Гаражсен таврашĕнче çÿп-çап нумай
Шупашкар чылайăшне хăйĕн илемлĕхĕпе, тасалăхĕпе тата тирпейлĕхĕпе илĕртет. Кунпа килĕшмесĕр тăраймăн, анчах аякри хăнан куç тĕлне çÿп-çап купи, тулса ларнă контейнерсем пулманни тĕп хуламăрта ку енĕпе пĕтĕмпех йĕркеллине пĕлтермест.
Юр ирĕлсе пĕтсенех мĕн пур çÿп-çап шăтса ĕлкĕреймен курăк çинче выртать. Экологи уйăхлăхĕпе тĕрлĕ акци ирттернипе тата хулари тасалăхшăн яваплă çынсем тăрăшнипе чылай çĕрте тирпей кĕртме ĕлкĕрнĕ, пин-пин михĕ ăпăр-тапăр пухнă. Апла пулин те чуна ыраттаракан, этем сĕмсĕрлĕхне кăтартакан самант пайтах. Вĕсемпе вулаканăмăрсене паллаштарас тĕллевпе хулан тĕрлĕ кĕтесĕнче пулса куртăм. Малалла вулас...