Комментировать

27 Авг, 2018

Пилĕк ăру çыхăнăвĕ

Курск пĕккинчи çапăçу тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пысăк тытăçăвĕсенчен пĕри шутланать. 1943 çулхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа çурлан 23-мĕшĕчченех тăсăлнăскер танксен пысăк çапăçăвĕ пек кĕрсе юлнă историе.

Курск пĕккинчи çапăçура çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа Шупашкарти халăха комплекслă пулăшу паракан центр «Астăвăмăн сÿнми çути» акци йĕркеленĕ. Çавна май çак кунсенче Курск пĕкки çывăхĕнчи çапăçусенче хутшăннă ветерансем патне — паянхи куна Шупашкарта 17-ĕн вĕсем — çитрĕç. Салам ăшă сăмахĕсемпе пĕрлех юрă юрласа та ветерансен кăмăлĕсене тупрĕç.
Татьяна Орлова вăрçăпа çыхăннă юрăсене хăй те нумай пĕлет. Çавăнпах вăл та соцĕçченсемпе пĕрлех шăрантарчĕ вĕсене, пит çăмартийĕ тăрăх вара çутă тумламсем йĕр шыраса чупрĕç. Паллах, иртнĕ кунăн асапĕпе паянхи савăнăçăн куççулĕ пулчĕ ку.
— Пирĕн госпиталь Тула хулинчеччĕ. Фронтăн малти ретĕнче аманнисем пирĕн пата лекетчĕç. Виçĕ шкулта йышăнаттăмăр вĕсене. Çурла. Шăрăх. Юн пиçсе хытса ларнăран сурансем пăнтăхма пуçланă какай татăкне аса илтеретчĕç. Мĕн чухлĕ аманнă салтакчĕ! Вырăнсене икĕ хутлă та лартаттăмăр. Тулăран Латвие илсе кайрĕç. Унтан госпитале Калноса /Литва/ куçарчĕç. Çакăнтан демобилизациленнĕ те эпĕ, — аса илчĕ Татьяна Евгеньевна.
Сарă ту облаçĕнчи Золотой ялĕнче 1924 çулта çуралнă хĕрарăм.
— Атăл тăрăхĕнче ун чухне выçлăх тăнă. 1932 çулта пирĕн çемье Шупашкара куçса килме шухăш тытать. Кунта хăть çăкăр пулнă. Пирĕн патра çемйи-çемйипех выçса вилнĕ. Ялтан пурте тенĕ пекех тухса кайрĕç. Эпир те çурт- йĕре пăрахсах килтĕмĕр. Виçĕ ачаччĕ эпир ун чухне. Хулара паллакан çукчĕ. Атте ĕçе вырнаçиччен виçĕ кун Атăл хĕрринче çĕр каçрăмăр. Чултан хÿшĕ таврашĕ купалам пекки тунăччĕ те… Тăваттăмĕш кунхине атте Чăвашстройтреста платнике вырнаçрĕ. Кайран строительсен фабрикинче те ĕçлерĕ-ха, — иртнĕ куна куç умне кăларчĕ вăрçă ветеранĕ.
Каярахпа çемьере тата виçĕ ача çуралнă. Татьяна — асли. 7 класс вĕреннĕ хыççăн фармацевтика училищине вĕренме кĕнĕ хĕр.
1942 çулта Шупашкарти фармшкула Тулăран ыйту çитет. Фармацевтсем çитмеççĕ-мĕн. Çапла пуш уйăхĕнче 18 хĕр çула тухать.
— 13-мĕшĕнче тухрăмăр та 31-мĕшĕнче аран çитрĕмĕр. Мĕнпе кăна кайман пуль! Кашни станцире 5-6 талăк ларма тиветчĕ. Пĕр-икĕ çын мар-çке эпир, çур вакун! Станци пуçлăхĕ ниепле лартса яраймасть. 1942 çул. Салтаксене нумай илсе каяççĕ. Пăру вакунĕнче те, çĕркăмрăк платформи çинче те кайрăмăр, çуран та утрăмăр...
Тулăна çитсен мĕн тĕслĕ пулнă-ши эпир? Аптека управленийĕ çумĕнче склад пурччĕ. Пире хуçалăх супăнĕ пачĕç те тÿрех мунчана ячĕç. Çул çинче Ряжскра чарăнма тивнĕччĕ. Ленинградран илсе тухнисем нумайăнччĕ кунта. Мĕн чухлĕ пыйтă! Ачасем вилеççĕ. Тулăна çитсен пирĕн ушкăна та çакланчĕ тиф. Иккĕн çеç юлтăмăр чирлемесĕр.
Тулăна нимĕç кĕмен-ха, анчах пĕтĕмпех ишсе пĕтернĕччĕ. Мускав çине вĕçет — бомба тăкать, таврăнать — татах пăрахать. Кун пек чухне чирлисене окопсене илсе тухаттăмăр. Зенитчиксем епле перетчĕç вĕсене. Кĕленче вĕçетчĕ! — куç умне тухакан самантсене каласа кăтартрĕ 94 çулти хĕрарăм.
1145-мĕш госпитальте аптекăра ĕçленĕ Татьяна Евгеньевна. Чăваш çĕрне 1945 çулхи раштав уйăхĕнче таврăннă вăл. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.