Комментировать

7 Сен, 2018

Ирина Меньшикова: Мĕн вĕренни йăлтах кирлĕ пулчĕ

«Аваллăх управçин пĕлтерĕшĕ, кирлĕлĕхĕ нихăçан та çухалмасть», — ĕнентерет вăл паян. Çÿллĕ, яштака, илĕртÿллĕ, интеллигентлă çак хĕрарăм кашни мероприятирех хăйне евĕрлĕхĕпе тыткăнлать… «Аристократка», — тесе калас килет ун пирки. Сăмахăм Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова çинчен.

«Кунта художниксăр май çук»

— Ирина Петровна, ача чухне музейре ĕçлеме ĕмĕтленнĕ-и?
— Аттепе анне учительсем пулнă, Упамса шкулĕнче ĕçленĕ. Анне Таисия Андреевна вырăс чĕлхипе литературине, ĕç урокне вĕрентнĕ. Вăл çав тери хастар, таçта та хутшăнакан хĕрарăмччĕ. Пенсие кайсан та ял хĕрарăмĕсем валли тÿлевсĕрех кружоксем ирттеретчĕ. Мана вăл тĕрĕс воспитани парассишĕн нумай тăрăшнă. Атте Петр Афанасьевич ачасене историпе, географипе пĕлÿ панă. Вăл та лайăх ÿкеретчĕ. Педагогсем çитменрен çывăх çыннăм черченипе рисовани пред-мечĕсене те вĕрентетчĕ. Шкулта историе килĕштереттĕм. Ăна юратма атте вĕрентнĕ темелле. Уроксене питĕ интереслĕ ирттеретчĕ. Ăна ачасем юрататчĕç. Аттепе анне пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа темиçе çул та иртрĕ. Упамсана кайсан ял çыннисем аттепе аннене ырăпа аса илеççĕ. Пултаруллă вĕрентекенсем пулнă, лайăх ĕçлеме пĕлнĕ вĕсем. Ялта вĕсене хисепленĕ. Атте пĕр хушă шкул директорĕнче те вăй хучĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне эпĕ ÿкерме юрататтăм, стена хаçачĕ кăларма яланах хутшăнаттăм. Анне мана 9-мĕш класс хыççăн Шупашкарти ÿнер училищине вĕренме ячĕ. Живопиç уйрăмне кĕтĕм. Унтан вĕренсе тухсан Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси шкулĕнче ачасене черченипе рисовани вĕрентрĕм. «Санăн аслă пĕлÿ илмеллех», — терĕç мана аттепе анне унта ĕçленĕ чухне. Вара И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетне кĕтĕм. Каярахпа Шупашкарти 49-мĕш шкула куçрăм, истори, тăван ен культури вĕрентрĕм. Унтан агрегат заводĕнче художникре вăй хутăм. Каярахпа шăпа «Орленок» пионер лагерьне илсе çитерчĕ. Унта вожатăй тивĕçĕсене пурнăçларăм. Чăваш Ене таврăнсан педуниверситетăн ÿнерпе графика факультетĕнче преподавательте тăрăшрăм. Куратăр ĕнтĕ: манăн ĕç-хĕл яланах культурăпа тата вĕрентÿпе çыхăннă. 2007 çулта ăраскал Чăваш наци музейне илсе çитерчĕ, директор çумĕ пулса тăтăм. 2008 çултанпа — директор.
Çав вăхăтрах педуниверситетра та ĕçлетĕр-и?
— Шăматкунсенче студентсене вĕрентетĕп. Вĕсемпе ĕçлеме килĕшет мана. Çамрăксене пăхса çĕнĕ ăру мĕнле пулнине пĕлетĕп, пурнăç шунине туятăп. Яшсемпе пикесем мĕнпе кăсăкланни музейре ĕçленĕ чухне те кирлĕ. Эпир вĕсемпе проектсем тăватпăр, пĕрлехи ĕçсем пурнăçлатпăр, мĕншĕн тесен музейре художниксăр май çук. Эпир мĕн пур ĕçе çынсем валли тăватпăр, çавăнпа вĕсен хитре те илемлĕ, кирек кам та ăнланмалла пулмалла.
Паян художникре ĕçлеме май килменшĕн кулянмастăр-и? Ÿкерме вăхăт тупатăр-и?
— Ÿкерме халĕ, тĕрĕссипе, вăхăт çук. Эпĕ ÿнер музейĕнче ĕçленĕ чухне художниксен ĕçĕсене тĕпчеме пуçларăм. Каярахпа искусствоведени енĕпе аспирантурăна вĕренме кĕтĕм. Çавăнпа сăрă ăстисен ĕçĕсене тĕпчес еннелле сулăнтăм.
Эсир асăннă культура учрежденине 10 çул ертсе пыратăр. Республикăн тĕп музейĕн пуçлăхĕ пулма йывăр мар-и?
— Пытармастăп: ку ĕçре яваплăх питĕ пысăк. «Пĕр-икĕ çул ĕçлетĕп те, йăлт хăнăхса çитетĕп те ĕçлеме çăмăл пулать», — шухăшлаттăм малтанах. Ун пек пулмасть иккен. Мĕншĕн тесен пурнăç ялан улшăнса пырать. Пĕр вĕçĕм аталанмалла, ÿсмелле. Пурнăç улшăннă майăн музейĕн те урăхланмалла. Шухăшăм çаплах тăрса юлчĕ. «Çăмăлланчĕ», — теме çук. Çын мĕн чухлĕ ытларах вĕренсе пырать, хăйĕнчен çавăн чухлĕ ытларах ыйтать. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.