Комментировать

24 Авг, 2018

Пĕчĕк «вăрă»

Екатерина КОШЕЛЕВА
— Эпĕ Чăваш Республикинчи Йĕпреç районне кĕрекен Çăкалăх /Липовка/ ялĕнче 1997 çулхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче вĕрентекенсен çемйинче çуралнă.
Пуçламăш класранпах район хаçачĕпе, республикăра тухса тăракан кăларăмсемпе тачă çыхăну тытатăп. Чăваш çыравçисен хайлавĕсене юратса вулатăп. Малашне литература енĕпе кайма ĕмĕтленетĕп... – тет Катя. «Тăван Атăл» вулаканĕсене ку номерте Екатерина Кошелевăн «Пĕчĕк «вăрă» калавĕпе паллашма сĕнетпĕр
.

Паян çанталăк ытармалла мар хитре: кăн-кăвак таса тÿпе, сарă хĕвел ача пек ăшшăн кулать, çил те, выляса ывăннăскер, канăçлă та лăпкă. Лапсăркка ватă йăмрасем те нихçанхинчен шухăшлă туйăнаççĕ: çулçисемпе пăшăлтата-пăшăлтата тем пирки калаçаççĕ те ял ачисем çине пăхса савăнаççĕ, те çывхаракан çумăр пирки сăмахлаççĕ. Тÿпе хальлĕхе таса пулсассăн та çумăр çăвасси паллă ĕнтĕ: чĕкеçсем çĕр çумĕпе вĕçме пуçларĕç, хĕвел хытăрах хĕртме тытăнчĕ, тавралăх та шăпланчĕ, ача сассисемсĕр пуçне нимле сасă та илтĕнмерĕ.
Кил картинче ĕçлекен Верук хăйсен умĕнчи хăйăр купи çинче вылякан вĕт-шакăр çине юратса пăхрĕ. Ача-пăча ял варринчи пĕве çывăхне ан çÿретĕр тесе мăшăрĕ ятарласа кил умне икĕ машина хăйăр килсе тăкрĕ. Халĕ касри пĕтĕм ача хăйăр купи çинче кун кунлать. Аслисене те аван, ывăл-хĕрĕ шыв хĕррине каясран хăрамалли çук, пурте куç умĕнче. Верук та шавлă ушкăна тăтăшах туха-туха пăхать.
Тĕрлĕ тетте пур кунта: пĕри хăйĕн урапасăр машинине сĕтĕрсе çитернĕ, тепри хăрах алăсăр пуканине йăтса килнĕ. Кунтах — хăлхине татса ÿкернĕ упа çури, çумăр айне пулса тĕссĕрленнĕ арăслан. Кунĕпе выляса апат пирки те манса каяççĕ шăпăрлансем. Верук хăйĕн тĕпренчĕкĕсене апатланма чĕннĕ чухне пурне те сĕтел хушшине йыхравлать. Кĕштĕртетсе кĕрет вара пĕчĕк ушкăн пÿртелле. Кашнин пит-куçне, аллине çуса тасатать, сĕтел хушшине лартать. Эх, ăмăртмалла çиеççĕ выçса кайнăскерсем. Апата пĕри тепринчен маларах çисе яма васкать, пурте пĕрремĕш пуласшăн-çке. Пĕчĕкреххисене Верук хăй çитерет, ара, тепри кашăкне те тытма пĕлеймест. Çисе тăраннă хыççăн аслисем урамалла, кĕçĕнреххисем сенкер экран умне лараççĕ, сĕтел хушшинче çывăрса каяканни те тупăнать.
«Тавах сана, Верук. Хăв халĕ шкулта ĕçлеместĕн пулсан та ачасемпех тăрмашатăн-çке. Пирĕншĕн чăн-чăн садик ĕнтĕ ку», — кăмăллăн калаçаççĕ амăшĕсем çамрăк хĕрарăм тĕпренчĕкĕсене юратса пăхнине кура. Пĕчĕкскерсем хăйсем те Верука амăшĕ пекех юратаççĕ. Пĕрин хыççăн те-при чĕрçи çине килсе ларать. Хăйĕннисем кăштах кĕвĕçесшĕн, амăшĕн ытамĕнче урăх ачана курсан хаклă çынни патне васкаççĕ. Вĕсен амăшĕ- çке вăл, вĕсен кăна. Пурпĕрех кашни тĕпренчĕк валли ăшăлăх тупăнать çамрăк хĕрарăмăн.
Ялта садик çук. Шкул çулне çитменскерсене темиçе сехетлĕхе Верука шанса парса хăвараççĕ. Вун икĕ-вун виçĕ ача пăхни те пулать. Хăйĕннисем те куç умĕнче. Виçĕ тĕпренчĕк унăн. Хальлĕхе ачасем шкула çÿремеççĕ-ха. Амăшĕ çумĕнче кунĕпех чăх чĕппи пек явăнаççĕ.
Аслă хĕрĕ — Лена, кăçал Çимĕкре улттă тултарчĕ. Хĕрача хĕрачах çав, амăшне пулăшать: урай сăтăрать, савăт-сапа çăвать. Пахчара тăрмашнă чухне те амăшĕ çумĕнчех кăштăртатать. Ашшĕ те хĕр пĕрчине ĕç патне çыпăçнăшăн юратарах парать. «Пĕчĕк пулăшаканăм», — тесе мухтать. Анчах пепке çут тĕнчене килнĕ чухне вăйсăр çуралчĕ. Больницăра та сипленчĕç. Пăлханса, хăраса кайнă чухне хĕр пĕрчи чĕтренме пуçлать. «Ытла хумханма юрамасть, — терĕç тухтăрсем. — Ÿссе пынă май чирĕ иртет».
