Комментировать

18 Сен, 2018

Мĕнпе асра юлчĕç шкул çулсем?

Ирина Удалова, «Бичурин тата паянхи самана» музей ертÿçи:
38 çул иртрĕ унтанпа… Пĕлÿлĕх тĕнчи алăкĕ мана валли 1980 çулта уçăлнă. Эпĕ шкулта вĕреннĕ вăхăтра шкул тумĕ хăмăр кĕпе, шурă саппун пулнă. Ача чухне çÿç вăрăмччĕ, пуç çинче — икĕ шурă бант. Çемьере эпĕ иккĕмĕш ача, кĕçĕнни. Пĕрремĕш хут шкула кайна чухне унта атте те, анне те пынăччĕ. Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕ питĕ пысăк, класра 30 ача таранахчĕ, «а» тата «б» классем пурччĕ. Манăн аппа яланах лайăх паллăпа вĕренетчĕ, вăл ун чухне 4-мĕш класа кайнă, ăна Хисеп хучĕ пачĕç. Манăн та аппа пек пулас килнине туйрăм. 9 класа çитиччен Хисеп хутне эпĕ те тивĕçрĕм.

Татьяна Вашуркина, «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ:
Чăваш Енри Шăмăршă шкулĕнче пĕлÿ илнĕ эпĕ. Тăватă çултах вулама вĕреннĕ. Питĕ каяс килетчĕ шкула. Вара пилĕк çул тултарсанах шкул алăкне уçрăм. «Нулевой класс» текенни пурччĕ, астăватăр пулĕ. Пĕчĕкскер пĕр эрне аванах çÿрерĕм. Уроксенче ларнă, итленĕ ĕнтĕ. Ултă çулта вара чăнласах вĕренме тытăнтăм хайхи «нулевой» класра.
Мĕн асра юлнă? Вăл вăхăтра «Школьники» хаçат тухса тăратчĕ Шупашкарта. Юратса вулатчĕç ăна ачасем. Çавăнта сăвăсем, калавсем çыраттăм. Эрнере икĕ хутчен тухатчĕ. Вара хаçат тухнă кун вĕрентекен мана центрти «Чăвашпичет» киоскне хаçат туянма кайса килме ирĕк паратчĕ. Урок пуçлансан пĕр вунă минут пулĕ хаçатра тухнă манăн хайлавсене вулаттăмăр, сÿтсе яваттăмăр.
Пĕрремĕш сăвва сакăр çулта чухне çырнине астăватăп. Кунне 3-4 сăвă шăрçалаттăм. Вулама юрататтăм. Пирĕн класс ертÿçи Татьяна Петровна Плат вырăс чĕлхипе литературине вĕрентетчĕ. Килĕштереттĕмĕр ăна. Çирĕп ыйтатчĕ. Тавах вĕрентекенсене тарăн та усăллă пĕлÿ панăшăн.

Олег Самана, юрăç-бард тата композитор:
- Пуçласа Канаш районĕнчи Атнаш шкулне кайнине аванах астăватăп. Йĕркеллĕ сумка илме аттен укçа пулман та, ăна мана килте тĕртнĕ пиртен çĕлесе панăччĕ. Ытти ачасем умĕнче аван марччĕ. Каярах, çур çултан, атте «полевой сумка» текеннине туянса пачĕ. Çирĕпчĕ вăл. Хĕлле тăвайккинчен ярăннине те чăтатчĕ.
Класра 31 ачаччĕ. Кÿршĕ класра та 31. Уроксем вĕçленсен ялан кĕрешеттĕмĕр вара. Ялĕ пирĕн пысăк та, ачисем те харсăрччĕ. Темле пулсан та лайăха вĕрентнĕ пире вĕрентекенсем. Мĕн пĕчĕкрен çĕршыва юрăхлă пулса çитĕнме ĕмĕтленнĕ эпир. Пĕрремĕш вĕрентекене Анастасия Ильиничнăна аван астăватăп. Чăрăшкассинче пурăнатчĕ вăл, Атнашра ĕçлетчĕ, ачасене юрататчĕ. Тавах вĕрентекенсене пурне те.

