Çырмаран — юмах кĕтесĕ
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çичĕпÿрт ялĕ çут çанталăкăн тĕлĕнмелле илемлĕ хутлăхĕнче вырнаçнă. Ял çумĕнче Кунер шывĕ сарăлса выртать. Çуртсем вара пĕверен кăшт сăрталларах лараççĕ. Урамсене çырма-çатра уйăрса-пайласа пĕтернĕ те — 200-е яхăн хуçалăхлă ял тем пысăкăш пек курăнать. Ял варринче те — темиçе пĕве. Вĕсен сулхăнне ĕмĕрхи лапсăркка йывăçсем сыхлаççĕ. Акă пĕр пысăк мар пĕве çийĕн, сăртра, сап-сар хăмаран ăсталанă хуралтă курăнать. Тăпăл-тăпăл беседкăн йывăç чĕнтĕрĕсем аякранах ку хуçалăхра маттур, ăста алăллă çынсем пурăннине систереççĕ. Камсем тĕпленнĕ-ха унта?
Ялăн хăйне евĕрлĕхĕ — кунта пурăнакансем пурте алă тупанĕ çинчи пек курăнни. Ман çулташăм, вырăнти фельдшер-акушер пунктĕнче ĕçлекен Ирина Федорова, Çичĕпÿртри тирпейлĕ те хитре кил хуçалăхĕсенчен пĕрин хуçисемпе — Кузьминсемпе — паллаштарчĕ те.
Ачаранах туслă
Канмалли кун Ангелина Валерьевнăпа Владислав Николаевич кил тĕрĕшре кăштăртататчĕç. Ăшă çанталăкра пÿртре /вăл икĕ хутлă чăн-чăн кермен пулин те/ пăчăхса ларма килĕштермеççĕ вĕсем — пахчара, картишре уçă сывлăшпа киленсе ĕçлеççĕ. Киленсе тенĕрен, урăхла пулма та пултараймасть-тĕр: тем тĕрлĕ чечек-курăка ăçта мĕн килĕшÿллине уяса акнă- лартнăран кашни кĕтесрех хитрелĕх куçа илĕртет. Кил хуçи хăйĕн проекчĕпе лартнă кирпĕч çурта, тирпейлĕ явнă çатана, ывăлĕпе Алексейпе иккĕшĕ ăсталанă çĕнĕ хуралтăсене, мăшăрĕ лартнă, çеçкерен пушанма пĕлмен куршаксене тĕлĕнсе те савăнса сăнанă май çемье историйĕпе кăсăкланма пуçларăм.
— Иксĕмĕр те çак ялтах çитĕннĕ, мăшăр манран аслă пулин те ачаранах пĕр-пĕринпе выляса ÿснĕ. Асанне-кукамай ку урамра пурăннăран çак кукăртан тухма пĕлмен. Çиччĕмĕш класра чухне çирĕп туслашрăмăр Владикпа. Вун саккăртах пĕркенчĕк айне тăнă та — 37 çул пĕрле пурăнатпăр, — ытлашши сăмах вакламасăрах кун- çул сукмакне йĕрлесе те тухрĕ сăпайлă, çав тери çепĕç чĕлхеллĕ кил ăшшин управçи.
Çап-çамрăкла качча кайнă пулин те çакăншăн ÿкĕнме тивменнине çирĕплетет вăл. Сăлтавĕ мăшăрĕпе яланах шăкăл-шăкăл пурăнни кăна мар, хунямăшĕпе Ольга Петровнăпа та яланах кăмăллă хутшăнни тесе шухăшлать.
— Владислав — çемьере кĕçĕнни, çавна май аслисемпе пĕрле пурăнаттăмăр. Каярах хамăра ятăн çурт лартма шухăш тытрĕ мăшăрăм. Тĕп килĕнчен аякка каяс темерĕ. Хальхи кил хуçалăх вырăнĕнче самай тарăн çырмаччĕ. Çурт вырăнĕнче кăна тÿремччĕ. Вар хысакне сĕвеклетес тесе миçе тонна тăпра тăкмарăмăр-ши! Вăл çурхи шывпа е çумăрпа юхса ан кайтăр тесе йывăçсем лартрăмăр. Халĕ ав йăран туса çимĕç акатпăр, — Ангелина Валерьевна каланинчен çутă тĕллевпе пурăнакан ĕçчен çыншăн нимĕнле лару-тăрура та чăрмав çуккине ăнланса илетĕн.
Çут çанталăкпа çураçура пурăнасси Владислав Кузьминшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çичĕпÿрт таврашĕнчи пĕвесемпе çăл куçсене тасалăхра тытассишĕн тăрăшать вăл. Тĕп урампа Воробьев урамĕн хĕресленĕвĕнчи пысăк мар пĕвене, 1939 çулта йĕркеленĕскере, хăй пуçарса икĕ хутчен тасаттарнă. Унсăрăн, тен, юшкăнланса хальччен типсех ларĕччĕ. Владислав Николаевич общество пурнăçĕнче чи хастаррисен йышĕнче пулнине вăл темиçе çул ял старостин тивĕçне пурнăçлани çирĕплетет.
— Халăхпа пĕрле тумалли ĕçсене атте пек çивĕччĕн çĕклеме пĕлекен пур-ши? Шкулта истори вĕрентнĕскер директорта та чылай çул ĕçлерĕ те — ертÿçĕ опычĕ пысăк. Ăна ялта хисеплени халĕ ĕнтĕ пирĕншĕн кăна мар, мăнукĕсемшĕн те тĕслĕх, — калаçăва хутшăнать çуллахи вăхăтра çемйипе ашшĕ-амăшĕ патĕнче час-час хăналанакан хĕрĕ Марина Владиславовна.
Аваллăх илĕртнипе
— Çемьеллĕ пурнăçра аттепе анне хутшăнăвне яланах пуçра тытатăп. Ĕçрен таврăнатчĕç те килти хуçалăхра аппаланатчĕç, ун хыççăн çемье апата ларатчĕ. Тĕпелте чухне кун мĕнле иртнине пĕр-пĕринпе сÿтсе яватчĕç, калаçăвĕ яланах лăпкă иртетчĕ, — тăван килĕнче иртнĕ çулсене аса илет халĕ хăй те ывăлпа хĕр ÿстерекенскер. — Иккĕшĕ те нумай вулаççĕ, темĕнпе те кăсăкланаççĕ, вĕсен тавра курăмĕ пире те витĕм кÿнех пулĕ.
Ангелина Кузьмина ялта культура вучахне хĕмлентерессишĕн тимлĕ ĕçлет: 35 çул библиотекăра вăй хурать, çамрăкранах вырăнти «Кунер» халăх ансамбльне çÿрет. Унăн сăмахĕнчен кĕнеке патне туртăнасси йăхран йăха куçни сисĕнет:
— Аннене Надежда Викторовнăна культура енĕпе вĕренсе тухсан Мордовие ĕçлеме янă. Ун хыççăн вăл тăван ялах таврăннă, вырăнти вулавăшра — «изба- читальня» тенĕ-ха ĕлĕк — тăрăшнă. Ял çыннинсене вулав культурине хăнăхтарма мехел çитернĕ: чылайăшĕ иленнĕ «ăслă çурта».
Çичĕпÿртри библиотекăн тĕллевĕ тĕрлĕрен. Ангелина Валерьевна хăй кăсăкланса пухнăран кунта авалхи япаласем те упранаççĕ. Чăваш тумĕ, хĕрарăмсен капăрлăх таврашĕ, кил- тĕрĕшри япаласем... Вĕсем алă айĕнче пулнăран наци еткерлĕхĕпе çыхăннă мероприятисем кăсăклă иртни иккĕлентермест.
— Авалхи япаласенче темĕнле хăват пытаннăн туйăнать. Акă пушăтран ăсталанă çак арчана асанне килĕнчен тупса килнĕ эпĕ. Вăл пушă лармасть, чăваш тĕрриллĕ тĕрлĕ çи-пуçпа тултарнă ăна, асамлă хатĕре уçса кăтартать вулавăш ертÿçи.
700 çул ытла каяллах йĕркеленнĕ ялта халăхăн вырăнти фольклорне пухас ĕçре те хастар Ангелина Валерьевна. Малалла вулас...