Комментировать

12 Сен, 2018

«Шанăç сăпки» çинчен Раççейĕпех пĕлĕç

Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă центрĕнче «Шанăç сăпки» /Колыбель надежды/ проект пурнăçланса пырать. Тĕп хулари 3 çула çитичченхи ачасен тавра курăмне аталантарма пулăшать вăл. Садике çÿремен пепкесене йышăнаççĕ унта. Пĕчĕккисемпе центр специалисчĕсем тÿлевсĕр ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне амăшĕсен çакăнтах тĕрлĕ ыйту хуравне тупма май пур.

Социаллă центр пуçлăхĕ Лариса Рябинина палăртнă тăрăх, çак проектпа /авторĕ Наталья Афанасьева/ Пĕтĕм Раççейри «Вĕренÿ /социаллă/ учрежденийĕн чи лайăх презентацийĕ» конкурса хутшăнма тĕллев тытнă. Вăл юпа уйăхĕнче Сочире иртĕ.

 

Рубрика: 
Теги: