Комментировать

10 Сен, 2018

Чун ăшши — пурин валли те

Шупашкар хĕрĕ Евгения Фурасьева ачаранах ялта пурăнма ĕмĕтленнĕ. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Шупашкар районĕнчи дачăна тăтăш çÿренĕрен çут çанталăк илемне туллин ялта кăна туйма пулать тесе шухăшланă вăл. Ача чухнехи тепĕр ĕмĕчĕ — хуçасăр, чирлĕ чĕр чунсем валли ăшă кĕтес /приют/ уçасси. Хĕрача ун йышшисемпе ветеринари служби кĕрешни çинчен пĕлнĕ кăна мар, «капкăна» лекнĕ йытă-кушака çăлма та пайтах çÿренĕ тус-тантăшĕпе. Ĕмĕчĕсенчен тата тепĕрне вăл хăй ас тусах та каймасть, анчах амăшĕ каласа панă тăрăх, Женя пĕчĕк чухне: «Çитĕнсен эпĕ ача çуртĕнчен пепке илĕп, ăна пăхса çитĕнтерĕп», — тенĕ.
Хĕрĕхелле çывхаракан хĕрарăм ача чухнехи ĕмĕчĕсене пурнăçлама пултарнă-ши?

Чи тутлă чие

— Элкер урамĕнче пурăнаттăмăр. Килсĕр йытă-кушака киле илсе килесси пирĕн çемьере хăнăхнă пулăмччĕ. Тус-тантăшпа залив хĕрринчи «ветеринаркăра» темиçе те пулнă: укол туса яланлăхах çывăрттарса яма хатĕрленĕ чĕр чунсене ăçта тытнине пĕлеттĕмĕр, хуралçăсем куриччен вăрласа тухаттăмăр. Вĕсем валли картишре читлĕх та янтăланăччĕ. Çынсене валеçеттĕмĕр — илетчĕç килсĕрскерсене, — аса илет тĕнчери мĕн пур чĕрĕ чуна шеллекен Евгения.
Пулас мăшăрĕпе паллашсан хĕр Андрей та чĕр чунсене питĕ юратни çинчен пĕлет.
— Таксистра ĕçлетчĕ вăл. Яланах пĕрре хăнăхнă службăна шăнкăравлаттăм, çапла темиçе хутчен пĕр водитель тĕлнех лекрĕм. Калаçнă майăн питĕ нумай пĕр пеклĕх сисĕнетчĕ. Çапла туслашрăмăр та, — терĕ Евгения Владимировна.
Çамрăк çемье... Мăшăрсенчен чылайăшĕ пĕрлешсен хăйсен пепки пирки ĕмĕтленме тытăнать — пурнăç йĕрки çапла. Шел, Щукинсене вара çут çанталăк пепке парнелеме пултарайман. Çакнашкал «приговор», тĕлĕнмелле, мăшăрсенчен иккĕшне те пырса тивнĕ. Анчах пуç усман çамрăк упăшкипе арăмĕ. Ырă кăмăллăскерсем хăçан та пулин хăйсен килĕнче те ача сасси илтĕнессе пĕлсех тăнă: тăлăх е ашшĕ-амăшĕ сывă çĕртех «ытлашши» пулакан пепке сахал-и...
Евгенийăн кукамăшĕ йывăр чирлесен çамрăк çемье унăн хваттерне пурăнма куçнă. Юлашки кунĕччен куçран вĕçертмен ватă çынна. Вăл çĕре кĕнĕ хыççăн хваттер пушанса юлнă. Тăватă стена хушшинче пурăнма тăвăр пек туйăннă Женьăпа унăн мăшăрне.
— Пурăнмалли кĕтес ялта шырама пуçăнтăмăр. Тĕрлĕ районта çурт пăхатпăр — пĕрне, тепĕрне... Черетлĕ пĕлтерÿ тăрăх çакăнта, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хурăньяла, килсе çитрĕмĕр. Хутлăх тÿрех килĕшрĕ: инçех мар — пĕве, çумрах — вăрман, ял вĕçĕнчи шăп кăна урам... Хуçалăхра стенисене купалса витнĕ çуртсăр пуçне нимех те çук. Пÿрт умĕнче ÿсекен чие шултăра, питĕ тутлă çырлапа йăтăнать. «Туянар», — терĕ упăшка, — вунă çул каяллахине аса илет халĕ ĕнтĕ самай çирĕп хуçалăха çаврăннă килти тип-терлĕхпе ăшăлăх управçи.

Пĕр тăрă айĕнче

Щукинсем çинчен статья çырма шухăш пуçа килнĕ чухне вĕсем паян 10 ачаллă çемье пулнине пĕлеттĕм-ха. Анчах вĕсен пуян «кил-йышĕнче» чĕр чун та çав таран нумай — 9 йытă /çурисемпе пĕрле/, 6 кушак, 3 попугай, 2 арлан, пулăсем — пулнине тавçăрман. Картишĕнче пире Джесси, ачасем ертсе килнĕ анчăк, кĕтсе илчĕ. Пÿрте кĕнĕ çĕрте ют çынна вольертан акăлчан вĕшле йыттисем сăнарĕç. Пÿртре вара Маргоша, Злата, Милка, Лада... канăçне çухатрĕç.
— Пурте сирĕн-и?! — чирленипе шкула кайман 7 çулти Сашăран юриех ыйтатăп.
— Пи-и-ирĕн паллах! — кăлтăрти куллипе тыткăнлать çепĕçлĕхĕпе палăракан шĕвĕр. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.