Комментировать

29 Авг, 2018

Ветерана кÿрентернĕ

Тăвай районĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ пĕр хут паракан тÿлевсĕр юлнă.
Тăвай районĕнче пурăнакан арçын прокуратурăран пулăшу ыйтнă. Ашшĕ, 90 çулти вăрçă ветеранĕ, Аслă Çĕнтерÿ 73 çул çитнĕ ятпа панă тÿлеве илеймен иккен. Право органĕ çăхава тĕрĕсленĕ май çакă палăрнă: РФ Пенси фончĕн Тăвай районĕнчи уйрăмĕ ветерана пĕр хут паракан тÿлеве илмелли списока кĕртмен-мĕн. Ывăлĕ кун пирки РФ Пенси фончĕн уйрăмне те çитнĕ, анчах тĕрĕслĕхе тавăрайман.
Право органĕ çине тăнипе вăрçă ветеранне тинех 10 пин тенкĕ тÿленĕ. Анчах çакна маларах тума кам чăрмантарнă? Прокуратура РФ Пенси фончĕн Канашри управленийĕн пуçлăхне йĕркесĕрлĕхе пĕтерме сĕнсе представлени çырнă.
Ĕçе пăхса тухнă хыççăн асăннă фондăн Тăвай районĕнчи пай пуçлăхне явап тыттарнă.

Л. АЛА хатĕрленĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.