Комментировать

12 Сен, 2018

Тĕрĕ, юрă-ташă ăсти

Кирпĕчрен тунă çурт. Мана хирĕç вăтам пÿ-силлĕ, туллирех питлĕ хĕрарăм тухрĕ. Кăçал Вăрманкас Алманчра пурăнакан Юлия Лаврентьева 83 çул тултарчĕ. Çăмăлах килмен унăн пурнăçĕ. Йышлă çемьере çитĕннĕ вăл. 1938 çулта ялти хăш-пĕр çемьепе пĕрле Лаврентьевсем Пермь облаçне куçса кайнă. Ашшĕ Лаврентий Прохоров, 1895 çулта çурал-нăскер, сад ăсти пулнипе палăрнă. Вăл хуçалăх садне ĕрчетнĕ, ял халăхне улма-çырлапа савăнтарнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул Лаврентьевсем тăван ялне таврăннă.

— Тавар вакунĕнче аран-аран çитсе пĕтрĕмĕр. Хамăр кил-çурт пулманнипе çын патĕнче хĕл каçрăмăр, çу енне вăй-хал çитерсе пысăках мар пÿрт хăпартса лартрăмăр, — аса илет кинемей.
Амăшĕ хуçалăх уй-хирĕнче çĕр улми кăларнă чухне шăнса пăсăлса 1947 çулта çĕре кĕнĕ. Ачисен ашшĕнче кăна шанăç юлнă.
— Атте пахчаçă кăна мар, ăста платникчĕ те. Вăл чиркÿ прихут шкулĕнче 4 çул вĕреннĕ, пире те пĕлÿ парассишĕн тăрăшатчĕ, — сăмахне малалла тăсрĕ ĕç ветеранĕ. Лаша вити пураланă чухне куçне турпас лекнĕрен çемье пуçĕ суккăрланса юлнă, 1959 çулта çĕре кĕнĕ.
Ашшĕн пилне яланах асра тытнă Юлия Лаврентьевна, Шупашкарта бухгалтерсен курсĕнче пĕлÿ илнĕ, вăхăтлăха тимĕр-бетон конструкцисен заводне вырнаçнă. «Пĕрле ĕçлекен хĕрарăм тимсĕрлĕхне пула чул пушатнă чухне тросăн çекĕлĕ вĕçерĕнсе кайса мана пуçран пырса çапрĕ, чылай вăхăт больницăра сиплентĕм. Çамрăк чух сисмен, халĕ, ватлăхра, пуç ыратнипе аптăратăп», — сăмахлать Юлия Лаврентьевна.
Шупашкартан яла таврăнсан вăл бухгалтерта, весовщикре, районти шалти ĕçсен пайĕнче секретарь-машинисткăра тăрăшать, обществăлла чылай ĕçе пурнăçланă. Пултарулăхĕпе хастарлăхне кура ентешĕсем ăна темиçе хутчен те Алманч ял совечĕн депутатне суйланă. Хаклă парнепе хисеп хутне чылай тивĕçнĕ вăл, «Ĕç ветеранĕ» медале те типтерлĕ упрать.
Пушă вăхăтра ĕçчен хĕрарăм яланах тĕрлеме ларнă. Ал ĕçĕн вăрттăнлăхне пĕлме шкул ачисем тăтăшах ун патне килсе çÿренĕ. Юлия Лаврентьевна хăнасене чăваш халăх апат-çимĕçĕпе сăйлама та кăмăллать.
— Маншăн чи хакли — ача-пăчана тăван халăхăн йăли-йĕркипе, апат-çимĕçĕпе, тумтирĕпе паллаштарни, — тет вăл.
Чăнах та, унăн пĕлĕвĕ, ăсталăхĕ иксĕлми, çăл куç пек тапса тăрать. Йĕри-таврари илемлĕхе пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарать вăл. Пĕр-пĕр алă ăстинчен пăхса вĕренмест, хăй шухăшласа кăларать. Чи тĕлĕнмелли — унăн хушпăвĕсем, тухйисем пĕрешкел марри. Юлия Лаврентьева амасем те, шÿлкемесем те ăсталанă, сурпан та тĕрленĕ, хитре пиçиххисем, мăй çыххисем тунă. Çурăм тăрăх анакан хăюсене мĕнлерех илемлетнĕ тата!
Кил-çуртĕнче унăн таса, типтерлĕ, çутă. Илемлĕ тĕрĕсем, хăй ăсталанă кавирсем, вырăн таврашне витнĕ капăр чĕнтĕрсем, тĕрленĕ кантăк каррисем... Кавирсем тенĕрен, вĕсенче кашнинчех чăваш тĕнчи. Хальхи тĕнче мар вăл. Унта çăпата сырнă, чăваш кĕпи тăхăннă хĕрсемпе каччăсем вăййа тухнă. Тепĕр кавирĕ çинче вара çут çанталăк пысăк вырăн йышăнать. Урхамахсем, кайăксем, чечексем… Мĕн тĕслĕ чечек, кайăк-кĕшĕк çук-ши унăн ĕçĕнче!
— Хĕр чухне 20 ал шăлли, темиçе саппун, кĕпе тĕрлерĕм. Балалайка калама та хамах хăнăхрăм. Халĕ, ав, ватлăхра сăвăсем те çыратăп. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри валли кĕвĕсем те шухăшласа кăларатăп, — именерех систерчĕ мана ăш пиллĕ хĕрарăм. Малалла вулас...
 
Татьяна БОРИСОВА.
Красноармейски районĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.