Комментировать

17 Авг, 2018

«Сĕт-çăва урамра туянас килмест»

Асфальт çине кăларса хунă таварăн пахалăхĕ иккĕлентерет

«Атте-аннене кăна сутмастпăр, ыттине йăлтах сĕнеççĕ, пĕтĕмпех илме пулать паян», — пĕр чăнласа, пĕр шÿтлесе ăнлантарчĕ Шупашкарти «Хусанкай урамĕ» чарăну хыçĕнче пахча çимĕçпе, улма-çырлапа сутă тăвакан хĕрарăм. Кунта сутакан-илекен, чăнах та, чылай. Пахча пуррисем, хула çывăхĕнчи ялсенчен килнисем ешĕл çимĕç, çĕр улми, чей курăкĕ, пыл сĕнеççĕ. Хăйсен таварне вĕсем таса, хими им-çамĕ сапмасăр, пулăхлă çĕр çинче ÿстернине ĕнентереççĕ…

Çапли çаплах пулĕ-ха та… Анчах шăрăх вăхăтра час пăсăлакан çимĕçе те — сăмахран, сĕт юр-варĕпе çăмарта — сутаççĕ-çке вĕсем. Хусанкай урамĕнчех пĕри курупкасем çине тăпăрчă, сĕт, çăмарта кăларса хунă… Çур килограмм тăпăрчине 90 тенкĕпе сутать, 1,5 литр сĕтшĕн 50 тенкĕ ыйтать. Чăн та, лавккари сĕт çимĕçĕсемпе танлаштарсан, вăл сĕнекенни, тен, усăллăрах та… Анчах çакна çирĕплетекен нимĕнле справка та çук сутуçăн, тавара лаборатори тĕпчевĕ витĕр те кăларман вăл. Çитменнине, сутуçăн хăй сыввине ĕнентерекен санитари кĕнеки те çук…
Шупашкар районĕнчен килнĕ Тамара Матвеева килти хушма хуçалăхĕнчи ытлашши пахча çимĕçе кунта тăтăшах сутать-мĕн. «Пенси укçи пысăк мар, кăштах тупăш пултăр тетĕп. Çăвĕпех пахчара тăрмашатпăр. Пилĕк-çурăм авмасăр нимĕнле çимĕç те ÿсмест», — хыпкаланчĕ вăл. Кунта вырăншăн укçа ыйтмаççĕ, сутас текене никам та хăваламасть. Çимĕçе хума сутă сĕтелĕсем (прилавок) лартнă. Çапах ял çыннисене тăрă çукки пăшăрхантарать. «Çумăрлă, çил- тăманлă çанталăкра кансĕр, йĕп- йĕпе пулатпăр»…
Шупашкарти Гагарин урамĕнчи пасарта килти хушма хуçалăхри пахча çимĕçпе, улма-çырлапа, ытти продукципе сутă тăвакансем валли ятарлă вырăнсем уйăрнă. Аш-какай павильонĕнче ятарлă лаборатори те пур. Унта аш-какай, сĕт çимĕçĕсен пахалăхне тĕрĕслеççĕ. Лаборатори заведующийĕ Зоня Владимирова пĕлтернĕ тăрăх, кăçалтан выльăх пусмалли пунктсенче тирпейленĕ аш-какая кăна йышăнаççĕ. Зоня Брониславовна каланă тăрăх, паха аш-пăш килет. «Таса мар шыв ĕçтернĕрен кăна хăш чухне выльăхăн ÿпки чирлĕ пулать. Выльăх пусмалли пунктсенче те лабораторисем пур, тухтăрсем ĕçлеççĕ. Сĕт-çу продукципе сутă тăвакансене те тĕрĕслетпĕр. Маларах урамра тăракансем валли халĕ пасарта вырăн уйăрчĕç. Вĕсен пурин те документ, санитари кĕнеки пур. Ятарлă документра ĕнене вакцинацисем (туберкулезран, бруцеллезран, лейкозран, маститран) туни пирки паллăсем пулмалла», — ăнлантарчĕ лаборатори заведующийĕ.
Пасарта сĕт çимĕçне сутакансем пире ăшшăн кĕтсе илчĕç. Пурте хăйсен докуменчĕсене вăр-вар кăларса кăтартрĕç. Муркаш районĕнчи Сыпайкассинче пурăнакан Раиса Григорьева икĕ-виçĕ çул сĕт-тăпăрчă сутать ĕнтĕ. Шăратнă çу та, услам çу та пур унăн. Вырăн укçи те хаклă мар: 30 тенкĕ кăна. Нумай тавар сутакансен 100-140 тенкĕ тÿлеме тивет. Сутуçă каланă тăрăх, хула çыннисем ял çимĕçне кăмăллаççĕ. «Пĕрре тутанса пăхнисем тата килсе ыйтаççĕ. Ялан туянакансем те пур ĕнтĕ манăн. Хăшĕсемпе паллашса туслашма та ĕлкĕртĕм», — пытармарĕ хĕрарăм.
