Комментировать

30 Авг, 2018

Тунсăхлама вăхăт та пулман

Димăпа Ирина Ивановсем ача-пăча кану лагерĕнче сывлăхне çулсерен çирĕплетеççĕ. Кашни çĕнĕ вĕренÿ çулне çĕнĕ вăйпа пуçлассине йăлана кĕртнĕ вĕсем. Пĕртăвансем çавăнпа лайăх вĕренеççĕ, шкул пурнăçĕнче пултарулăхпа палăраççĕ.

— Кăçал пиччепе иксĕмĕре Муркаш районĕнчи "Солнышко" лагерьте канма телей пулчĕ. Ача-пăча сывлăхне çирĕплетме шăпах аван кунта. Атăл хĕрринче вырнаçнăскерте пире питĕ килĕшрĕ. Йĕри-таврари вăрман сывлăшĕпе киленме мĕне тăрать! Малтанхи кун килшĕн тунсăхларăмăр. Анчах ку нумая пымарĕ — часах лагерь шăв-шавĕ, тĕрлĕ мероприяти тунсăха сирчĕç те, — каласа кăтартрĕ 5-мĕш класа кайма хатĕрленекен Ирина.
— "Солнышко" лагере çитсенех пире тĕрлĕ фракцине — спортпа, юрă-кĕвĕпе, ташăпа туслисене — пайларĕç. Пĕррехинче "Чи лайăх волонтер" тата "Хăрушсăрлăх шкулĕ" мероприятисене хут-шăнтăмăр. Шăматкунпа вырсарникунсерен вожатăйсен концерчĕсем, квест-вăйăсем, ташă каçĕсем иртетчĕç. Чечек композицийĕсен куравĕсем те питĕ илĕртÿллĕ пулчĕç. Сменăн юлашки кунĕсенче "Супермăшăр" программăпа концерт пулчĕ. Унта эпĕ те хутшăнтăм, — тулли кăмăлпа аса илчĕ Дима кану кунĕсене. Вăл кĕçех 8-мĕш класс вĕренекенĕ пулса тăрĕ.

Малалла вулас...
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.