Иккĕмĕш ачи — Сантăр. Тăватă çулта вăл. Сăн-сăпачĕпе — каснă лартнă аслашшĕ. Ялти çынсем те мăшăрне: «Ку ачу сан мар пуль Петĕр, каснă лартнă аçу», — теççĕ. Савăнать вара аслашшĕ хăй сăнлă мăнукĕшĕн. Пĕчĕкскере ĕç патне явăçтарма тăрăшать.
Виççĕмĕш пепки — Соня, икĕ çулта. Сăнĕпе амăшĕ евĕр вăл. Хуп-хура çĕмĕрт куçлă, çырă çÿçлĕ, шуранка сăнлă. «Манăн пĕчĕк Верукăм», — юратса çупăрлать ашшĕ пĕчĕкскерне.
«Ача-пăча тĕнчи», — кăмăллăн кулса хĕрарăм картишне васкарĕ. Мăшăрĕ паян ĕçрен каçсăр та таврăнмасть, çавăнпа кил таврашĕнчи ĕçсене пĕчченех тума тивет.
Çамрăк хĕрарăм пахча хыçне кăкарнă икĕ вăкăрне шăварма васкарĕ. Чылай выльăх тытаççĕ вĕсем: икĕ сăвакан ĕне, икĕ вăкăр, пĕр пăру, ултă сурăх, икĕ сысна, картиш тулли чăх-чĕп. Вера кĕçĕн хĕрĕпе ларнăран ĕçе çÿремест. Йĕркеллĕ, чипер пулсан ку кĕркунне шкула тухасшăн-ха. Хуняшшĕпе хунямăшĕ Соньăна пăхма килĕшеççĕ. Анчах сывлăхĕ начартарах-ха ватăсен. Иккĕшĕ те çитмĕл урлă каçнă, çапах та картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Май килнĕ таран çамрăксене пулăшаççĕ. «Ачи кăштах уралантăр-ха, вара хам та ĕçе тухатăп», — тетчĕ Верук. Халĕ пĕчĕк хĕр пĕрчи тяппине те туянчĕ ĕнтĕ, лара-тăра пĕлеймест. Чĕлхи те уçăлчĕ. Кунĕпех чĕвĕл-чĕвĕл пуплет. Паян та Сантăрпа Соня аслашшĕпе асламăшĕ патĕнче. Хуняшшĕ, мăнукĕсемсĕр тунсăхланăскер, кĕтÿ ансан хăех ачасемпе килме шантарчĕ.
Çанталăк тăрук улшăнчĕ, таçтан çавра çил тухса çĕр çумĕнчи тусана, çÿп-çапа пĕлĕтелле çĕклесе урăм-сурăм çавăрттарчĕ. Пахча хыçĕнчи ватă йăмрасем те канăçлăхне вăратнăшăн кăмăлсăррăн кашласа илчĕç.
Верук вăкăрсене шăварса килнĕ çĕре урамра ача-пăча чакак ушкăнĕ евĕр шавланине, хĕрачан чунран хурланса йĕрекен сассине илтсе картишнелле васкарĕ. Ара, ку хÿхлев сасси унăн тĕпренчĕкĕн-çке. Мĕншĕн йĕрет-ха хĕрĕ? Ытлашши пăлханма юрамасть-çке унăн. Мĕн пулма пултарнă урамра? Хыпаланса шав енне васкарĕ çамрăк хĕрарăм. Хапха алăкĕнчен тухса та ĕлкĕреймерĕ — ача-пăча ушкăнĕ тата вĕсемпе пĕрлех виçĕ кил урлă пурăнакан шапăлти Хветле килсе кĕчĕç.
— Вăрă сирĕн хĕрĕр, ман мăнукăн пуканине вăрланă. Пĕчĕк вăрă! Амăшĕ Мускавран иртнĕ эрнере кăна Натали валли çуралнă кун ячĕпе илсе килсе пачĕ, вăрлама та ĕлкĕрнĕ. Хакĕ те аванахчĕ-ха, — мăкăртатрĕ Хветле. — Çын ачи валли туянман ăна эпир. Выляттарни çитмест вĕсене, вăрлама ăс çитернĕ. Тупса парăр пуканене. Хăвăр туянса парăр, мĕн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх тытатăр, ачăрсене тетте илсе параймастăр. Халех тупса парăр. Унсăрăн... — тата тем те пĕр каларĕ Хветле. Унăн малаллахи сăмахĕсем Верукăн хăлхине кĕмерĕç. «Пĕчĕк вăрă... Пĕчĕк вăрă...» — чан сасси евĕр кĕрлерĕ çак ахрăм хăлхара.
Хветле пирки каласассăн вара, ял-йыш юратсах каймасть ăна. Ним çукран нимĕр тума юратать вăл. Çукран пур тума та ăста. Çулĕпе çамрăках мар. Пĕр тарăхса кайсан çил арманĕ пек кĕрлесе каять. Унпа çыхланма хушмаççĕ çынсем. Ял халăхĕ хăйне хисеплеменнине кура татах та тулхăрать пулас хайхи. Верук ку таранччен ырă та, усал та чĕнмен ăна. Кÿршĕ-аршăпа ятлаçса курман, вăрçăнас та килмест. Тепĕр чухне чĕлхе вĕçне капланнине те каламасăр хăварать. Паян та çаплах пулса тухрĕ. Сасса хăпартмарĕ вăл. Ĕçĕн йĕркине пĕлмесĕр шала кĕрсе каяс мар терĕ.
— Тем, ют япалана кил таврашĕнче асăрхамарăм-ха. Шыраса пăхăп, — хирĕç чĕнме вăй çитерчĕ Вера. — Ара, пĕлсе пĕтер ача-пăчана, хитре теттене ытараймасăр илме те пултарнă пулĕ... Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.