Комментировать

24 Авг, 2018

«Тăван Атăл» журнала Америкăра та вулаççĕ-и?

Çапла ыйтма-калама сăлтав та пур – Интернетри «Пĕр класрисем» /«Одноклассники»/ тытăмра, чăн та, Шупашкарта уйăхсерен чăвашла тухса тăракан пĕртен-пĕр литература журналне аллине тытнă Дональд Трамп сăн ÿкерчĕкĕ пур иккен. Эй, Турăçăм, çак япала вун-вун çынна кăна мар, пин ытларахăшне килĕшнине кăтартни те пур.
Вулаканăмăрсене пĕлтернĕччĕ, пирĕн «Тăван Атăла» хальхи вăхăтра Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенчи Атлантика океанĕ хĕрринчи Майямире ĕçлесе пурăнакан пирĕн ентеш Валерий Лукьянов артист электронлă майпа илсе тăрать. Ку чăнах та çапла. Валерий Николаевич /сăмах май, вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, чылай çул Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче ĕçленĕ/, Тăван çĕршывран аякра пурăнать пулин те, тăван чĕлхешĕн тунсăхланине пытармасть.
Анчах АПШ Президенчĕн аллине мĕнле майпа лекнĕ пирĕн журнал? Е Валерий Лукьянов Дональд Трамппа тĕл пулнă-ши?
— Тĕнче тетĕлĕнче «çул çÿреме» юратакансем ку таранччен асăрхарĕç пулĕ, хăйне евĕрлĕ коллажсем – картинăсем, портретсем… — ăсталама питĕ кăмăллатăп эпĕ, — сăн ÿкерчĕк вăрттăнлăхне пытарса тăмарĕ Чăваш Енри Çĕрпÿ тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ маттур та пултаруллă чăваш арĕ Владимир Захаров /аялти сăн ÿкерчĕкре/. – Юратнă «Тăван Атăл» журнала тĕнче шайĕнче рекламăласа-кăтартса илни начар-и вара? Çапларах ку вăрттăнлăхăн тупсăмĕ. Ман шухăшăмпа, урамра паян интернет, компьютер ĕмĕрĕ, тен, чăваш журналĕ хăçан та пулсан чăнласах Америка ертÿçин аллине те çакланĕ-ха…

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.