Алиса Ахахпи, Шупашкарти «Ровесник» культура керменĕн илемлĕх ертÿçи, чăваш эстрадин юрăçи:
Пĕрремĕш шăнкăрав яланах асра. Анне шкулта вожатăй пулсан ĕçлетчĕ. Мана, пуçласа пĕрремĕш класа кайма пуçтарăннăскере, юрă юрлаттарасшăн. Вара аннепе иксĕмĕр çывăрма выртсан та юрласа выртатпăр. Репетици ĕнтĕ.
Питĕ хумхантăм – ара, пĕтĕм шкул умĕнче пĕрремĕш хут юрă шăрантармалла ман, пĕчĕкскерĕн. Йĕркеллех пулса тухрĕ. Çав саманта хумханса та савăнса аса илетĕп.
«Тăван Атăл» журнал вулаканĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламлатăп.

Ираида Маслова, Тюмень облаçĕнчи чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕн президенчĕ, «Экспресс» типографи директорĕ:
Чăваш Енри Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ эпĕ. Шкул çулĕсене питĕ хумханса аса илетĕп. Пĕрремĕш вĕрентекенсем Надежда Ивановна тата Аркадий Владимирович пулнă, пире пурнăç çулĕпе хăюллăн утма хăнăхтарнă.
Чăвашлăх тени паян та чун-чĕререх манăн. Тăван чĕлхене шкулта аван вĕрентни ĕнтĕ çакă. Кашăкçăсен ансамблĕнче те хастарччĕ эпĕ. Паллах, юрланă, ташланă. Паян та пурнăçа илем кÿрекен çак утăмсене пăрахма шухăшламастăп-ха.
Темле пулсан та телейлĕ ачалăх пулнă пирĕн. Тавах вĕрентекенсене. Ентешĕмсене сирĕн журнал урлă Тюменьрен хĕрÿллĕ салам яратăп, Пĕлÿ кунĕпе саламлатăп!

Людмила Мурманская, Пушкăртстан Республикинче пурăнакан чăвашсен Канашĕн ертÿçи, ПР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
Шкула 1957-мĕш çулта кайрăм. Аннепе. Вăл Пушкăртстанри Пишпÿлек районне кĕрекен Хушăлка шкулĕнче вĕрентетчĕ. Алăри чечек çыххине çирĕппĕн ярса тытнă пулас та, вĕрентекен: «Ку чечексем мана валли пулĕ?» — тесе ыйтрĕ. Вырăнсем çукран-ши икĕ арçын ача хушшине лартрĕç мана. Ялти хисеплĕ çынсен ачисемччĕ вĕсем. Вĕренме те «5» паллăсемпе кăна вĕренчĕç каярах та.
Класс пысăкчĕ. Пĕрремĕш вĕрентекен Маргарита Никифоровна ятлăччĕ. Ун чух вăл çамрăк хĕр, çивĕчĕсем вăрăмччĕ. Питĕ юрататтăмăр ăна. Хамăрăн та учитель пулас килетчĕ. Çавах та 10 класс хыççăн эпĕ кăна педагогика институтне вĕренме кайрăм.

Яков Мульдияров, Томск облаçĕнчи чăвашсен культура обществин ертÿçи:
Тутарстан чăвашĕ эпĕ… Пĕрремĕш класа ултă çул тултарсанах кайнă. Вулама-çырма тăваттăрах вĕреннĕ.Пĕр пÿлĕмре виçĕ класс ачисем лараттăмăр. Ялта тăватă класлă шкул кăначчĕ. Пиллĕкмĕшне кÿршĕри 11 çухрăмра вырнаçнă Клементейкино ялне кайнă. Унти сакăр класс хыççăн малалла Патраклă /Старое Суркино/ ялĕнче 10 класс пĕтертĕм.
Урăх ялсенче вĕреннĕ чухне интернатсенче пурăнтăм. Хуçалăхри ĕçсене пĕтĕмпех хамăр, ачасем, тăваттăмăр: вутă каснă, çурнă, кăмака хутнă, кĕвентепе шыв йăтнă… — хăйне евĕр пурнăç урокĕ.

