Вите те ăсталать, кăмака та купалать…
Каçал тăрăхĕнчи Хирти Явăшра пурăнакан 82 çулти Зинаида Михайлова вунă ача çуратса ÿстернĕ. «Ача амăшĕ героиня» ордена тивĕçнĕ хĕрарăмăн шăпи çăмăл килмен: тĕпренчĕкĕсене пĕччен çитĕнтерме тивнĕ унăн. Ывăл-хĕрĕ ÿссе тахçанах килтен тухса кайнă. Пысăк пÿртре пĕччен тăрса юлас темен: килне хунямăшĕн тăванне пурăнма илсе килнĕ. Ахаль ларма юратман Зинаида Павловна хăйĕнчен вунă çул аслăрах Елькка аппана хÿтте илсе, ăна пулăшса пурăнать паян.
Пĕр çулта — виçĕ туй
Зина аппа мăшăрĕнчен вунă ачапа тăрса юлнă. Чи асли Антонина ун чухне ĕçе пуçăннă çеç, иккĕмĕшĕ Алеша çартан таврăннă, кĕçĕнни Саша тăватă çулта кăна пулнă. «Упăшкана пытарнă хыççăн пуç усмарăм, хамăн вăя шантăм. 45 çултаччĕ ун чухне. Хĕрарăм пĕтĕмпех чăтать, малаллах утать. Çын куçĕнчен пăхман, ывăл-хĕре çĕтĕк çÿретмен, выçă лартман», — терĕ Зинаида Павловна. Вунă ачапа пĕччен юлнăскере пурнăç тытса тăма çăмăл килменни каламасăрах паллă. Пĕчĕкскерсене выçă лартас мар тесе хăйне шеллемесĕр ир те каç дояркăра, штукатурта тăрăшнă, пăрусем пăхнă, сысна ферминче ĕçленĕ. «Çамрăк пулнă ун чухне, вăй тапса тăнă. Çĕрле — коче-гарччĕ, кăнтăрла — повар. Пур ĕçе те ĕлкĕреттĕм. Хăçан, хăш вăхăтра çывăрнă-ши, каннă-ши — астумастăп. Ашшĕ вилнĕ чухне улттăшĕ шкула утнă, вĕсене кăна мĕн чухлĕ тимлĕх кирлĕ пулнă. Вуннăшĕ те кашни кунах ман куçран пăхнă, пулăшу ыйтнă, хÿтлĕх шыранă», — каласа кăтартать Зина аппа.
Йывăр пулин те ачисем епле çитĕннине сисмен вăл, кайран пĕр- пĕрне пулăшма тытăннă. Тăрăшуллă та ĕçчен амăшĕ ултă хĕрпе тăватă ывăлне пурне те чăваш йăли-йĕркипе мăшăрлантарнă. Çулталăкне виçшер туй та кĕрлеттернĕ. Çапла, пĕрин хыççăн тепри ачисем йăваран тĕрлĕ çĕре саланнă. Халĕ унăн 16 мăнук, мăнуксен ачисем саккăрăн.
Çĕр çине çынсене ырă тума килнĕ Зинаида Павловна. Пуян та ăшă чунлăскер хунямăшĕн çывăх тăванне хĕрхеннĕ, ватлăхра ăна пĕччен пăрахса хăварас темен. 92 çулти Елькка аппана ултă çул каялла Йĕпреç районĕнчи Çăкалăхран хăйĕн патне пурăнма илсе килнĕ. «Вăл мана çамрăклатса ячĕ, чăн-чăн юлташ пулса тăчĕ. Елькка аппа манран вунă çул аслă, ун çумĕнче хам ватăлнине те туймастăп. Шеллерĕм ăна. Пĕртен-пĕр ачин ĕмĕрĕ хăвăрт татăлнă, çамрăклах йывăç айне пулса вилнĕ. Мăнукĕсем Камчаткăра, Иркутскра тĕпленнĕ, асламăшне килсе курма шухăшламаççĕ те. Пÿрчĕ кивелнĕччĕ, газ кĕртмен, шыв-вутă енчен чăрмавлă. Шăммипе тирĕ анчах юлнăччĕ Елькка аппан. Кама кирлĕ- ха ватă çын? Ялта ăна пырса пăхакан та пулман — кайрăмăр та лартса килтĕмĕр. Хăй те улшăнчĕ пирĕн патра, сăн-пичĕ çуталчĕ, вăйран кайнăскер чупса çÿреме тытăнчĕ. Курасчĕ сирĕн, ачасем Елькка аппăшне мĕн тери юратаççĕ, хуларан килеççĕ те малтан ăна ыталаса илеççĕ, нихăçан парнесĕр, кучченеçсĕр хăвармаççĕ. Асламăшĕ вырăнне вăл. Пахчана çум çумлама тухатăп-и, картиш шăлатăп-и — манран ниçта та тăрса юласшăн мар ахаль ларма хăнăхманскер. Хальхи вăхăтра пахчара чие çырли татать, мана компот-варени, хăяр-помидор хупма пулăшать. Лавккана çăкăр илме те хăех кайса килет. Çапла иксĕмĕр шăкăлтатса пу-рăнатпăр», — калаçăва тăсать Зинаида Павловна.
Çĕрĕпе алса çĕленĕ
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне Зина пиллĕкре çеç пулнă. Теттесемпе вылянине, урамра чупнине ас тумасть. Çемьере вунă ача пулнă май хăйĕнчен пĕчĕкреххисене пăхма тивнĕ. Амăшĕ вăрçă хирне ăсатма çĕрлесерен кальсон, алса тавраш çĕленĕ. Пĕррехинче çывăх çынни ĕçре чухне хĕр пĕрчи çĕвĕ машини умне вырнаçса ларнă. Пусмана ахаль сая яман вăл — шăллĕ валли калпак çĕленĕ. