Ун кун-çулĕ питех те пуян
«Халĕ, мăнукăм, ĕмĕрхи хыр-чăрăш çывăхне сулхăна ларса канар та иксĕмĕр паллашнă ырă çынсем пире çул çине парса янă пахта (çармăссем ăна эран теççĕ) сĕт-турăха ĕçсе ăш хыппине ирттерер», – тере Шурсухал.
Ватăпа унăн мăнукĕ Темтепĕлейкин Мари-Эл Рес-публикин тĕп хулинчен тухса аслă вăрманти çăра çитĕ-некен йывăçсен сулхăнне меллĕн вырнаçса ларчĕç те шăкăл-шăкăл калаçса сăмах çăмхине малалла тăсрĕç. Йошкар-Олара тем те пĕр курса тĕлĕннине аса илчĕç, кунта мĕн тери маттур та ырă çынсем пурăннишĕн савăнса пĕтереймерĕç. Тавралăх илемне сăнаса тата кăшт канса илнĕ хыççăн çул çÿревçĕсем ура çине тăчĕç, Йошкар-Оларан Хусана каякан аслă çул çине тухса вăшт та вăшт умлăн-хыçлăн чупакан машина ларса Хĕвел тухăç еннелле васкарĕç. «Çул пирĕн вăрăм, – терĕ Шурсухал, – санăн халь тавралăх илемĕпе киленсе пыма та май пур. Ватă хыр-чăрăш кашласа ÿснине те, улăх-çаран сарăлса выртнине те курма пултаратăн. Хусана çитес умĕн пысăк çуртсем тÿпенелле кармашнине, унталла та кунталла чугун çулпа тĕрлĕ хулана васкакан пуйăссене, электричкăсене сăнама та май килĕ...»
Темтепĕлейкин пĕр чарăнми урамалла тинкерчĕ, ватта çине-çине ыйту пачĕ. «Чим, мăнукăм, ытла ан васкат. Санăн пур ыйтăвна хуравласа ĕлкĕрейместĕп эпĕ. Хусана çитĕпĕр те, ак, унта туристсемпе пĕр ушкăна лексе хулапа тĕплĕнрех паллашăпăр...» – тесе лăплантарчĕ Шурсухал.
Вăрăм çула кĕскетсе кĕçех Тутарстан Республикин тĕп хулине Хусана та çитрĕç çамрăкпа ватă.
Вăт, хальхинче те ăнчĕ вĕсене – шăпах хулапа паллашма пуçтарăннă туристсен ушкăнне лекрĕç. Экскурсоводăн кашни сăмахне тимлĕ итлерĕç.
«Пин çул каялла никĕсленнĕ Хусан çÿллĕ пысăк тĕмеске çинче ларать, виçĕ енчен те шыв уйăрса тăрать. Ун чухне Çурçĕр-Хĕвеланăç енчен Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн крепоçĕ те пулнă.
Ун чухнех Хусаншăн крепость тата Кремль питех те пĕлтерĕшлĕ шутланнă. Çула вĕсен тавра аталанса сарăлнă, хăйĕн вăй-хăватне тупнă. Йывăç çуртсем вырăнне шурă чултан купалама, вĕсене тĕрлĕ эрешпе илемлетме тытăннă. Вун пиллĕкмĕш ĕмĕр пуçламă- шĕнче Хусана Çĕнĕ Пăлхар ят панă. Тепĕр çур ĕмĕртен вăл Хусан ханствин тĕп хули пулса тăрать. Нумай чаплă кермен, мечĕт, крепость тума та пултарнă. 16-17-мĕш ĕмĕрсенче Хусана «Хĕвелтухăç тĕп хули» тесе те каланă. Суту-илÿпе тата ытти енĕпе хутшăнусем аталанса пынă. Хула вăй илнĕ.
1708 çулта Хусан кĕпĕрнине туса хураççĕ. Пĕрремĕш Петĕр реформипе Раççей империне сакăр кĕпĕрнене пайланă пулнă. Вун саккăрмĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Хусанта тир-сăран тата пустав хатĕрлес тĕлĕшпе пысăках мар мануфактурăсем йĕркеленеççĕ, карап тăвас тĕлĕшпе те ĕç-пуç аталанать. Кремль те хăйĕн сăн-питне самай улăштарать. Унăн стенисене çĕнетеççĕ, Кремльти Сююмбике башнине тума тытăнаççĕ. Пĕрремĕш Петĕр указĕпе карап тунă çĕрте анлă тавра курăмлă специалистсем кирлĕ пулнине шута илсе Адмиралтейство çирĕплетеççĕ, 1718 çулта вара Хусанта пĕрремĕш вĕренÿ заведенийĕ ĕçлеме тытăнать. Тепĕр хĕрĕх çултан ар çынсен çĕр-шыври чи пĕрремĕш гимназийĕ хута каять. Дворянсемпе тĕрлĕ чин ачисем пĕлÿ илеççĕ кунта. Чухăн çын ачисем те çутталла туртăннине кура 1766 çулта пĕрремĕш вырсарни шкулне уçаççĕ. Вун пĕр çултан Хусана Иккĕмĕш Екатерина императрица килет. Вăл хулара мечĕт-сем тума ирĕк парать. Кĕçех чултан тунă «Эфенди» пĕрремĕш мечĕт тÿпене кармашать.
Хусан – пысăк суту-илÿ центрĕ пулнă май, 1900 çултах вăл Раççейре çак енĕпе ĕçлекен чи пысăк пилĕк хула йышне кĕнĕ.
Паян Тутарстан тĕп хули çĕр-шыври пысăк хуласенчен пĕри шутланать. Унта вĕренÿ заведенийĕ те йышлă. Театр, музей шучĕ те пысăк. Хăйĕн метро пур. Спортпа культура комплексĕ те чылай. Çĕр айĕнчи пурлăх та иксĕлми. «Хура ылтăнран» пуян вăл. Респуб-лика çĕр айĕнчен уçлакан нефть паян хăйĕн пахалăхĕ-пе ытти çĕр-шывра кăларакансенчен пĕрре те кая мар.
Историшĕн Хусан витĕмĕ калама çук пысăк та пĕлтерĕшлĕ. Вăл тĕлĕнмелле шăпа тÿссе ирттернĕ. Хусан – тĕрлĕ культура пĕрлĕхĕ.
Тутарстанра паян тĕрлĕ халăх çынни туслă пурăнать. Тутарĕ, чăвашĕ, пушкăрчĕ тата ыттисем те тăван республикăна татах та илемлĕрех, хăватлăрах тăвас тĕллевлĕ...» Тутарстанра чăваш халăх историйĕпе çыхăннă икĕ пысăк хула пур. Вĕсем – Аслă Пăлхар тата Аслă Пÿлер.
Хулапа паллашма тухнă ушкăн интересленсе итлерĕ экскурсовода. Шурсухалпа Темтепĕлейкин та ăна пĕрре çеç мар ыйту пачĕç. Кăмăлпа хуравларĕ наци тумне тăхăннă пике. Кашниех асăнмалăх сувенир туянчĕ.
«Эпир хамăрăн çул çÿревре пухăннисенчен киле таврăнсан пĕчĕк çеç музей та йĕркелĕпĕр», – терĕç Шурсухалпа Темтепĕлейкин.
«Паян, мăнукăм, эпир хамăрпа кÿршĕллĕ респуб-ликăпа кĕскен кăна паллашрăмăр. Çитес вăхăтра тата пулĕ пирĕн çул çÿрев. Удмурт Республикине те çитсе килес тетпĕр. Эсĕ хирĕçлеместĕн пуль те?» – терĕ Шурсухал.
«Çук, асатте, мана çула тухма питех те килĕшет. Эпĕ яланах хатĕр!» – çийĕнчех хуравларĕ Темтепĕлейкин.
Вĕсен апат-çимĕçĕ
Тутар наци кухни пур халăхăн пекех пуян та тĕрлĕ енлĕ. Кашни апачĕ хăйне евĕр тата техĕмлĕ, асра юлмалла. Пĕрре çисе курсан татах та ас тивес килет-çке.
Акă вĕсен хăш-пĕр ячĕ: катлама, чак-чак, губадия, эчпочмак, каклаган, тутырган тавык, куллама, зур бэлиш, пехлеве, кыстыбай, перемяч, бэлиш, баурсак, кэлэвэ…