Пултарулăхĕ чикĕсĕр
Шупашкарти 56-мĕш шкулта вĕренекен Кирилл Васильев мĕн ачаран тĕрлĕ енлĕ аталаннипе тĕлĕнтерет. Пултаруллă çемьере ÿснипе çыхăннă-ши ку? Ташлать те вăл, юрлать те, тĕрлĕрен музыка инструменчĕ калать, футболла вылять тата… Ашшĕ санатори директорĕнче ĕçленĕ вăхăтра арçын ача кайăксен юррине итлеме кăмăлланă, вĕсемпе «калаçма» тăрăшнă. Ăнсăртран хăй те вĕсем пек сасă кăларма тытăннă. Чылайăшне ку шăхăрнă пек туйăнĕ, анчах Кирилл çав сасса пыртан кăларать, хам куртăм! Ывăлĕн пултарулăхне ашшĕ-амăшĕ малалла та аталантарасшăн-ха. Кирилăн тĕлĕнмелле сасси валли вĕсем хăй вăхăтĕнче ятарлă юрă та хатĕрленĕ. Унта çакăн пек йĕркесем пур:
«Ялта пурăнма аван,
Таса сывлăшпа сывлан.
Çирĕп сывлăхлă пулма
Килĕр яла пурăнма».
Çаврăмсен хушшинче Кирилл пыртан тухакан, шăхăрнă пек илтĕнекен сасă кăларнă. Вăл юрланă чухне, ашшĕ калашле, Витас канать.
Ача садĕнче вăл уяв сценарийĕсенче час-часах тĕп сăнара калăпланă. 1-мĕш класра Кирилл «Грация» ташă студине çÿреме тытăннă. Малтанхи занятиренех чун туртăмĕ ăçталла выртнине ăнланнă. Спортпа туслашас тени те канăç паман-ха, анчах ун валли вăхăт сахалрах юлнă. Çапах та Кирилл футбола юратнине палăртмаллах пулĕ.
— Тантăшсемпе выляма тунсăхлăрах, вĕсене çăмăллăнах çĕнтеретĕп, — тет ача. Çавăнпа вăл ытларах чухне аслисен командине лекме тăрăшать.
Хальлĕхе уншăн пĕрремĕш вырăнта — ташă, иккĕмĕшĕнче — музыка шкулĕ, унтан — акăлчан тата вырăс чĕлхи предмечĕсемпе тарăнрах пĕлÿ илесси. Малалла вулас...