Комментировать

14 Авг, 2018

Ялта хуçа кирлех

«Хыпар» хаçатра хăйсен тивĕçĕсене хастар пурнăçласа пыракан старостăсем çинчен çырнă статьясене кăмăлласа вулатăп. Старостăсен статусне ÿстерес ыйтăва ЧР Министрсен Кабинечĕн утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче сÿтсе явнине МИХсем урлă пĕлтĕмĕр.

Эпĕ ял пурнăçĕнче чи кирлĕ ыйтăва хускатнине ырлатăп. Аслă ăрури çын пулнăран тата маларахри çулсенче хам та çав ĕçпе çыхăннă май çитменлĕхсене те лайăх туятăп. Старостăсем пур çĕрте те ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ темелле мар. Хăш-пĕр ялта вĕсем хут çинче çеç шутланса тăраççĕ е пачах çук.
Иртнĕ ĕмĕрте патша саманинче те ялсенче пĕчĕк влаç пулнă, унăн пуçлăхне староста тенĕ. Ял çыннисем пухура çак должноçра ĕçлеме пултаракан хастар та йĕркеллĕ çынна суйланă. Унăн çул-йĕре, ял хапхисене, кĕперсене, пĕвесемпе çăлсене юсавлă тытмалла, ял илемĕпе тирпейлĕхĕшĕн ĕçлемелле пулнă. Колхозсем йĕркеленнĕ хыççăн староста тивĕçĕсене уй-хир бригадирĕсене шаннă. Пирĕн тăрăхра икĕ ялăн çĕрĕсене, выльăх-чĕрлĕхне пĕрлештерсе комплекслă бригада турĕç, ертÿçи пулма мана шанчĕç. Ялсене тирпей-илем кĕртес ĕçе йĕркелесе пымаллаччĕ, çынсем усракан выльăха çу каçипе пăхма кĕтÿç тупмаллаччĕ. Çапла ял çумĕнчи тыр-пула та выльăх кĕрсе юрăхсăра кăларасран сыхланă. Совет саманинче суйлавсем кашни çул тенĕ пекех иртетчĕç. Вĕсемпе тата политикăпа çыхăннă ытти пухăва халăха пуçтарасси те бригадирăн тивĕçĕ пулнă. 90-мĕш çулсенче ял хуçалăх предприятийĕсем арканчĕç, çавăнпа бригадирсем те юлмарĕç.
Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕнче ĕçлекенсен аякри ялсене тăтăшах кайса çÿреме май çук. Анчах ял çыннисен куллен татса памалли ыйтăвĕсем çаплипех юлаççĕ. Çавăнпа аякри ялсенче староста пулмаллах. Пирĕн ялта, тĕслĕхрен, чылайранпа староста çук. Малтан пурччĕ-ха, йĕркеллех ĕçлетчĕ, тăрăшуллă та тÿрĕ кăмăллă çынччĕ. Çапах ялти пÿтсĕртерех çынсем ура хума, такăнтарма тăрăшнăран ĕçлеме пăрахрĕ. Ун вырăнне çĕннине суйламан. Анчах староста çук тесе ялта ĕç чарăнса ларман-ха. Хастарсем тăрăшнипе клуб урамне çÿп-çапран тасатрĕç. Автобус чарăнăвĕнче икĕ çул çÿп-çап куписем сапаланса выртрĕç, ялăн сăн-сăпатне яраканскерсене пуçаруллă çынсем машина тупса тиесе ăсатрĕç. Кĕпере юсаса çĕнетрĕç. Ĕне усракансем выльăхсене çÿретмелли вырăна электрокĕтÿç туянса вырнаçтарчĕç.
Çав хушăрах çитменлĕхсем те çук мар. Вĕсенчен хăшĕсем вырăнти влаç çителĕксĕр ĕçленипе пулаççĕ тесе шухăшлатăп. Тĕслĕхрен, сурăх усракансем кашни çулах касу йĕркелесе черетпе каятчĕç. Кăçал вара çакна йĕркелекен пулманнипе сурăхсем урамра унта-кунта тĕккеленсе çÿреççĕ. Шел, паянхи кун та йăлари хытă каяша пухас тĕлĕшпе йĕрке çук. Ял варринчи çырмасенче, уйрăмах мăн пĕве пуçĕнче икĕ енче те, шкул вăрманĕнче санкцилемен çÿп-çап куписем ÿссех пыраççĕ. Иртнĕ çулсенче пĕве пуçне тасатрăмăр, анчах унта халĕ каллех вăрттăн пырса тăкаççĕ, ун пеккисене чаракансем çук. Çак тата ытти саманта вырăнти влаçăн шута илмеллех.

Вениамин АРХИПОВ, ĕç ветеранĕ.
Элĕк районĕ, Мартынкасси.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.