Комментировать

30 Мая, 2014

“Эх, эрех ĕçмен пулсан...”

Хĕрарăмсен 80 проценчĕ преступление ÿсĕрле тăвать

Тĕрме ыйтăвĕ пырса тивмен çын çĕр-шывра сахал. Пĕрин пиччĕшĕ е шăллĕ, аппăшĕ е йăмăкĕ, теприн чи çывăх çынни, виççĕмĕшĕн пĕлĕшĕ йĕплĕ пралук леш енче ларать. Кам мĕнле йышăнать ку хуйха. Пĕри савăнать, тепри тÿрех пулăшма васкать. Йăнăшасси пурнăçра такамăн та пулать. «Эпĕ лайăх та, ман çума нимĕн те çыпăçмалли çук», - темелле мар.

Çак рубрикăпа нумаях пулмасть пичетленнĕ статьяра пĕлтернĕччĕ: Куславккари юсанмалли 5-мĕш колонири хĕрарăмсене ĕçрен пушă вăхăтра тÿрĕ çул çине кăларас, воспитани парас енĕпе тимлĕ ĕçлеççĕ. Конкурссем, ăмăртусем ирттереççĕ. Хутшăнма ĕлкĕр çеç. Тăхăр е вун пĕр класс пĕтерейменнисем пурте шкула çÿреççĕ. Техникумра, институтра, университетра куçăн мар майпа вĕренме те май пур. Юлашки вăхăтра колоние тепĕр савăнăç çитрĕ: хĕрарăмсем компьютер ăсталăхне кунтах алла илме пултараççĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.