Комментировать

16 Авг, 2018

Сăнарсем алăран çавăтса сĕтел хушшине лартаççĕ

Денис ГОРДЕЕВ — Чăваш халăх çыравçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, К.Турхан ячĕллĕ преми лауреачĕ. Вăл пултаруллă çыравçă çеç мар, публицист та! Хаçат-журналта тĕрлĕ тематикăпа пичетленнĕ статйисене вуласах тăтăм. Денис Викторович çĕкленĕ чылай ыйту ман чуна та çывăх. Унăн уçăмлă шухăшлавĕ, хăйне мĕн пăшăрхантарнине хăрамасăр калани, пурнăç пирĕн ума кăларса тăратакан ыйтусен хуравне шыраса вĕсене хаклани килĕшрĕ. Мĕнле пурăнать-ха паян самана чуппинчен юлман çыравçă тата публицист? Мĕнле шухăшсем канăç памаççĕ ăна? Авторăн пултарулăх арчинче — 20 ытла кĕнеке, вĕсен шутĕнче 3 роман, 30 ытла повеç, 150 ытла калав, новелла, эссе. Автора кăмăл-сипетпе чыслăх тата обществăра çын епле пурăнни, кашни харпăр хăйпе ăнланулăх тупма тăрăшни хумхантарать.
Публицистика статйисенче — тăван чĕлхе, тĕн, политика, культурăпа искусство ыйтăвĕсем.

— Денис Викторович, кăмăл еплерех? Пурнăç кустăрми шав малаллах кусать, обществăри улшăнусем сире пĕр шухăшсăр канлĕн пурăнма чăрмантараççĕ...
— Çыравçăсем çине калама çук пысăк негатив йăтăнса анчĕ. Ку нумайăшне анратсах ячĕ. Пултарулăхне çухатман çыравçăсем те аптăрасах ÿкрĕç, мĕншĕн тесен вĕсем кашни произведенире пархатарлă сăнар пулмаллине хăнăхса çитнĕ. Эпĕ те пĕр хушă алла ĕç тупаймасăр асаплантăм. Çамрăк чухне хайланă произведенисене тепĕр хут çырма хăтланса пăхрăм. «Шухăшласа хăварнă çынлăх» повеçе «Хĕрт-сурт» ятпа çĕнĕрен майласа пичетлерĕм. Анчах ку мана тивĕçтермерĕ. Епле пулсан та çĕнелÿ литератури маншăн ют пулмалла мар тесе хама хам ĕнентерме пултартăм.
«Эсир хăвăрăн произведенисен геройĕсене еплерех шыраса тупатăр?» — тетĕр. Эпĕ вĕсене сĕтел хушшине кĕрсе ларсан тин шырама тытăнмастăп. Ман ун пек йăла çук. Мана произведени персонажĕсем хăйсем алăран çавăтса сĕтел хушшине илсе килсе лартаççĕ. Вĕсем вара ман пуçра кĕтмен çĕртен çуралаççĕ. Акă «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ чухне ман пата яваплă секретарь пычĕ, ума «Правда» хаçат номерне хучĕ. «Вула», — терĕ. Пăхатăп: унта спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакан лашасене турттарса çÿремелли кустăрмаллă витесене Шăмăршăри автофургон заводĕнче тăваççĕ иккен. Яваплă секретарь ман çине пăхса илчĕ те çапла каласа хучĕ: «Правда» хаçат çырасса кĕтмелле мар, хамăрăн шыраса тупмалла кун пек хыпарсене».
Этемлĕх нихăçан та лăпкă пурăнман. 90-мĕш çулсем пирĕн çĕршывшăн та хăйне евĕрлĕ тĕрĕслев пулса тăчĕç. Чи кирли — çыравçăсем пурнăç таппипе тан утма пултарни, шăп та лăп вĕсен хайлавĕсене вуласа хальхи çамрăксем ун чухнехи саманан тапхăрĕсене хăйсемшĕн уçаççĕ.
