Комментировать

22 Авг, 2018

Тавах сире, пĕр шухăшлисем

ЛИТЕРАТУРА ЖУРНАЛĔ: ЫРАН МĔН ПУЛĔ?

Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенчен таврăннă паллакан вĕрентекен хыпар пĕлтерчĕ – хальхи вăхăтра АПШра кун çути куракан хаçат-журнал тиражĕ уйрăмах ÿссе пырать имĕш. Ĕненмелле мар, анчах чăнах çапла иккен. Чи тĕлĕнмелли вара — пичет кăларăмĕсене вулакан патне çитерме ятарлă тытăмсем йĕркелеççĕ, вĕсен ĕçне тивĕçлĕ канурисене явăçтараççĕ. Кăмăл пулсан, пенсионер юлташ, тархасшăн, е хăвăн киоскна уç, е редакципе килĕшÿ туса хăвна кирлĕ чухлĕ экземпляр туян, урамра сут е машинăна лар та /унта кашни аслă çулти çын, 80-рисем таранах, çăмăл машинăпа çÿреме пултарать/ кирек хăш штата çит, пичет кăларăмĕсене сутса укçа ту…
Паллах, ку пуçарупа территори тĕлĕшĕнчен пысăках мар Чăваш Республикинче те /тĕп хуламăрта та пулин/ усă курма пулать тейĕпĕр. Тен, Раççей почти хăйĕн тивĕçне юлашки вăхăтра кирлĕ пек пурнăçласа пыманнине /е пырайманнине?/ кура çавăн пек меслетсем патне те çитсе тухăпăр-ха…
Çапах та паян сăмахăм кăштах урăххи çинчен. Черетлĕ çырăнтару тапхăрĕ иртрĕ. Пĕтĕмлетĕвĕсем еплерех-ха? Хаçатсен хăйсен шăпи- телейĕ тейĕпĕр, пире вара, паллах, чăн малтанах «Тăван Атăл» журнал кăсăклантарать. Тÿрех палăртар – журнал хăйĕн унчченхи тиражне сыхласа хăварчĕ. Чăваш Республикинчи почта уйрăмĕсенче çырăннисен йышĕ палăрмаллах ÿсрĕ те.
Мĕн кĕтет литература журналĕсене килес çулсенче? Хăшĕ-пĕри астăвать те пулĕ, 10-15 çул каялла кăна-ха «толстушка» текен кăларăмсен /çав шутра журналсен те/ пуласлăхĕ çукки пирки шăв-шав çĕклесе илчĕç те… лăпланчĕç. Тĕлĕнмелле те, лару-тăру улшăнчĕ – журналсем пĕтме мар, пачах урăхла, унтанпа чылай çĕнĕ журнал кун çути курма тытăнчĕ. Çĕнĕ кăларăмсем тухаççĕ, эппин, вĕсем кама-тăр кирлĕ? Эппин, пĕтĕм литература виртуаллă тĕнчене куçман?.. Акă вĕсем, пирĕн пĕртен-пĕр чăвашла кун çути куракан литература журналĕпе, «Хыпар» Издательство çурчĕ кун çути кăтартакан «Самант» тата «Тетте» кăларăмсемпе пĕр тапхăрта вырăс ла тухса пыракан «толстушка» текен литература журналĕсем: “Арион”, “Вестник Европы”, “Волга-XXI век”, “Дружба народов”, “Звезда”, “Знамя”, “Иностранная литература”, “Континент”, “Нева”, “Новая юность”, “Новый журнал”, “Новый мир”, “Октябрь”, “Сибирские огни”, “Урал”, “День и ночь”, “Дети Ра”, “Зарубежные записки”, “Зеркало”, “Иерусалимский журнал”, “Интерпоэзия”, “Крещатик”, “Новый берег”, “Слово/Word”, “Студия”, “Москва”, “Наш современник”, “Молодая гвардия”… Ку – пĕтĕмĕшле Раççейĕпе тейĕпĕр. Анчах пурте кирлĕ-и-ха вĕсем халăха, хăйсен вулаканне тупаяççĕ-и? Эпĕ чăвашла тухса пыракан литература журналĕн редакторĕ пулнă май тата пурнăç таппинчен юлас мар тесе «Литературная газета» хаçата, «Москва», «Афиша», “Знамя”, “Новый мир”, “Новый журнал” тата хăш-пĕр кăларăма май тупса Интернетра пăхса пыма тăрăшатăп: çĕнни мĕн те пулсан пур-и вĕсенче; çамрăк авторсем курăнкалаççĕ-и? Паллах, илмелли, вĕренмелли те пур, анчах каллех ытларах «шыв юхтарни», çамрăк авторсем çукраххи, паянхи е пулас пурнăçа сăнлакан калăпăшлă литература хайлавĕсем сахал пичетленни курăнать.
Сăмах май, журнал редакторĕсем пурте тенĕ пекех юлашки çулсенче тираж чакнăшăн пăшăрханнине пĕлтереççĕ, патшалăхран пулăшу ыйтаççĕ, ăнланмалла, – тивĕçтерекен хурав кĕтсе илеймеççĕ. Ирĕксĕрех Эйхенбаум хăйĕн дневникĕнче Сергей Есенин пурнăçран кайнă кун, 1925 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче, çырса хăварни аса килет: «Литература çук тата вăл никама та кирлĕ мар…»

