Блиц-шахматла вылянă
Çурла уйăхĕн 18-мĕш ĕ н ч е Шу п а ш к а р т аблиц-шахматла выляссипе уçă турнир иртнĕ. Ăмăртăва 2006 çулта çуралнисем тата кĕçĕнреххисем хутшăннă. Н а ц и б и б л и о т е к и н е Санкт-Петербург, Хусан, Йошкар-Ола, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен тата Чăваш Енĕн тĕрлĕ районĕнчен 5-12 çулсенчи шахматистсем килсе çитнĕ.
Чăваш Республикин шахмат федерацийĕн председателĕ Михаил Мельник ăс-хакăл вăййи ачасемшĕн паха пулнине палăртнă. Çамрăк шахматистсем пĕр парти валли 10-шар минут уйăрнă швейцар системинче вылянă. Хĕр ачасен хушшинче Милослава Ловягина мала тухнă. 2006-2007 çулсенче çуралнисенчен Максим Картузов 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Артем Корольков 2008 çулта çуралнисен хушшинче çĕнтернĕ. 2009 çулхисенчен Егор Герасимов мала тухнă. 2010-2011 çулсенче çуралнисенчен Михаил Димитриев чи маттурри пулнă. 2012 çулхисенчен Павел Елесин 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Районтан килнисен хушшинче Даниил Романовпа Роман Николаев (Хĕрлĕ Чутай) тата Елизавета Попова (Çĕмĕрле) палăрнă.
Ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ хушăра «Манăн юратнă хула» шахмат викторини ирттернĕ. Ачасем шахматпа тата Шупашкар историйĕпе çыхăннă ыйтусен хуравĕсене хаваспах шыранă.