Ача-пăча сасси савăнтарать
— Марат, хăвна мĕнлерех туятăн? Халĕ те ÿслĕкÿ канăç памасть-и? Çырса панă эмелсене ĕçрĕн-и-ха? Атя, сывал хăвăртрах, унсăрăн тантăшусем саламсем йышăннă вăхăтра килте тунсăхласа пĕрремĕш шăнкăрава та илтеймĕн, — шкул ÿсĕмне çитнĕ арçын ачан кăмăлне çĕклесшĕн тухтăр.
— Унччен сывалатăпах ĕнтĕ, — çитĕннĕ çынла татăклăн калать тăваттăмĕш класа кайма хатĕрленекен шăпăрлан.
Пĕчĕк пациент кăмăлĕ çĕкленÿллишĕн хĕпĕртесе йăл кулать çулланнă хĕрарăм. Фоноскопа ача çурăмĕ тăрăх шутарнă май хăй пуçласа шкула кайнине аса илет...
— Пирĕн кил шкула хирĕçехчĕ, — каласа парать Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Каçал ялĕнче çуралнă Мария Семеновна. — Пĕр тăван тетесемпе — вĕсем тăваттăн — пĕлÿ çурчĕн картишĕнче выляса ÿснĕ эпир. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче янăракан пĕрремĕш шăнкăрав сассине илтсе часрах шкула каяс килетчĕ. Унпа кăна та мар-ха. Пиччесенчен пĕрин Василий Кокоревăн мăшăрĕ Гликерия Ивановна пуçламăш классене вĕрентетчĕ. Вăл пулăшнипе парта хушшине ларичченех шутлама вĕрентĕм, сас паллисене пĕлеттĕм. Çиччĕ тултараспа вăл мана шкула каймалли тум — питĕ хитре кĕпепе саппун — çĕлесе пачĕ. Ман умĕнхи тете Арсентий вара ятарласа портфель туяннăччĕ. Çапла 1949 çулхи кĕркунне инкепе пĕрле шкула вĕренекен шутĕнче пырса кĕтĕм. Пирĕн класа унăн тусĕ Валентина Ижеева ертсе пычĕ. Çав тери кăмăллă та ăслă вĕрентекенччĕ. Сăмах май, хăй те пилĕк ача çуратса ура çине тăратрĕ. Ĕмĕрĕ вăрăм пулчĕ: Валентина Герасимовнăна икĕ çул каялла юлашки çула ăсатрăмăр...
Комсомольски район тĕп больницинче ĕçлекен педиатр Мария Колисниченко хăйĕн ÿсĕмне çынсенчен пытармасть. Иртнĕ çулхи раштавра 75 çул тултарнăскер юратнă профессипе сукмак такăрлатма халĕ те пăрахмасть-ха. Паянхи куна районта чи нумай çул ĕçлекен тухтăр вăл. Хăйне сывлăх тĕлĕшĕнчен аванах туять те — шăпах ĕçĕ хавшакланма паманнине палăртать. Тĕрĕссипе, опытлă педиатр канăва тухасран сыватмăш ертÿлĕхĕ шикленет те: хальхи вăхăтра Каçал тăрăхĕнче педиатрсем çитмеççĕ.
— Çакăн пек самантра хамăн «çăпансем» çинчен шухăшлама вăхăт пур-и вара? — шÿтлет Асанкасси, Элпуç, Тукай Мишер ялĕсенчи ачасен сывлăхне тĕрĕслесе-сăнаса тăраканскер.
Медицина хутлăхĕнче «ытлашши» специализаци çук паллах. Апла пулин те педиатри чи кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ тытăм шутланать. Çут тĕнчене çĕнĕ çын килсенех ун малашнехи пурнăçĕшĕн, аталанăвĕшĕн ашшĕ-амăшĕпе пĕрле шăпах ача-пăча тухтăрĕ яваплă-çке. Хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлаймасран, тимлĕх çитереймесрен нихăçан та хăраман Мария Семеновна. Паян профессие çĕнĕрен суйлама тивес тĕк хăй утакан çул çинех тăрасса çирĕплетет вăл.
— Çемьери иккĕмĕш тетен пилĕк ачаччĕ те — вĕсене ас тума мана явăçтаратчĕç. Çапла çемьере чи кĕçĕнни пулсан та мĕн пĕчĕкрен ачасем пăхма тÿр килчĕ. Пĕррехинче инке Гликерия Ивановна мана çапла каларĕ: «Е вĕрентекен, е тухтăр пулмалла санăн». Пуçа чикрĕм пулмалла унăн сăмахĕсене. Шкул хыççăн — Канашри медицина училищине, ун хыççăн район больницинче лаборантра кăшт ĕçлесен Ивановăри патшалăх медицина институтне çул тытрăм, — хăй ĕмĕтленнĕ вырăнтах телей тупнине ĕнентереççĕ тухтăр сăмахĕсем. — 1972 çултанпа кунта, Комсомольски больницинче, ĕнтĕ эпĕ. Çак хушăра мĕн тĕрлĕ кăна тĕслĕх пулман-ши! Хĕр чухне клубра сайра кăтартакан фильм пăхнă вăхăтра чирлĕ ача патне тухса кайни, асфальтсăр, çăрăлчăк çулпа центртан инçетри яла грузовикпа çитсе каялла тухайманни, больницăран аякри тăрăхра кашни минут хаклă чухне вырăнта ача çураттарни, пурнăçпа вилĕм хушшинче кĕрешекен пепкене çăлса хăварни, тинĕс хĕррине канма кайсан та Гиппократа тупа тунине асра тытса чир-чĕр çаклатнă пепкене пулăшма васкани... Çавнашкал самантсем витĕр тухнă хыççăн ача ашшĕ-амăшĕнчен, тăванĕсенчен тав сăмахĕ илтетĕн те — малалла хавхаланса ĕçлеме вăй хушатăн, — Мария Семеновнăпа калаçăвăмăр çапла тăсăлать. Малалла вулас...