— Çамрăк çыравçăсем çав самана патне каялла таврăнас тесен ман хайлавсенчи эпизодсене тишкерсе тĕпчеме пултараççĕ. Нумай произведенире ун чух пулса иртнĕ эпизодсем çырăна-çырăна юлнă. Халь ак каласан та ĕненмĕр, ун чух вара Шупашкар урамĕсенче кăкăрĕ çине латинла сас паллипе «ноу», çурăмĕ çине вара «йес» тесе çырнă хĕр пĕрчисем ушкăн-ушкăн çÿретчĕç. Анчах ку нумая пымарĕ… Те шкулта вĕрентекенсем, те ашшĕ-амăшĕ ачасене çав майкăсемпе çÿреме пăрахтарчĕç. Эпĕ çак пулăма «Йес- ноу» калавра çырса кăтартрăм. Ку кăна та мар-ха. Халăх хĕвĕшекен вырăнсенче хăрах аллипе сăпка ачине ытамланă, тепĕр аллине укçа ыйтса малалла тăснă чикан майрисем ларатчĕç. Пĕр çын та çав ачасене шеллемесĕр пăхса иртсе кайман пулĕ. Çапах укçа паракан нумай марччĕ. Çав хитре пĕркенчĕклĕ ачасене çывăрччăр тесе эмел ĕçтернĕ-мĕн тата вĕсем чикан ачисем те пулман, вĕсене чикан хĕрарăмĕсене эрех-сăрапа иртĕхекенсем укçалла панă пулнă. Вĕсем çинчен те эпĕ «Шăрхалчă» повеçре çырса кăтартрăм. Пасар саманин тискерлĕхне, намăссăрлăхĕпе чыссăрлăхне кăтартакан ун пек эпизод çав тери нумайччĕ.
— Литература критикĕсем сирĕн пултарулăхра ял теми те пысăк вырăн йышăннине палăртаççĕ.
— Ĕнтĕ ялта çуралса ÿснĕ-ха та, ял çинчен çырмасăр тăма пултарайман эпĕ. Манăн пĕтĕм ачалăх, яшлăх чăваш ялĕнче иртнĕ. Ман шухăшпа, ял пĕтес хăрушлăх яланах пулнă. Халь çĕнни сиксе тухрĕ. Шкулсене пĕрлештереççĕ, ачасене ялтан яла автобуспа илсе çÿреме тытăнчĕç. Шкул пĕтсен — ял пĕтет. Çавăнпа та шкулсене май пур таран сыхласа хăвармалла. Ку – пĕрремĕшĕ! Иккĕмĕшĕ — халь çине тăрсах радиопа та калаççĕ, телекуравпа та кăтартаççĕ, хаçатсенче те çыраççĕ – культура учрежденисене çĕнĕрен тăваççĕ, çĕнетеççĕ. Ку – лайăх!
Çĕр хакне пĕлсе çитĕннĕ çыравçăшăн ял теми çывăххинчен, çав вăхăтрах ял шăпи пăшăрхантарнинчен тĕлĕнмĕп. Çамрăклăхăн хăйĕн илемĕ... Шкул вăхăчĕсене таврăнар-ха...
— Асанкасси шкулĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн Комсомольскинчи вăтам шкулта вĕренме пуçларăм. Ун чух вĕренÿ тÿлевлĕччĕ. Çулталăкшăн 150 тенкĕ. Çуррине — Çĕнĕ çулччен, тепĕр пайне вара уяв хыççăн памаллаччĕ. Камăн ашшĕ вăрçăран таврăнман, вĕсем вĕреннĕшĕн укçа хывмастчĕç. 8 класс ăнăçлах вĕренсе пĕтертĕм. Пĕр «виççĕ» паллă та çук. Киле таврăнсан аттене савăнсах çак хыпара пĕлтертĕм. Вăл мана тимлĕ итленĕ хыççăн ĕçе кĕресси пирки сăмах тапратрĕ. Асанкассинче Полина Осипенко ячĕллĕ вăрман артелĕ йĕркеленĕччĕ. 3 уйăх столяра вĕрентрĕç. Паянхи кун та пĕрремĕш ĕç укçи илнине манман эпĕ. 360 тенкĕ. Пĕр пус юлмиччен аннене тыттартăм. «Малалла вĕренме пухăпăр», — терĕ вăл. Укçа пуçтарăнсан ман валли велосипедпа тум туянтăмăр. Тавар илме Канаша кайма тиврĕ. Манпа пĕр класра Гурий Чаржовăн пиччĕшĕ ăс пухрĕ. Генăпа эпир питĕ туслăччĕ, литкружока çÿреттĕмĕр. Кунта сăвăсем хайлаттăмăр, спектакльсем лартаттăмăр, пĕчĕк инсценировкăсем çыраттăмăр. 9-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра «Молодой коммунист» хаçат çумĕнчи литпĕрлешĕве чĕнчĕç. Вăл икĕ чĕлхепе тухатчĕ. Унта ман сăвăсем пичетленчĕç. Литкружок манăн пуласлăха татса пачĕ те! Эпĕ хамăн кун-çула литературăпа çыхăнтарма тĕв тытрăм. «Октябрь ялавĕ» çумĕнчи литкружока вăл çулсенче Гурий Чаржов, Ларион Козин, Виталий Шемекеев, Хветĕр Агивер, Лаврентий Таллеров, Геннадий Мальцев, Геннадий Уткин, Алексей Зайцев, Никандр Афанасьев çÿретчĕç. Чылайăшĕ вĕсенчен хăйсене журналистикăра тупрĕç.
