Комментировать

29 Мая, 2014

Нимĕнле хăрушлăхран та шикленмен Анатолий Шумов

Анатолий Шумов – Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çул çитмен партизанĕ. Ăна гитлеровецсем вĕлернĕ. Паттăр пионерсен йышĕнче вăл.

Толя Шумов 1924 çулта çуралнă. Амăшĕ, Евдокия Степановна коммунист, вăрçă умĕн партин Осташево райкомĕнче ĕçленĕскер, ывăлне Анатолий Луначарские хисеплесе унăн ятне панă. Арçын ача ашшĕсĕрех çитĕннĕ. Тин утма пуçласанах вăл амăшĕн çирĕп йĕркине пăхăнма тытăннă тесен те йăнăш пулмĕ. Мĕн пĕчĕкрен ни пĕчченлĕхрен, ни тĕттĕмрен хăраман, хăвăртрах çĕнĕ кун çитессе кĕтнĕ, шкула кайма васканă. Вĕренесси уншăн чун юратнă ĕç пекех пулнă, юлташĕсене те пулăшнă.

1941 çулта Анатолий сакăр класс пĕтерет те амăшĕн- чен вăрттăн, виçĕ тантăшĕпе пĕрле çар училищине кайма шухăш тытать. Анчах вăрçа пула çак тĕллеве пурнăçлаймасть. Толя питĕ хурланса ÿкет: вăрçă пуçланнă, унăн вара, класс йĕркине тытса пыраканскерĕн, ÿссе çитнĕ çирĕп каччăн тылра лармалла тата повесткăсем валеçсе çÿремелле.

«Фашистсем хуламăрсене йышăнаççĕ, пире вара фронт çывăхне те ямаççĕ», – тет вăл амăшне пĕррехинче Советинформбюровĕн хыпарĕсене итленĕ хыççăн.

Авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Анатолий тăххăрмĕш класа каять. Анчах вĕренÿ ăна малтанхи пек илĕртеймест. Пуринчен ытларах вара вăл шкул директорĕ И.Н.Назаров йĕркелекен ирĕклĕ батальонти çар хатĕрленĕвне килĕштерет. Кунта шкул ачисем винтовкăна тата пулемета, маскировка приемĕсене, хуть те хăш вырăнта та çул тупас вăрттăнлăха алла илеççĕ.

Çав вăхăтрах фронт линийĕ тухăçалла куçса пырать. 1941 çулхи авăн-юпа уй- ăхĕсенче Мускав облаçĕн хĕвел анăç районĕсенче партизан отрячĕсем тата фронта пулăшакан ушкăнсем йĕркеленме тытăнаççĕ. Вĕсен тăшман Можайск хÿтĕленÿ линийĕ урлă каçсанах тапранмалла. 1941 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче гитлеровецсем Осташево райцентрне йышăннă.

Осташево районĕнче çак вăхăта виçĕ партизан отрячĕ йĕркеленнĕ. Вĕсенчен пĕринче, Василий Федорович Праскунин ертсе пыраканнинче, Евдокия Степановна Шумова та пулнă. Мĕншĕн тесен Осташевора парти ĕçченĕ пек юлма май çук, тыла та каяс килмен, хăйне тăшманпа хире-хирĕç çапăçмалли çын пек туйнă. Амăшĕпе пĕрле ывăлĕ те партизана каять. Отряда çавăн пекех ĕнерхи виçĕ шкул ачи кĕрет: Владимир Колдов, Юрий Сухнев тата Александра Воронова.

Çамрăк партизансен, тĕпрен илсен, уйрăм вырăнти тăшман йышне, нимĕç çарĕсем ăçталла куçнине пĕлмелле тата вырăнти халăх хушшинче агитаци хучĕ-сем сарса çÿремелле.

Анатолий пĕр ĕçрен те хăраса тăмасть: автоçулсене минăлассинчен те, тăшманăн телефон çыхăнăвне тĕп тăвассинчен те. Икĕ хутчен ăна нимĕç патрулĕ тытать, ăнăçусăрлăх татах та пулать, çапах вăл отряда ăнăçлă таврăнса çитме май тупать.

Çапла Куровск большакĕнчи тĕрĕс-левре Анатолийĕн çиелти тумне хывса илеççĕ. Анчах вăл тăшман сăмси умĕнчен те тарма пултарать, шартлама сивве пăхмасăрах аялти кĕпе вĕççĕн партизан отрядне таврăнса пĕлтерĕшлĕ хыпарсем çитерет.

