Комментировать

6 Сен, 2018

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕнхи сĕнÿсем

Кашни шкул ачишĕнех авăн уйăхĕ хумхануллă тапхăр: çĕнĕ класс, çĕнĕ вĕрентекенсем, çĕнĕ предметсем, çĕнĕ шухăш-ĕмĕт... Кашниех вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пырасшăн, тĕрлĕ кружок-секцие çÿресе тавра курăмĕпе ăс-тăнне анлăлатасшăн, кĕлеткине çирĕплетесшĕн. Çак ĕмĕтсене пурнăçлассишĕн, хаклă вулаканăм, мĕн тумалла-ха, мĕне шута илмелле?

Чи малтанах вăхăта усăллă ирттерме хăнăхмалла, кирлĕ-кирлĕ мар вĕтĕр-шакăртан пăрăнмалла. Вăхăта планламавĕренмелле. Кашни эрне вĕçĕнче çитесси валли хăш сехетре мĕн тăвассине палăртмалла. Миçере вăранмалла, хăш вăхăтра шкулта пулмалла, киле панă ĕçе пурнăçламалла, кружок-секцие каймалла, юлташсемпе уçăлса çÿремелле, компьютер-телевизор валли те вăхăт кăштах уйăрмалла, кĕнеке-хаçат вуламалла, культурăпа спорт мероприятийĕсене çитмелле, çывăрма выртмалла... Çапла, юлташăм, эрнери пур кунри кашни сехете планламалла. Ун пек тусан эсир нихăçан та кая юлса çÿремĕр, нихăш ĕçе те манмăр, кăсăклă та усăллă мероприятисене çитсе курма вăхăт тупатăр.
Класран класакуçнă май предмет шучĕ те хушăнать. Паллах, пуринпе те «5» паллăпа ĕлкĕрсе пыма ансат мар. Çапах кашни предмета çирĕп «тăваттăлăх» вĕренмелле. Суйласа илнĕ пулас про-фессипе çыхăннисене вара, хисеплĕ вулаканăм, «5» паллăлăх пĕлмеллех. Çав предмет олимпиадисене хутшăнмалла, тĕрлĕ кĕнеке-энциклопедипе, наука статйисемпе паллашмалла. Тĕрлĕ тĕпчев ĕçĕ те пурнăçлама юрать — вĕсене тăвакан шкул ачи те сахал мар.
Хальхи вăхăтра чылай вĕренекен тĕрлĕ секци-кружока çÿрет. Кунта шăпах çакăн пек ыйту тухса тăрать: хăшне суйласан усăллăрах, миçе секцие е кружока çÿремелле?
Манăн шухăшпа, кашни шкул ачин кружокра е секцире аталанмалла. Чи кирли — ачана вăл килĕштĕр, уншăн усăллă пултăр. Иккĕ суйласан аванрах пулĕ: ăс-тăна анлăлатма тата кĕлеткене çирĕплетме. Хăш-пĕр ача виçшер е ытларах секци-кружока çÿреме талпăнать. Ку тĕрĕс мар тесе шухăшлатăп. «Шучĕ мар, пахалăхĕ пултăр», — теççĕ халăхра.
Шкул ачин кĕнекепе туслă пулмалла. Специалистсем палăртнă тăрăх, вулакан ача анлă тавра курăмлă, пуян чунлă çитĕнет. Вăл вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пырать, хăй тĕллĕн тĕплĕ шухăшлама пултарать. Унăн пуплевĕ тикĕс, ăнланмалла калаçать, сочиненисене анлă çырать. Вулама юратакан ачапа калаçма кăмăллă та кăсăклă.
Юлашки вăхăтра обществăра чĕлхене вĕренессине тарăнрах пăхма тытăнчĕç. Миçе тата мĕнле чĕлхесене пĕлмелле? Çак ыйту учителе тата вĕренекене кăна мар, чылай ашшĕ- амăшне те хумхантарать. Кун пек чухне тÿрех паллă этнопедагогăн Геннадий Волковăн сăмахĕсем аса килеççĕ: «Пĕр чĕлхе — пĕр ăс, икĕ чĕлхе — икĕ ăс». Апла пулсан ача мĕн чухлĕ нумайрах чĕлхе пĕлет, çавăн чухлĕ ытларах аталанать. Чăваш Республикинче пурăннă май пирĕн 3 чĕлхерен кая мар пĕлмелле: атте-анне чĕлхи, патшалăхра усă куракан вырăс чĕлхи тата ют çĕршыв чĕлхи. Кÿршĕсен — тутар, çармăс — чĕлхине пĕлни те усăллă. Чăваш чĕлхине вĕренес пирки сăмах та пулмалла мар — унпа республикăра пурăнакан кашни çыннăн калаçмалла. Вулаканăмăрсем, хăвăрах шухăшлăр-ха, енчен те эсир Францие кайса ĕçе вырнаçас тетĕр пулсан сире чĕлхене пĕлмесен ĕçе илмеççех. Çапла вĕт? Малалла вулас...
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.