— Эсир чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пирки хаçат-журналта пĕрре мар чунăра ыраттарса çыртăр...
— Пĕр иккĕленмесĕрех каламалла: чăваш ялĕ пур чухне чăваш пĕтмест. «Хулара чăвашран та вырăс çуралать», — çапла пуçланать ман пĕр калав. Ку чăнах та çапла. Халĕ вырăсларан чăвашла сăвă-калав, романсем куçармастпăр. Мĕншĕн тесен оригиналсене вулама пултаратпăр. Интернета пула пичетленĕ кĕнекесем модăран тухса пыраççĕ. Çавăнпа та чăваш чĕлхин пуласлăхĕ тепĕр чух тепĕр майлă шухăша ярать. Тăван чĕлхе урокĕсенче халь ятарлă паллă лартмаççĕ, çавна пула вĕренекенĕн нимĕнле яваплăх та çук. Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, наци хăрушсăрлăхĕ тата хамăрлăха упраса пурăнмалли хатĕр чăваш чĕлхипе литератури пулса тăраççĕ. Çапла вара пирĕн шкулсенче вырăс чĕлхипе литературипе чăваш чĕлхипе литератури пĕр тан пулмалла.
Чылай çыравçă ăсталăхне малтан журналистикăра туптанă...
— Эпe хаçат ĕçне кÿлĕнме тÿр килнишĕн паян та савăнатăп, мĕншĕн тесен вăл мана, пулас прозаика, информаципе пуянлатса пычĕ. Унсăр пуçне хаçат ĕçĕ политика, идеологи ĕçĕ шутланать. Ку пулас çыравçа чăнлăх мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине кашни кун ас тутарать. Çавăнпа та эпĕ хаçатра ĕçленĕшĕн çав тери кăмăллă. Ку тата мана илемлĕ литературăн тепĕр жанрне, публицистикăна, алла илме хистерĕ. Çыравçăсен йышĕнче публицист нумай мар. Анатолий Емельянова, Василий Петрова аса илнĕ пулăттăм. Вĕсем публицистика жанрне тиркесе тăман. Журналистика – манăн чун ыратăвĕ, çырас мар тесен те алă хăех ĕç патне туртăнать. Публицистсем фельетон жанрне аталантарнă. Унта камне уççăн кăтартмаççĕ, вулакан вара тÿрех кам пирки сăмах пынине ăнланса илет. Çапла майпа эпĕ публицистика жанрне чуна çывăх илтĕм. Халĕ те çырас килсех тăрать, анчах сывлăх ирĕк памасть.
— Эсир Библие чăвашла куçарас ĕçе те хутшăннă...
— Чăваш чĕлхин шăпи пирки шухăша путсан мана яланах Библи куçаракансен семинарĕсенче каланă сăмахсем аса килеççĕ. «Библие хăйĕн чĕлхипе вулакан халăх нихăçан та пĕтмест», — тетчĕç пире. Çавăнпа та эпĕ Кивĕ халала чăвашла куçарма килĕшрĕм. 13 кĕнеке таран чăвашла куçарнă, ытти çыравçăпа пĕрле хатĕрленĕ тулли Библи пичетленсе тухрĕ. Митрополит пире хисеп хучĕ парса тав турĕ.
Чăваш çемйисенче ачасене тĕрĕс воспитани пама пĕлеççĕ-ши?
— Пире атте-анне мĕн пĕчĕкрен ĕçлеме кăна вĕрентнĕ. Усал ĕçе хăнăхтарман… Тата çын çинче усал ятлă ан пулăр тесе хистенĕ. Çав йăла мана та куçнă пуль ĕнтĕ. Эпĕ ачасене ĕçлеме вĕрентнĕ. Шухăшлатăп та пĕр саманта аса илетĕп. Кĕçĕн ывăлăмпа пахчара канатпăр. Кÿршĕ дача тăвать. Тăррине пĕчченех витсе асапланать. «Кайса пулăш-ха кÿрше», — тетĕп Артура. Вăл 2 кун ĕçлерĕ. Вĕренчĕ. Хамăран дачăна тунă чухне ывăлăм пĕчченех тăрă витрĕ. Ку ятарласа планласа воспитани пани мар. Пурнăçри кашни утăма вĕрентсе тăман эпĕ. Ачасем пире, ашшĕ-амăшне, курса хăйсем тĕллĕн ĕçлеме хăнăхнă. «Ачăрсене литература енне сулăнтарман-и?» — тесе ыйтсан та эпĕ нихăшне те: «Литературăна юрат-ха, сăвă çыр-ха», — тесе хистемен. Вĕсем хăйсемех çав енне туртăнчĕç.
