Комментировать

13 Авг, 2018

Ункă-çул питĕ кирлĕ

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕршывăн анлăш аталанăвĕн стратегине пырса тивекен ыйтусенчен пуçларĕ. Çак кунсенче Виталий Мутко вице-премьер çак темăпа конференци ирттернĕ, стретегире пирĕн республикăна пайăррăн пырса тивекен самантсем те пур.

Стратегие авăн уйăхĕн варринче çирĕплетме палăртнă. Унччен регионсен хăйсен сĕнĕвĕсене парса ĕлкĕрмелле. Документра çĕршыва 14 макрорегион çине пайланă. Эпир — Атăл-Вятка макрорегионĕнче.

Тăватă муниципалитета пĕрлештерекен Шупашкар агломерацийĕ юлашки çулсенче федераци бюджетĕнчен аталану валли самай пысăк укçа илет. Малашне вара унашкал тата тăватă территори пулать — Элĕк, Красноармейски, Çĕрпÿ тата Сĕнтĕрвăрри районĕсем. Çакă вĕсене хушма инвестицисемпе пулăшмалли майсене анлăлатĕ. Анчах, Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, ку ытти район-хула пирки манма юранине пĕлтермест — вĕсене аталантарассине те асра тытмалла.

Çулсемпе çыхăннă пысăк проектсенчен стратегие пирĕн темиçе объект кĕнĕ: М-7 автотрасса реконструкцийĕ, А-151 автоçул сыпăкĕн строительстви, Чулхула-Самар автоçул строительстви. Регион сĕннĕ виçĕ проекта сирсе хăварнине Михаил Васильевич пăшăрханса палăртрĕ — вĕсене пурнăçламалли ĕçсен шутне тавăрас енĕпе çине тăмалла. Çав шутра — пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистралĕн строительствипе çыхăнтармалли çурма ункă-çул. Вăл Шупашкар тавра, Лапсар леш енче, пулмалла. Çак объект, иккĕленмест республика Пуçлăхĕ, Шупашкара кăна мар, ытти региона та кирлĕ. Паян М-7 трассăпа Кÿкеç тĕлĕнчен талăксерен 45-50 пин транспорт хатĕрĕ иртет. 

Рубрика: