Комментировать

24 Авг, 2018

«Карпеев хывнă çула аслăлатса пырăпăр»

Илтнĕччĕ-ха икĕ-виçĕ çул каялла Комсомольскинчи райпо канашĕн председателĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ хушшинче «хура кушак» чупса иртнине. Кăштахран сарафанлă радио урăхларах та кукăртса пĕлтерчĕ — «э-э, кушак мĕн вăл, кунта хура «бульдог» хăрлатать». Мĕн пайлайман? Мĕнпе тивĕçтермен 25 çул çанă тавăрса ĕçленĕ Карпеев? «Çамрăксене çул памалла» тени сăсăл вĕçтерни çеç. «Тахăшне должноç, «çăкăрлă», «укçаллă» должноç, кирлĕ пулнă-тăр», — çапларах тумитлеççĕ Каçалсем. Тумитленĕ темелле ĕнтĕ: должноçран «бульдогăн» хăйĕн кайма тивнĕ. Тĕрĕсрех — хăтарнă.

Халăх сăмахлăхĕнче çакăн пек йĕркесем пур — «хура çăвартан тухнă хура сăмахсем çынна пĕтерме пултараççĕ». Евгений Иванович килĕшÿллĕ мар «калаçусенчен» пăрăнма тăрăшнă пулин те килпетсĕр сăмахсем чун-чĕрине касăлса кĕнĕ, сывлăхне хавшатнă, пульницăра чылай вăхăт сипленмех тивнĕ. Çавăн хыççăн председательтен каяссине коллектива пĕлтернĕ.

Светлана Николаевна, эсĕ халĕ пысăк йышлă коллективăн председателĕ çеç мар, санăн обществăпа политика пурнăçне те тÿрреммĕнех хутшăнма тивĕ. Çавăнпа, май килнĕ таран, хăвăнпа паллаштар-ха.
— Манăн аттепе анне Комсомольски районĕнчи Янкассинчен. Ун чухне, 1958 çулсенче, пурнăç çăмăлах пулман-тăр. Лайăхрах вырăн шыраса-ши — атте Казахстана тухса кайнă. Шахтăра ĕçлеме тытăннă. Пĕр-ик çултан, отпуска килсен, аннене куç хывнă. Вара вĕçертмен — пĕрлешнĕ те хăйĕнпе пĕрле илсе кайнă. Шахтăра 27 çул ĕçлесен, 1976 çулта, тăван яла таврăннă.
Апла Казахстанра çуралнă эсĕ? Кун пирки, каçарăр та, эпĕ пĕлмен.
— Çапла, çут тĕнчене унта килнĕ эпĕ. Яла таврăннă çул пĕрремĕш класа кайрăм. Каласа хăварассăмах килет: вăл вăхăтра чăваш чĕлхине лайăхах та пĕлмен эпĕ. Паян, курнăçланать тесе ан шутлăр, чăваш чĕлхинчен хитререх чĕлхе тĕнчере те çук пек туйăнать мана. Чăннипе те çапла. Эпĕ питĕ вулама юрататăп. Эсир парнеленĕ кĕнекери /«Вăхăта парăнман юрату» — Авт./ сюжетсем асăмра юлччăр тесе сыпăкăн-сыпăкăн вулатăп…
Светлана Николаевна, чăваш кĕнекисем пирки кăшт каярах сăмахлăпăр. Халĕ ачалăха таврăнар-ха. Яланлăхах асра юлнă самантсенчен хăшĕ куç умне маларах килет, кинопленка евĕр курăнма тытăнать?
— Кашни самант хăйне евĕр ытарлă тесшĕн эпĕ, — йăлтăрти кулăпа çиçкĕнчĕ председателĕн сăн-сăпачĕ. — Çапах та чи пирвай шкул çулĕсенче лавккана кайма кăмăллани асăма килет… Çăкăр-и е ытти тавар-и илсе килсен — эпĕ унта çитсе те тăнă ĕнтĕ. Уйрăмах çăкăр машини кунсерен килетчĕ. Мана, пĕчĕк пулнăран, пушаттармастчĕç. Эпĕ сентре çине хунă çăкăр буханкисене тирпейлесе тăраттăм. Люба аппа вара, Янкасси лавккинче сутуçăра ĕçлекенскер, çакăн пек калатчĕ: «Пенсие кайсан эсĕ ман вырăна юлатăн», — тетчĕ йăл-йăл кулса, мана хавхалантарса. Эпĕ çавăн чухнех шухăшлаттăм: тĕрлĕ тавара ăçтан илсе килеççĕ? Ăçта кăлараççĕ? Пысăк лавккасенче тата нумайрах пулĕ вĕсем? Пирĕн мĕншĕн сахал? Çак ыйтусен тупсăмне питĕ пĕлес килетчĕ.
Шкулта калаçаттăмăр: «2000 çулта коммунизм çитсен — лавккасенче çăрасем пулмаççĕ, продавецсем пулмаççĕ. Кашни çын пысăк ăнланулăхлă — сознательнăй пулать. Пĕр батон кирлĕ тĕк — пĕр батон илет. Çĕр грамм канфет илесшĕн — çĕр грамм илĕ. Шухăшлатăп: эпĕ кĕрсе илĕп-ха 100 грамм, а тепри пĕр кило илет те — ыттисем валли юлмасть, тĕрĕс пулмасть. Коммунизмра та пĕлекен, тĕрĕслесе тăракан çын кирлех ĕнтĕ», — теттĕм. Çаксене пуç тавра тепĕр хут çавăрса илетĕп те — тĕлĕнетĕп: ачапча ăсĕпе çапла шухăшлама епле пултарнă?
— Тупсăмĕ, тупсăмĕ çиелтех, хăвăн маларахри сăмахунтах — пĕлес килнине шалти вăй çуратнă ĕнтĕ, ăна пуçунта вырнаçтарнă. Вăл вара — питех те кирлĕ хăватлă вăй: пĕлес килни çыннăн шухăшлавне, ăс-тăнне аталантарать, кирек мĕне те тарăн тишкерме хистет. Ку енсем санра ача чухнех пулнăшăн савăнмалла. Шкул хыççăн кам пуласси, мĕнле професси суйласа илесси те чăрмавлă пулмарĕ-тĕр?
— Ун чухне, хăвăр пĕлетĕр, самана урăхлаччĕ — пуç пулсан «вĕренме мĕнле кĕрем-ши?» ыйту тăман…
— Рынок экономики текен ăнлав пурнăçа шăл çĕмĕрсе кĕрсен вара, капитализмăн хура меслечĕсем карланкăранах ярса илсен, аслă шкула вĕренме кĕресси те урăхланчĕ çав. Ялсенче çапларах сăмах-юмах çÿретчĕ — «аçу-аннÿне кала: пĕр ĕне кирлĕ пулать». Илтмен-и?
Илтмен. Халап пулĕ вăл?
— Мĕн çав, халапра та чăнлăх пур. 90-мĕш çулсенче укçа çитместчĕ, ачисене вĕрентесех килетчĕ. Укçа тупмалли сумлă пурлăх ял çыннишĕн пĕртен-пĕр ĕнеччĕ. Çавăнтан тымарланнă-тăр ĕнтĕ «ачуна вĕрентес тесен — пĕр ĕне хатĕрле» тени. Шĕкĕр Турра, пире, чăнах та, атте-анне ĕнси çине йăтăнса аннă тăкак пÿрмерĕ… Илтнĕччĕ эсĕ темиçе çĕрте те вĕреннине…
— Темиçех мар. Пĕр тытăмринчех — малтан Шупашкарта коопераци техникумĕнче бухгалтера вĕрентĕм. КПСС Комсомольски райкомĕн техсекретарĕнче кăштах ĕçленĕ хыççăн райпона кĕтĕм. «Бухгалтер вырăнĕ пур-и? Мана ĕçе илетĕр-и?» — тесе ыйтрăм. Практикăра хама аванах кăтартнине манманран-ши — «илетпĕр, ыранах ĕçе тухма пултаратăн» терĕç. Кирлĕ хутсене хăвăрт хатĕрлерĕç те райпо тытăмĕн ĕç-хĕлне кĕрсе кайнине сиссе те юлаймарăм. Çавăн хыççăнах темелле — сирĕн ял çамрăкне Сергей Грачева качча тухрăм…