ЖУРНАЛ КАМА КИРЛĔ: ВУЛАКАНСЕНЕ Е АВТОРСЕНЕ?

Паллах, литература пачах та çук тесе каламалла мар. Ытлашши аваллăха каймăпăр — ХХ ĕмĕр кăна, тĕслĕхрен, вулакана Федор Абрамов, Виктор Астафьев, Михаил Булгаков, Зоя Богуславская, Александр Вампилов, Михаил Зощенко, Фазиль Искандер, Виль Липатов, Ильфпа Петров пек вун-вун талантлă литераторпа тĕл пултарчĕ. «Чăваш литератури çук, пулман та», — теме тата кам хăйтăр? Никифор Мраньккана, Илпек Микулайне, Куçма Турхана, Ухсай Яккăвĕпе Петĕр Хусанкая, Çеçпĕл Мишшипе Митта Ваçлейне… епле-ха манăçа кăларăпăр? Çав вăхăтрах паянхи чăваш литературин шăпи пуçа ваттарать кăна мар, чан çапма хистет.
Хисеплĕ авторсем, вулаканăмăрсем, атьăр-ха çак ыйту çине никамран шикленмесĕр, пĕр-пĕрне кÿрентересрен хăрамасăр пăхар. Территори тĕлĕшĕнчен пысăках мар Чăваш Республикинче кăна çыравçăсен тăватă пĕрлешĕвĕ: ЧР Профессионал писательсен /ертÿçи — Геннадий Максимов/, ЧР Писательсен союзĕ /Юхма Мишши/, Чăваш çыравçисен «Хурăнташ» пĕрлешĕвĕ /Хветĕр Агивер/ тата Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕ /Виталий Родионов/. Вĕсем 300 ытла çыракана /пурне те çыравçă теме тăхтăпăр/ пĕрлештерсе тăраççĕ. Илемлĕ литература шайне ларакан хайлавсем «унаса-пĕçерсе» кăларма пултараканнисем, каçарăр та, çĕр çын та çук. Чылайăшĕ вăл е ку союзăн пайташĕ пулнине çирĕплетекен билет е пĕр-пĕр çыравçă ячĕллĕ преми лауреачĕ пулса тăнă хыççăнах литература мĕнне манăçа кăларнине тата кам хирĕçлĕ? Паллах, пирĕн куç умне лекменнисем, хăйсен сăпайлăхне пула пытанса-тăрса юлакансем те çук мар. Тепĕр тесен, Никифор Мраньккана пурте «Ĕмĕр сакки сарлака» романăн авторĕ пек пĕлетпĕр, çав вăхăтрах унăн ал çырăвĕсене майлаштарса халăх умне тухма пулăшнă Николай Григорьева мĕншĕн аса илместпĕр?..
Сисетĕп-туятăп, вулаканăм, сирĕн: «Камсем вĕсем, ХХI ĕмĕрти чăваш литературине вăй-хăват кÿме пултаракансем?..» — текен ыйту сиксе тухатех. Çук мар ун пеккисем паянхи чăваш литературинче: Юрий Сементер, Николай Максимов, Анатолий Кибеч, Сергей Павлов, Николай Ишентей, Арсений Тарасов, Хветĕр Агивер, Владислав Николаев, Станислав Сатур, Улькка Эльмен, Ангелина Павловская, Людмила Сачкова, Альбина Любимова, Светлана Асамат… — çак тата ытти сăмах ăстисен малашлăхпа çыхăннă хăш-пĕр вăрттăнлăхне пĕлсе-курса тăнине пула асăнтăм ку ятсене. Çыракансем, паллах, тата та пур.
Çыравçăсен çамрăк ăрăвĕ çĕкленнине те палăртса хăварасах килет: Ольга Васильева, Николай Андреев, Ольга Австрийская, Лариса Петрова, Анастасия Владимирова, Инесса Шашкина, Андрей Яковлев… Хăйсен вăйне поэзире кăна мар, прозăпа драматургире, юптарупа фантастика жанрĕсенче те тĕрĕслеççĕ вĕсем. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.