Григорий Федоров, Омск чăвашĕсен культура обществине чылай çул ертсе пынă, çыравçă:
Çураласса Чăваш Енри Вăрнар районĕнче çуралнă эпĕ. Шăпа тени Омск тăрăхне илсе çитерчĕ, кунтах юлтăмăр. Шкул çулĕсем тесен тÿрех, паллах, юратнă вĕрентекенсем аса килеççĕ. Вырăс литератури урокĕ пырать. Эпĕ питĕ хисеплекен Мария Николаевна Баркова вĕрентет. Класс иккĕмĕш хутра та, эпир, Леонид ятлă ачапа, уçă кантăксем патĕнчех ларакансем, шкул умĕнчи спорт площадкинче тахăш класс ачисем волейбол вылянине вăрттăн пăхаттăмăр. Хайхи хĕрÿ самантра чăтса лараймарăмăр, Леонидпа хăвăрттăн уçă чÿречерен иккĕмĕш хутранах сикрĕмĕр. Йĕркеллех анса тăтăмăр чечек клумби çине, аманмарăмăр, анчах кантăкран шакканине илтрĕмĕр. Пăхатпăр та, эпир шăпах Иван Степанович Нарышкин директор кабинечĕн умĕнче тăратпăр иккен. Тăватă çул вĕренсе пĕрре те пулман пÿлĕмне чĕнсе кĕртрĕ. Çук, вăрçмарĕ, вĕрентекенрен каçару ыйтма хушрĕ. Мария Николаевнăпа вара шкул пĕтерсен те тата икĕ çул çыру çÿретрĕмĕр. Хăйĕн канашĕсемпе самаях пулăшрĕ вăл. Тавах сире, учительсем!

Владимир Терентьев-Тăвăл, çыравçă:
Эпир, шкул ачисем, пурте çутă малашлăх çинчен ĕмĕтленнĕ пулĕ ĕнтĕ. Шухă пулнă… Хаваслă, кĕтменлĕхсемпе пуян вăхăт… Вĕреннĕ, колхоз хирĕсенче тăрăшса вăй хунă…
Халĕ пурнăç тути-масине самаях астивнĕ ĕнтĕ эпир пурте. 39 çул иртнĕ май шкулта пĕрле вĕреннисемпе тĕл пултăмăр. Аван класчĕ çав пирĕн – чылайăшĕ хăйĕн пурнăç çулне самай ăнăçлă такăрлатнă, хисеплĕ ĕçре вăй хунă, çемьеллĕ, ача-пăчаллă, мăнуксемлĕ. Эппин, ахальтен килмен çак çĕр çине.
Вулакансене çĕнĕ вĕренÿ çулĕпе саламлатăп. Ан ÿркенĕр, хăвăрăн шкул çулĕсене аса илсе савăнăçлă тунсăх ытамне лекме ан шикленĕр!

Людмила Семенова, Чăваш халăх артистки:
Эх-х-х, асамлă шкул çулĕсем… Хальхи пекех асра вĕсем. Анчахрах-ха, çурла уйăхĕнче, пĕрле вĕреннисемпе, хамăрăн юратнă класс ертÿçипе Герман Сергеевичпа тĕл пултăмăр. Шел, чылайăшĕ çитеймерĕç.
Ман çинчен калас пулсан, ултă çултах шкула кайнă эпĕ. Анне каласа панă тăрăх, пĕр уйăх пек вĕренсен учитель мана каялла янă: «Пĕчĕк-ха, ÿс, çирĕплен…» - тенĕ иккен. Анне çĕлесе панă пир сумкăна йăтса макăра-макăра килелле утнине вара хам та астăватăп…
«Тăван Атăл» журнал вулаканĕсене пурне те Пĕлÿ кунĕпе саламлатăп. Апла-и, капла-и, эпир пурте – Вĕрентекенсем!

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.