Тĕп пасара хирĕçле чарăнура та Шупашкар çывăхĕнчи ялсенчен килнисем сĕт-çу, тăпăрчă, тĕрлĕ пахча çимĕç сутаççĕ. Асăннă урампа транспорт йышлă иртсе çÿрет. Чарăнура халăх хĕвĕшет кăна. Çавăнпа сутă тума меллĕ ĕнтĕ. Хăвăрт сутăнать, тавара сайра хутра кăна каялла йăтса каяççĕ. Анчах кунта суту-илÿ тума ятарлă вырăн уйăрман, ял çыннисем полиэтилен хутаçри тăпăрчи-çăвне асфальт çинех хураççĕ. Хăшĕсем ещĕксем вырнаçтаркалаççĕ. Транспорт вĕçĕм хутланăран тусан вĕçет, сывлăш таса мар…
Эпир тĕрĕслеве тухнă кун (ªçурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче) Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем те урамри суту-илÿпе кăсăкланнă. Чарăнура сутакансене пасара кĕртнĕ. Сутма ирĕк паракан ятарлă документ çуккисене киле янă. Çапах пĕри, хăюллăраххи, пытанса юлнă. Вăл чарăнурах 1,5 литр кĕрекен савăтсемпе вăрттăн сĕт сутрĕ. Вера (ятне улăштарнă. — Авт.) Çĕрпÿ районĕнчи Кивçурткассинчен. Виçĕ ĕне усрать. Кунта час-часах килет. «Хăвалани тарама-ха. Тытсан штрафлаççĕ. 2000-тен пуçласа 5000 тенкĕ таран тÿлеттерме пултараççĕ. Пасара кĕрес — унта вырăн пурин валли те çитмест. Вырăншăн 240 тенкĕ патнелле ыйтаççĕ», — калаçрĕ хĕрарăм. Манпа сăмах вакланă вăхăтрах унран 4-5 çын пырса сĕт туянчĕ. Кĕçех унăн хутаçĕ пушанчĕ. «Кунта чăнах та лайăх сутăнать, çавăнпа юратаççĕ çынсем ку вырăна», — мĕлтлетрĕ шухăш пуçра.
Шупашкарти Чернышевский урамĕнче, Мир проспектĕнче тата ытти вырăнта та ял çыннисем хăйсем туса илнĕ пахча çимĕçпе сĕт-çăва сутаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта та пур ун пек вырăнсем. Чи паллисем — «Каблучок», «Турист» чарăнусенче тата пасарта. Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче ирхи 8 сехетре «Каблучок» чарăну хыçĕнчи суту-илÿ вырăнĕнче (кунта сутма меллĕ пултăр тесе сĕтелсем те лартнă) халăх сĕре нумайччĕ. Чылайăшĕ Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар районĕсенчен килнĕ. Мĕн кăна çук-ши кунта? Хура çырли, пылĕ, хурăн милĕкĕ, пахча çимĕç, ĕне, качака сĕчĕ… Кунта сутă тунăшăн хăваламаншăн, вырăн укçи ыйтманшăн савăнаççĕ ял çыннисем, дача пуррисем. Хăшĕсен кулленхи клиентсем те пур. Сĕт- тăпăрчă сутакан 15 çынна шутласа кăлартăм. Пурин валли те вырăн çитменрен нумайăшĕ продукцие ещĕк çине лартса сутать. Хула çыннисем ытларах сĕт, тăпăрчă ыйтаççĕ иккен, услам çупа шăратнă çу вара питех каймаççĕ. Çапла ĕнтĕ, çынсем ытларах чухне халĕ апата тип çу ярса пĕçереççĕ…
Сутакансен калаçăвĕ те ĕне выльăх, сĕт йÿнелни пирки. «Ĕнесем халĕ бетон çинче тăраççĕ, çавăнпа чирлеççĕ. Ĕлĕк тислĕк çăрнă, хăма урай пулнă», — хăлхана кĕчĕ аслăраххин сăмахĕ. «Сăн ÿкерем-ха сире», — терĕм хайхисене сыв пуллашас умĕн. Ăçтан калани пулчĕ, пуçларĕç ятлаçма. «Ан ÿкер, пире кунтан хăвалама пуçлĕç, сутма чарĕç», — кĕр-кĕрлерĕ пасар. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.