Питĕ лайăх пĕлетĕп ăна, унăн тетĕшне те — хоккейла, футболла хивре вылянăскерсене. Пĕр урамрах пурăннă-ха та. Сана вара, Нĕркеç шкулне вĕлтĕртетсе чупнине те, кайран та курсах кайман…
— Мĕнле курман? Райхаçатран райкома куçсан мана комсомола илнĕччĕ, ыйтусем те панăччĕ. Халь те куç умĕнчех, шупкаланман çав вăхăт.
Питĕ шел, асăмра хăварайман. Икĕ çул ĕçленĕ хушăра комсомол ретне миçе çамрăка илнин шутне те халĕ калаймастăп. Енчен те эсĕ Нĕркеç кинĕ пуласса чухланă тăк — манăçа кăлармастăмччĕ. Юрĕ, манăçни уçăмланчĕ, уйăх пек çамрăкланчĕ тейĕпĕр. Халĕ вĕренÿпе çыхăннă асаилÿ çăмхине малалла тăсар-ха.
— Çемье çавăрсан та малалла вĕренес, пĕлĕве ÿстерес кăмăл манăн нихăçан та çухалман. Мускаври коопераци институчĕ Шупашкарта уçăлсанах бухгалтери уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Тĕрлĕ вырăнта ĕçлеме тÿр килчĕ: кассир та, бухгалтер та, товаровед та, хуçалăх расчечĕпе ĕçлекен вак суту-илÿ предприятийĕн тĕп бухгалтерĕ те, налуксемпе ĕçлекен ертсе пыракан специалист та, налогооблажени уйрăмĕн пуçлăхĕ те, тĕп бухгалтерăн заместителĕ те. Çак должноçсенче ĕçлесе хама тĕрĕслерĕм, пуян опыт пухрăм.
Çирĕм пилĕк çул лăш курмасăр вăй хунă, района чи лайăххисен йышне çĕкленĕ Евгений Иванович Карпеев вырăнне сана сĕнни кĕтменлĕх пулмарĕ-и?
— Эпĕ кун пирки шухăшлама та пултарайман. Пытармастăп — çухалсах кайрăм. Районшăн, Чăвашпотребсоюзшăн капашлă ĕçсем тунă, Комсомольски районĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Евгений Иванович вырăнĕнче пуласси тĕлĕнмелле пысăк яваплăх. Чăвашпотребсоюз ертÿлĕхне çаплах каларăм: «Ан васкăр-ха, тĕплĕ шухăшласа пăхăр. Нумайрах опытлă çынна сĕнĕр». Тĕрлĕ енлĕ канашласа манах суйласа илчĕç, 2017 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче сасăласа çирĕплетрĕç.
Çав вăхăтра чунунта мĕнле шухăшсем тĕвĕленчĕç?
— Пĕр енчен — коллектив хисепĕпе шанăçне тивĕçни. Тепĕр енчен — сăмахпа виçейми яваплăх. Йышра 300 ытла çын вĕт. Пирĕнни пек пысăк предприяти районта çукпа пĕрех.
Ăнтăлса вăй хума пил пачĕç-и?
— Пачĕç. Пилленĕ евĕр каларĕç. Евгений Иванович тухăçлă ĕçлеме ăнăçу сунчĕ. Пире яланах каланă сăмахĕсене тепĕр хут çирĕплетрĕ: «Йывăрлăхран нихăçан та хăрамалла мар. Кашни кун çĕнни пирки шухăшламалла, малашлăх тĕллевĕсемпе пурăнмалла». Чăвашпотребсоюз ертÿçи Валерий Михайлович Павлов çапларах сĕнчĕ: «Карпеев чухне пуçтарнă мула сыхласа хăварса малашне нумайлатса, предприятие пуянлатса пымалла, тата та çÿллĕ шая çĕклемелле». Вĕсен сĕнĕвĕсене пурте илтрĕмĕр, пурнăçа кĕртес тесе тăрăшăпăр.
Хăвăрăн ĕçĕр-хĕлĕре мĕнрен пуçларăр? Карпеев çулĕ-йĕрĕпе каясшăн-и? Е…
— Мĕн ыррине, пахине упраса хăварса çĕнĕлĕхсене те шырасшăн. Самана пĕр вырăнта тăмасть вĕт. Вĕсене курса вĕренсе пымасан, вĕсене çул уçса памасан малашлăхăн пуласлăхĕ çук. Чăн малтан шăпах мĕнлерех çул суйласа илесси пирки пуçтарăнса канашларăмăр. Райпо канашĕн, правлени членĕсен шухăшĕ-сĕнĕвĕсене итлерĕмĕр. Вара пĕтĕмлетрĕмĕр. Калăпăр, пирĕн райпо çумĕнче çичшер çынлă сакăр-тăхăр пĕчĕк ОООсем /тулли мар яваплă общество организацийĕсем/ пурччĕ. Пысăкраххисемпе пĕрлештертĕмĕр те çакă тĕрĕс пулнине тÿрех туйрăмăр — ĕç тухăçлăхĕ лайăхланчĕ, укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ аванланчĕ. Ку пĕр тĕслĕх çеç. Тем тесен те — çĕнĕлĕхсем çĕнелме пулăшаççĕ. Сăмахран, халăх саккас панă тĕрлĕ тавара клиент патне илсе çитерме, пушатма чăрмавлăччĕ. КАМАЗ çине вырнаçтарнă çĕклесе тиекен, çĕклесе антаракан техника туяннă хыççăн ку ыйту татăлчĕ. Халĕ кирек мĕнле тавара та килĕ умне илсе кайса пушатсах паратпăр. Эпир посредниксемпе ĕçлеместпĕр. Тавара кам туса кăларать — ăна унтанах хамăр илсе килетпĕр, хамăрах леçетпĕр. Посредникпа ĕçлесен — тавар хакĕ пысăкланать. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.