Пихампар йытти
Турăсен ыйхи вĕçленет —
Вĕсем канса йăлăхрĕç...
Тĕллевсĕр тĕллевлĕ çапкаланса çÿренинче темĕскер пур. Атте-анне те курмасть, тем те хăтлан — çын пĕлмест. Эпир Сиктĕрмерен Çĕн Сиктĕрмене каятпăр.
Эпир вăл: Атнер Хусанкай, Гена Иванов, урăхла Гена Орков /çынни малашне пурнăçне шăпах Орков хушаматпа пурăнса ирттересшĕн, çакă ун мал ĕмĕчĕ те таçта шалта пытаннă пултарулăх хăвачĕсене туртана кÿлмелли мел/, Света Васильева — ÿнер музейĕн пирĕштийĕ тата тепри эпĕ. Эпĕ текенни ĕнтĕ вăл.
Кам мĕнле те — пирĕн ушкăн çине пăхма кăмăллă, кăсăклă, çав вăхăтра çемçе кулăллă, пире тĕл пулнă пулсан эсир те пирĕнпе çапкаланса пыма питĕ те питĕ хатĕрччĕ, суймастăп — кам мĕнле те, эпĕ текенни вара сĕтĕрĕнкелесе кăна утать, урине куçа курăнман трактор гусеницин тракне сырнă тейĕн. Сĕнккесе çеç пынăран: «Ку ача сыпнă», — тесе шутласа çылăха та ан кĕрĕр. Ачи тăп-тăр урă.
Ĕçĕ-пуçĕ ĕçкĕ-çикĕпе çыхăнман. Урăхла чăнлăхсем кунта. Ура тĕпне пурнăç чулĕн шĕвĕр катăкки лексе уксахлаттарнинче мар, кăмăл хырăм тăрне çăпан — шалтан турттараканни мар, кăтăклаттараканни, йăпатаканни — тап-таса чун япалин çăпанĕ тухса ларнинче.
Малта кастарса пыракан Хусанкай çине пăхсан — ун хăлхине несĕлсен кĕвви пырса кĕнĕ теме те пулать, тем каласан та — этемми лам-ăру çĕрĕ çинче хăнара çÿрет, халăх ăсĕ вĕрентсе каланă тăрăх — ун тымарĕсем кунтан.
Генăпа Света ÿнер музейĕн экспедицийĕнче, вĕсене ĕç тивĕçĕ хыçалтан тапкă парсах малалла хăвалать. Вĕсемшĕн: «Тав сана!» — тесе тăсса панă сăмакун стаканĕ те — халăх культури тата этнографи пулăмĕ.
Ĕçлĕ çынсен ушкăнĕн хÿринче çапкаланса пыракан эпĕ текеннишĕн 1989 çулхи тĕнче тип-тикĕс те яп-яка. Вăл, эпĕ текенни, паянхи кун — чун юлхавĕн кĕске, нихăçан та таврăнас çук, тахçанах иртсе те манса кайнă вун çичĕ çулти çамрăк ĕмĕрĕн ăнсăртран аса илнĕ пĕр кунĕпе хурăнташлă пулнине туйнăран; пурнăç этеме шеллесе ăна хушăран ниçта васкамасăр ахаль тĕллĕн кахала персе çÿреме ирĕк панипе киленнĕрен — вăл, хăть ăçта ертсе кайсан та уншăн пурпĕррĕн, хыçалтан сулланса пырать.
Пирĕн пĕчĕк ушкăн-халăха Чăваш Турри пĕлĕтрен çунат пăрахса парас тăк, Хусанкайсем Çĕн Сиктĕрменелле шăп кăйкăрла вирхĕннĕ пулĕччĕç, тульккăш çапла — урăхла пулма пултараймасть, шухăшламалли те çук. Юратнă çулташсен хÿри вĕçне те курса юлас çукчĕ. Эпĕ текеннин вĕçевĕ вара...
Ăçтан ĕнтĕ пиртен — вĕçесси? Пĕр япала çеç савăнтарать чуна: çак ĕмĕт шайлă ылтăн ыйтупа эпир, чăвашсем, тĕнчипе те чи малта. Нимĕç ăспуçĕ Фридрих Ницше — чăн малтан Европа ячĕпе, кайран, паххучĕпех, мăй таранах пултăр тесе тĕнче цивилизацийĕн ячĕпех, — хăй çине хăрушла яваплăх илсе те нихăçан хывас çук хăмăт тăхăнса татăклăн: «Турă вилнĕ», — тесе калани истори куçĕпе пăхсан ĕнер каçпа çеç персе янă пек пулса тухать. Чăваш Турри хăçан вилсе выртни пирки вара шутлама та шиклĕ: хăш вăхăтрине тĕнчипе те никам та ас тумасть те, пĕлмест те, калаçмасть те, кĕлĕ тумасть те, те... те... те...
Атнерпа Гена паянхи шăрăх кун хĕвел питтинчех эпĕ текенни тулли кăмăлтан темле йăпану тупса, кутăнлашса кăна Сиктĕрме тăрăхĕнчи çут тĕнчене шартлама хĕл сиввипе витсе хума аппаланам пекки тунăран пĕрре те тĕлĕнмеççĕ. Ăçта кайса кĕрĕн — юлхавлăх та ĕç: ывăнтарать, канса илсе сывлăш çавăрса яма ирĕксĕрех мĕн те пулин тума тивет.