Пĕрремĕш кĕнекене аслă хĕре Аленăна халалланăччĕ. Ятне те «Аленушка теттисем» тесе панăччĕ, анчах вăл «Ăшă çумăр» ятпа тухрĕ. Светăна та сăвă çырма вĕрен тесе каламан. Эпĕ ăна рифмăпа выляма вĕрентнĕ. Чĕлхе çине килнĕ сăмах валли вăл хăех рифма тупма тавçăратчĕ. Çапла выляса сăвă çырас еннелле туртăнма тытăнтăмăр. Света мана малтанхи сăввисене кăтартман. Кайран çеç вĕсемпе паллаштарчĕ. Мĕн калас? Ырланă, мухтанă... Çыравçăн тĕнчи — хăйне евĕрлĕ тĕнче. Мĕн те пулсан çырма шухăшланă чухне ăна никам та кирлĕ мар. Вăл хупăнса ларма хатĕр, анчах та çырса пĕтерсен вара кама та пулсан каласа кăтартмалла, вуласа па-малла, çын мĕн шухăшланине пĕлмелле. Хайлавсене итлекен пĕрремĕш çын — савнă мăшăрăм. Ăна вуласа параттăм. Пĕрле ĕçлекенсенчен çавăн пек хаклама пултаракан çынсем пурччĕ. Петр Львова чи малтан кăтартма тăрăшаттăм. Вăл чылай вăхăт литература журналĕсен редакцийĕсенче ĕçлерĕ. Юлташ хакланине эпĕ чунпа йышăннă. Пĕррехинче ун патне калав илсе кайрăм. Вăл вуласа тухрĕ те юлашки страницăна енчен енне çавăркалама тытăнчĕ. «Мĕн çук унта?» — тетĕп. «Вĕçне тупаймастăп-ха», — хуравлать. Калавăн вĕçĕ пулман иккен. Эпĕ вара ман мĕн тумаллине тÿрех тавçăрса илтĕм. Страницăсене пуçтартăм та киле çитсен калав вĕçне шыраса тупрăм. Ăша, пуçа ĕмĕрлĕхе Антон Чехов калани кĕрсе юлчĕ: «Эпĕ нумай калава вĕçĕшĕн çырнă». Чăнах та, калавăн мĕн пур пĕлтерĕшĕ унăн вĕçĕнче пулмалла.
Çыравçăн ăнăçăвĕнче юнашар пурăнакан мăшăрĕн тÿпи пурах...
— Эпир арăмпа иксĕмĕр çеç кун кунлатпăр. Час-часах çамрăклăха аса илме хăтланатпăр. Çакă пирĕн пурнăç тĕшши пулса тăчĕ пулмалла. Иксĕмĕр мĕн ас тунине пĕрне-пĕри каласа паратпăр. Чăнах та, пире шăпа хăй паллаштарчĕ. Пĕр шкултах ăс пухнă эпир, анчах та унта мар, вĕренсе пĕтерсен чунпа çывăхланмалла пулчĕ. Эпĕ ун чух «Октябрь ялавĕ» хаçат редакцийĕн яваплă секретарĕнче ĕçлеттĕм. Вăл вара почтăра телефонисткăра тăрăшатчĕ. Çавăн чухне эпир унпа тĕл пулма тытăнтăмăр. Илемлĕ произведенисенче çырнă пек, киносенче кăтартнă пек юрату романтики çав тери хĕрÿллĕ пулман — эпир пĕр-пĕринчен именсе калаçнă. Чăваш йăли ĕнтĕ вăл. Мана çара илсе кайрĕç. 14 кун малтан повестка парса хучĕç. 2 эрне эпĕ ялта тутăр вĕçтерсе салтак юрри юрласа çÿрерĕм, Шупашкара пединститута кайса килтĕм, юлташсемпе сыв пуллашрăм. Тĕп хуларан мана ăсатма яла юлташсем те килчĕç. Çавăн чухне Канаша илсе каякан грузовик кузовĕ çине хăпарса ларас умĕн пулас мăшă-рăмпа сыв пуллашрăм та ăна чунтан пĕр сăмах каларăм: «3 çул кĕт, таврăнсан пĕрлешетпĕр». Халĕ эпир çур ĕмĕр ытла пĕрле пурăнатпăр. Вăл та, ман пекех, партин аслă шкулĕнче ăс пухрĕ. Унтан республикăри «Знание» обществăна 33 çул ертсе пычĕ. 3 ача пăхса ÿстертĕмĕр. Вĕсен пурнăçĕ ăнчĕ. Тĕрĕссипе каласан, ачасене пурнăç çулĕ çине кăларма эпир чуна парса тăрăшнă. Пирĕн 3 мăнук пур, мăнукăн ачи те кун çути курчĕ. Пурте — арçын ачасем. Кĕçĕнни кăçал 10 çул тултарать. Вăл ман ятлă, ман хушаматлă: Денис Гордеев. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.