Комментировать

20 Авг, 2018

Тинĕсе чунран юратнăскер

Вăл математик, механик, академик, профессор, флот генералĕ иккенне чылай чухне аса илместпĕр. Çав вăхăтрах «карап тăвакан» тениех ăна мĕн пысăкăш сум кÿрет. Сăмахăмăр — РСФСР ăслăлăхпа техника тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Крылов пирки. Социализм Ĕçĕн Геройĕ, 3 хутчен Ленин орденĕн кавалерĕ çуралнăранпа кăçал 155 çул çитрĕ.

Тикĕтлĕ атă

Алексей Крылов Улатăр уесĕн Висяга ялĕнче /халĕ Пăрачкав районĕ/ пурăнакан Николай Александровичпа София Викторовна çемйинче 1963 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче /кивĕ стильпе 3-мĕшĕнче/ çуралнă. Эрнеренех тĕне кĕртнĕ ăна. Кун пирки çырнине чиркÿ кĕнекинче курнă вăл каярах.
«Л.Толстой çеç хăйне виçĕ кунра тĕне кĕртнине ас тăватчĕ пулмалла. Эпĕ вара кун пирки çырса хунипе 25 çула çитсен, мăшăрланма хут кирлĕ пулса тухсан çеç паллашрăм.
Пурнăçри пĕрремĕш аса илÿ мĕнпе çыхăннă-ха? Миçере пулнă эпĕ ун чухне?
1866 çулхи çулла атте Улатăрти земство председателĕ пулса тăчĕ, Улатăра куçса кайрĕ. Алексей Нилыч атăçă пурăнатчĕ ун чухне Улатăрта. Пурнăçăмри чĕркуççи таран хăпаракан пĕрремĕш сăран атта та вăл çĕлесе панăччĕ. Петĕр ямшăк пурччĕ пирĕн. Хăйне валли пасарта атă туяннăччĕ. Эпĕ, картишĕнче выляканскер, Петĕр тикĕт пички патне пырса аттине сĕрнине асăрхарăм.
Петĕр пăрăнма та ĕлкĕреймерĕ — мазилка манăн алла лекрĕ. Эпĕ вара атта тикĕтпе Петĕртен те ытларах сĕрсе хутăм. Хамăн ĕçпе аслисен умĕнче мухтанма утрăм. Атте пуç хĕрлĕ çĕклерĕ те ура ÿсекен вырăнтан лайăх çаптарчĕ. Ун чухне эпĕ виççĕри ача пулнă-тăр. Кун хыççăн килте çÿрекен атта тикĕтпе текех сĕрмен эпĕ», — çырнă аса илĕвĕнче Алексей Николаевич.

«Алеша тусăм»

Николай Александрович, пулас академикĕн ашшĕ, çамрăк чухне Крым вăрçине хутшăннă. Сывлăхĕ хавшанипе отставкăна тухсан Висягăри именире пурăнма тытăннă. Нумай енлĕ те тарăн пĕлÿ илнипе кăна мар, хăйĕн шухăш-кăмăлĕпе те ыттисенчен уйрăлса тăнă. Илемлĕ литературăна юратнă, хăй те çыркаланă.
Крыловсен çывăх тăванĕ, паллă офтальмолог В.Филатов аса илнĕ тăрăх, Николай Александрович çивĕч ăслă, çирĕп кăмăл- туйăмлă çын пулнă. Ывăлне питĕ юратнă, «Алеша тусăм» тесе чĕннĕ ăна.
Алеша амăшĕ, Софья Викторовна /Хусанта çуралнă/ — авалхи дворянсен Ляпуновсен йăхĕнчен. Ăслă та илемлĕскер, ÿркенменскер, вăл мĕн пур ĕçре упăшкин шанчăклă пулăшаканĕ пулнă.

Пĕчĕк «вăрă-хурах»

«Мансăр пуçне аттепе аннен урăх ача пулман. Атте яланах ĕçлетчĕ. Анне ун чухне 22 çулта пулнă. Пирĕн патра яланах унăн йăмăкĕсем пурăнатчĕç: малтан Елизавета, каярах Алесандра Викторовна. Шăпах вăл мана вулама, çырма, кĕлĕ тума, тĕн историне, француз чĕлхине вĕрентме пуçларĕ те.
Ман пата çитнĕ халапсем тăрăх, çамрăк аннепе йăмăкĕсем мана питех те иртĕхтернĕ. Эпĕ ытлашшипех шухă ача пулнă ахăр, çавăнпах тăвансем манран вăрă- хурах ÿсет тесе хăранă та.
Эпĕ пиллĕкре чухне атте мана пĕчĕк чăн-чăн пуртă парнеленĕччĕ. Вăл манăн пĕртен-пĕр тетте пулса тăчĕ. Манăн пÿлĕмре яланах пĕрене сыпписем выртатчĕç. Уйрăмах хурăна çăмăллăн çураттăм. Вут ун чухне хăлаç тăршшĕччĕ. Кубла хăлаç 3 тенкĕ тăратчĕ /ун чухнех пĕлнĕ эпĕ çакна/. Сарлакаччĕ /виçĕ вершукчĕ/. Нумай аппаланнă хыççăн вутта çурма май килсен мĕн тери савăнаттăм. Пÿлĕм турпас айне пулатчĕ.
Эпĕ пуртăпа ĕçлес енĕпе вĕренессинчен ăстарах пулнă ахăр.
— Маша вулама та пĕлет, эсĕ вара — çук, — ÿпкелетчĕ Александра Викторовна.
— Маша улттăра вĕт, эпĕ вара пиллĕкре кăна-ха, — теттĕм», — çырнă аса илĕвĕсенче Алексей Николаевич.