Мĕншĕн наянлашса та кутăнлашса пырас мар? Тепĕр эрнерен яла утă çулма каймалла, вăрман ĕççинче никам та сана пуçран шăлмасть. Халăх утта тухсан нумайăшĕ «этем пурнăçĕ — хăналăх» тенин тарăн шухăшне ăнланма пăрахать, чылайăшĕ ĕненсе лартнă тăрăх вара — этем пурнăçĕ чĕр тамăк. Çава йăтса çÿрекен вилĕм сăнарĕ вĕсемшĕн питĕ тĕрĕс те чăн шухăш. Эпĕ текенни тепĕр эрнерен вара Упамсана утă çулма каять.
Упамса ял этемне утă çуласси аплах чĕр вилĕм мар-ха ĕнтĕ. Хăш-пĕрисем мухтаннă тăрăх, вĕсемшĕн кунне пĕр гектар çаран çулса тăкасси те ним те мар: апатне çитер те лайăх шăварса тăр — пулчĕ те. Упамса чăн этемми утăра тар тăкнине сывлăха çирĕплетни, кĕлеткене лаша пек ĕçлеттерсе ăна шалтан тарпа çуса тасатса кăларни тесе шутлать те ĕненет. Çавăнпа Упамсасем çулталăкра пĕрре чĕрĕлеççĕ: утă хыççăн çĕнĕрен çуралаççĕ.
Ĕне хырăмĕ пăхма кăна пĕчĕк, çитерме тытăнсан вара лупас тăрринчен те пысăк пулни чуна çÿçентерет. Çакăн йышши космосла ĕмĕтсĕр выльăх та хушăран кÿпĕнсе вилсе каять те, ирĕксĕрех, ху чăваш пулсан та, эпир упăтеренех ĕнтĕ, ниепле майпа та ĕнерен пулса кайманнине ĕненен. Мĕн амакран вара пирĕн сĕм авалхи несĕлсем хăйсене огур тесе чĕннĕ пулать? Кăк-тымарне вăкăрпа танлаштарнă? Нивушлĕ эпир ун чухнех пит сăпайлă халăх пулнă, космос хырăмĕллĕ выльăха пуç çапнă? Генеалоги йывăççине ÿкерес пулсан кашни чăвашăн несĕлсен йышне вăкăртан пуçламалла-и?
Хăнаран хăнана çÿреме ĕçченлĕх кирлĕ мар, сăпайлăх — пушшех те: ыр нуша темелле пирĕн çул çÿреве. Ырă нуша паян пире Çĕн Сиктĕрмене хăвалать. Эпĕ те-кенни çакăнпа туллин усă курать, ăнланать: ирпе хĕвел тухнă, каçпа вăл анать. Пирĕн ушкăнра малта чавтарса пыракансемшĕн пурпĕрех: хыçалта унта эпĕ текенни сĕтĕрĕнсе пырать-и е кĕтÿрен татăлса юлнă сурăх путекки макăрса чупать-и? Тен, кам пĕлет, уйрăмлăхĕ те çук: эпир паянхи хĕвел чăнлăхĕн çул çÿревçисем. Ку пирĕн экспедицин объективлă енĕ. Çул çÿревĕн субъективлă енĕсем кăшт урăхларах.
Пирĕн çул çÿрев «зубрĕсене» ĕненсе лартас пулсан, манăн чун вырăнĕнчи тимĕр пăрçа пек япалана пĕрер эрне чĕркуççи таран куççуль ăшĕнче тытсан çеç кăшт шÿтерме пулать. Вĕсен хурăç шучĕпе — иттуш кăштик кăна. Хушăран вĕсем эпĕ текенни пынă çĕртех сывлăмпа пăсланса пĕтме пултарайманнине аса илеççĕ те хăйсен юррине юрла пуçлаççĕ. Юрă сăмахĕсем ансат та витĕмлĕ, тĕп шухăшĕ ытла та тискер: «Фантаст-мистиксене кутăн çакмалла». Çул çÿрев çуратнă юррăн лейтмотивĕ хăрушă пулсан та ытахальтен мар.
Сиктĕрмене Хусанкай тата унăн ушкăнĕ килсе çитнине пĕлсен пирĕн пата çĕркаç колхоз председателĕ сывлăх сунма кĕрсе тухрĕ. Несĕлсен çĕрĕ çинчи тĕлпулăвăн официаллă программи вĕçленсен, хура тÿпери çут уйăх вырăнне çутатакан ăслă шухăш шуса тухрĕ пуçран: атя тĕне кĕмен чăвашсен масарĕ çине кайса килетпĕр. Кăнтăрла пулнăччĕ-ха унта эпир, анчах çĕр варрипе тем шырама унта кайса килни вара — о-о та о-о-о! Ку саççим урăх япала!
Çĕрле темле ухмах шухăш та шутсăр та ялан ăслă, кунта вара чун патне чĕре урлă тÿртен ÿкнĕ историллĕ йĕр. Тепĕр енчен çĕрлехи марш-бросок пирĕн çул çÿревĕн романтика кульминацийĕ пулса юлас хăрушлăх та пур. Хĕллехи сивĕ те тĕттĕм каçсенче мĕн аса илĕпĕр эпир? Çавăн чухне çуралчĕ те «фантастсене кутăн çакмалла» тискер юррăн тарăхуллă пĕрремĕш çаврăмĕ. Ÿкĕтлесен-ÿкĕтлесен юлташсем парăнчĕç, масар çине кайма килĕшрĕç. Малалла вулас...