĕ калăпланăччĕ. Çав йĕртен пăрăнмарĕ çыравçă, умне пысăкрах та кăткăсрах тĕллевсем лартса ĕçлесе пычĕ. Паян Агивер — чăваш прозин пысăк ăстисенчен пĕри. Кăçал пичетленнĕ калавĕ те çавна туллин çирĕплетет.
Эпĕ Анатолий ХМЫТăн «Афганистан суранĕ» хайлавне те, Иван Тенюшевăн «Вĕсем виççĕн çеç юлчĕç» романăн сыпăкне те, Ольга Васильевăн «Манăн юратнă Граф» повеçне те, Геннадий Эсекелĕн «Тимĕр тĕклĕ ăмăрт кайăк» халапне те, Юрий Никифоровăн, Галина Зотовăн, Альбина Юратун, Альбина Мышкинăпа Альбина Исемпин /курăр-ха эсир, мĕн чухлĕ Альбина тимлет чăваш литературинче!/ килĕштерсе вуларăм. Шел, кашнин пирки уйрăммăн чарăнса тăма май çук, çавăнпа та кĕскен пĕтĕмлетсе çакна çеç каласа хăваратăп.
Журнал прози пирки хускатнă калаçăва вĕçличчен çапах та хамăрăн хайлавсенчи тĕп сăнар çине тепĕр хутчен пăхса илес килет. Кам-ха вăл, пирĕн çыравçăсене канăç паман çын? Тĕлĕнмелле пулин те, уççăнах, татăклăнах калама тивет: çав çын вăл — ĕçке пула этем ĕренкинчен тухса кайнă чăваш. Эсĕ, хисеплĕ вулаканăм, çак шухăша хирĕçлесшĕн-и? Сисетĕп, хирĕçлесшĕн. Эп хам та икĕ аллăма тăратса хирĕçлĕттĕмччĕ, анчах та сăнарĕсем хирĕçлеме памаççĕ. Акă Хветĕр Агивер калавĕнчи вун ултă çул ларса тухнă Ваççа, тăванĕсемпе мунча кĕнĕ хыççăн чунĕ кÿтсе çитнипе масар çине, хăйĕн ывăлĕн тăпри çине кайнăскер, ĕсĕкле-ĕсĕкле пуçне йăлмак тăхăнас умĕнхи монологне калать: «Ывăлăм, Юрик... Сана вĕлерсе эпĕ хам умра çын шутĕнчен тухса ÿкрĕм, хамран хам йĕрĕнсе çитрĕм... Çут тĕнчере тăр пĕччен тăрса юлтăм...» Малалла вулас...