Франци

Кавказ сивчирĕпе нумай çул тертленнĕ кил хуçи. Тухтăрсем сĕннипе климат улăштарма Францие тухса кайма хатĕрленнĕ Крыловсем.
«1972 çулхи авăн уйăхĕнче атте тăван хуçалăха яланлăхах хăварчĕ. Усадьбăна пуян кулака Захар Овчинникова сутрĕ, çĕр лаптăкĕн çуррине /300 теçеттине яхăн/ Висяга хресченĕсене пилĕк çул хушшинче тÿлесе татмалла калаçса татăлса кашни алла икшер-виçшер теçеттин пачĕ. Çĕре хресченсене ахалех тенĕ пек парса хăварчĕ», — çырнă Алексей Крылов.
Тăххăрти Алексей пурнăçĕнчи пĕрремĕш çул çÿрев пулнă ку. Çемье Марсельте тĕпленнĕ. Кунта арçын ача уйрăм çыннăн шутланакан пансионата çÿренĕ, французла лайăх калаçма вĕренсе çитнĕ, математикăпа тĕплĕн паллашнă. Раççее таврăнсан пĕр вăхăт ашшĕ-амăшĕпе тинĕс мухтавĕн хулинче Севастопольте пурăннă. Çакăнта çуралăн та унăн моряк пулас ĕмĕчĕ.

Çирĕп тĕллев

1877 çулта Раççейпе Турци хушшинче вăрçă пуçланнă. Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче крейсер çинчен антарнă «Наварин» тата «Синоп» карапсем «Ассара Шевкет» броненосеца çапса аркатнă. Çак пулăм пурне те хавхалантарнă. Алексей Крылов вара хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартнă: моряк пулать. Пушшех те, çамрăк 14 çула çитнĕ ун чухне. Малашнехи çул-йĕре палăртма шăпах вăхăт.
— Эсĕ хăв та тинĕсе юрататăн, атте, — пуçланă калаçу Алексей çемьепе пухăнсан. — Латыньпе грек чĕлхине вĕренсе ларас килмест, Тинĕс училищине яр мана.
Николай Александрович ывăлне питех те лайăх пĕлнĕ: Алеша халĕ калани пушă сăмах мар, тĕплĕ шухăшлани.
— Эппин, Петербурга?.. — сăмаха вăрăма тăсса ямасăр пулнă кил хуçи хуравĕ.
Мĕн шухăшланине пурнăçа кĕртес тĕллевпе Алексей Крылов 1878 çулта Петербургри Тинĕс училищине вĕренме кĕнĕ. Кунта вăл пĕтĕм пушă вăхăтне задачăсем шутласа ирттернĕ. Математикăна кăмăллас туйăма тăванĕ А.Ляпунов /каярахпа паллă математик/ вăйлатса пынă.
«Александр Ляпунов витĕм кÿнине пула эпĕ математикăпа хытă интересленме тытăнтăм. Училищĕрех маншăн çакă уçăмлă паллă пулчĕ: математикăна тарăннăн тиш-кермесĕр лайăх моряк пулма çук», — аса илнĕ каярахпа А.Крылов.
Алексей Николаевич вĕренес яваплăха туйнă. Йывăрлăхсем илĕртнĕ кăна ăна. Лекцисемпе тата учебниксемпе кăна нихăçан та çырлахман вăл, кăсăклантаракан ыйту хуравне шыранă май ют çĕршыв ученăйĕсен ĕçĕсемпе те паллашнă. Çавăнпах нимĕнле комисси те, экзамен та хăратман ăна.