Тепĕр пулăмĕнче те ăнăçу пурах. Тольăн шыв арманĕн плотини урлă каймалла. Унта вара часовой тăрать. Плотина тавра çаврăнса кайма май çук, эппин, часовойпа сăмахламах тивет. Ку вара питĕ синкерлĕ – Анатолий атă ăшне лис-товка чиксе тултарнă-çке. Хуралçăран епле хăтăлмаллине шухăшланă вăхăт-ра арçын ача хыçĕнче армана кайма тухнă нимĕçсем курăнса каяççĕ. Вĕсен лавĕ чарăнса ларсан Анатолий çухалса каймасть, пулăшма чупать. «Гут, гут», – мухтаса илет те часовой палламан ачана ирттерсе ярать.

Тепрехинче вара Тольăна Сумароково ялĕнче тытаççĕ. Ыйтса тĕпченĕ вăхăтра арçын ача хăйĕн çухалнă амăшне шыранине пĕлтерет. Анатолий кăштах пуçтахларах та хăтланать: вырăсла лайăх пĕлекен нимĕç офицерне коммунистсем çинчен анекдотсемпе кулăшла пулăмсем каласа парать, çивĕч ăс-тăнĕ-пе шанчăка кĕрет. Офицер Тольăна хăй патĕнче хăварать, амăшне шыраса пулăшма шантарать. Шумов комсомолец çак роле икĕ кун хушши вылять. Çав вăхăтрах тăшман лагерĕнче мĕн пулса иртнине сăнаса пĕтĕмпех ас туса юлать. Меллĕ самант лексенех вара партизан отрядне тухса тарать, хăйĕнпе пĕрле документ тата карттă, бинокльпе пистолет чикнĕ сумка та илет.

Çапла хăтланнă хыççăн нимĕçсем ку арçын ачапа кăсăклансах каяççĕ. Ун çинчен мĕн те пулин пĕлтерекене наг-радăлама йышăнаççĕ.

1941 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Тольăн Осташевора черетлĕ задани пурнăçламалла. Кунта ăна Шура Вороновăпа тĕл пулма хушнă. Анчах хĕр килмен (каярах пĕлнĕ тăрăх, çав кун умĕн ăна нимĕçсем арестленĕ, ун хыççăн вара вĕлернĕ иккен). Хĕре шыраса Анатолий кунта пурăнакан шанчăклă çынсем патне кĕрсе тухать. Ялта çÿ-ренĕ вăхăтра ăна вырăнти «полицай» Кириллин асăрхать, хăйĕн нимĕç пуçлăхне пĕлтерет. Облава пуçланать. Тольăна тытаççĕ. Темиçе сехет асаплантарса тĕпченĕ хыççăн Анатолий Шумова çуна çумне çыхса хураççĕ те ултă автоматчикпа пĕрле Можайска яраççĕ. Можайск çумĕнчи вăрманта Тольăна персе вĕлереççĕ.

1942 çулхи кăрлач уйăхĕн вун улт-тăмĕшĕнче Ржевск-Вязьма операцие пула, юн юхтарнă нумай çапăçу хыççăн Осташево пĕтĕмпех ирĕке тухать. Çак вăхăт тĕлне ялăн пысăк пайĕнчен нимĕн те юлман ĕнтĕ. Кăрлачăн вун çиччĕмĕшĕнче Евдокия Степановна Осташевона таврăнать, çынсенчен ывăлĕ çинчен ыйтса пĕлет. Анчах та юратнă тĕпренчĕкне Можайска илсе кайнисĕр пуçне тек нимĕн те пĕлеймест. Шумова гитлеровецсем совет çыннисене йышлăн персе вĕлернĕ вырăнсем тăрăх çÿрет, вилнисем хушшинче ывăлне тупаймасть. Толя паттăрла пуç хуни тата вăл никама та сутманни кăна паллă пулнă. Курнă çынсем çирĕп- летнĕ тăрăх, Анатолие ыйтса тĕпченĕ вăхăтра вăл хăйне çирĕп тытнă, асап-лантарнине пăхмасăрах пĕр сăмах та каламан.

Нацистсемпе çапăçса харсăрлăх тата паттăрлăх кăтартнăшăн партизан разведчике Анатолий Шумова Ленин –орденĕпе наградăланă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.