Анчах… ишме юрамасть

Тинĕс училищинче вĕреннĕ çулсем А.Крыловшăн усăллă иртнĕ. 1884 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче кăларнă хушупа килĕшÿллĕн Крылов гардемарина Флот мичманĕн званине панă.
Çамрăк та пултаруллă офицера тинĕс, карапсем кĕтнĕ. Анчах… вĕренсе пĕтернĕ тĕле Крылов сасартăк япăх, çывăхран кăна курма тытăннă. Карап çинче ишме юраманнине пурте сăмахсăрах ăнланнă.
Пурнăçне ăслăлăхпа çыхăнтарасси çакăнтан пуçланнă та. И. де-Колонг профессор сĕнĕвĕпе килĕшсе Алексей Николаевич Тĕп гидрографи управленийĕн компас мастерскойĕнче вăй хума пуçлать. Хавасланса, çирĕп тĕллевпе, чăтăмлăн ĕçленĕ вăл. Кĕске вăхăтрах наука паллă ĕçĕсем çырнă. Çавăн чухнех вăл çĕнĕ йышши дромоскопăн конструкцине туса хатĕрленĕ. Чикĕ леш енчи çавăн йышши приборсемпе танлаштарсан вăл карапа тĕрĕсрех тытса пымашкăн май панă. Ку çĕнĕлĕхпе флотра анлăн усă курма тытăннă.
1887 çулта Петербургри заводсенчен пĕринче А.Крылов карапсем тăвас ĕçе кÿлĕнет. Çĕнĕ броненосецсен пĕрин тупă башнине улăштарса лайăхлатать, çавна май наукăра пысăк ĕç пурнăçлать. Заводра Алексей Николаевич хăйĕншĕн пĕтĕмлетет: унăн тивĕçĕ — карапсем тăвасси.
Тата икĕ çул Тинĕс академийĕнче вĕренет вăл. Училищĕри пекех кунтан вĕренсе тухнă чухне те унăн ятне мрамор хăма çине çырса хураççĕ. Крылова кунтах преподавательте ĕçлеме хăвараççĕ. Çак вăхăтра карапсем кăларас енĕпе наука ĕçĕ нумай çырать. Чи кирли — карап теорийĕн ыйтăвĕсем. Карапа путма парас мар тесе ăна ăсталанă чухне мĕнле сăлтавсене шута илмеллине кăтартса вăл схемăсемпе таблицăсем хатĕрлет.

Çĕнĕрен-çĕнĕ тивĕçсем

Кĕрешÿ тем пек йывăр пулин те ăнăçу килетех: унăн таблицисемпе усă курма тытăнаççĕ. 1908 çулта Крылова Раççейре карапсем тăвас ĕçе ертсе пыма шанаççĕ. Геннерал-майор званине параççĕ. 1919 çулхи утă уйăхĕнче тинĕс академийĕн ертÿçине лартаççĕ. Çак çăмăл мар ĕçре унăн педагогпа организатор пултарулăхĕн анлăшĕ палăрать.
Ĕмĕр тăршшĕпех, çав шутра тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче те, Алексей Николаевич нумай та тухăçлă ĕçленĕ. Вăл Совет çĕршывĕн Тинĕс—çар флочĕн карапĕсене, гироскопи приборĕсене тума хастар хутшăннă. Доксем, кĕперсем тунă çĕрте те унăн пулăшăвĕпе анлă усă курнă. Ăслăлăхра та паллă йĕр хăварнă вăл, унăн ĕçĕсем пичетленсех тăнă. Пысăк квалификациллĕ специалистсем вĕрентсе хатĕрлес ĕçе питех те пысăк тÿпе хывнă.
Сăнарлă аса илÿсем
Илемлĕ те сăнарлă чĕлхепе çырнă «Манăн аса илÿсем» кĕнеки те чăваш, вырăс халăхĕшĕн пысăк тупра пулса юлнă.
«Кĕнеке ман куç умĕнче çуралнă. Пысăк пÿлĕмре, хут абажурлă краççын лампи лартнă сĕтел хушшинче эпĕ çул çÿревсем çинчен мĕнле те пулин кĕнеке вулама вырнаçаттăм. Мана хирĕç кукаçи пысăк тетрадь çине кăранташпа темĕн çыратчĕ. Сĕтел хушшинче унпа юнашар арăмĕ Надежда Константиновна ларатчĕ.
Пĕр каçине кукаçи кăранташне айккинелле хучĕ те çапла каларĕ:
— Акă итлĕр эпĕ мĕн çырнине.
Вăл аса илĕвĕсене вулама пуçларĕ. Хăй питĕ чаплă вулатчĕ. Пирĕн куç умне унăн ачалăхĕ, ашшĕ, кÿршисем çинчен каласа панисем чĕррĕн тухса тăчĕç… Эпир, такам тухатнă евĕр, икĕ сехет иртнине сисмен те.
— Ну, мĕнле, интереслĕ-и? — ыйтрĕ кукаçи тетрадьне хупса.
Аса илÿсене 27 кунра çырса пĕтерчĕ. Кукаçи, хăй 78 çултине пăхмасăр, цыфрăсене, датăсене, хушаматсене пуçран аса илсе çырчĕ», — палăртнă мăнукĕ, географи наукисен докторĕ А.Капица.

Ас тăвăм

— Хамăн пурнăçăн 65 çулне эпĕ флота халалларăм. Тата тепĕр çавăн чухлĕ кун кунласан пурнăçăма пĕтĕмпех хам юратакан тинĕс ĕçне панă пулăттăм, — тенĕ Алексей Крылов Тинĕс—çар флочĕн инженери училищин курсанчĕсем умĕнче тухса калаçнă чухне, хăй виличчен темиçе кун маларах. Малалла вулас...
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.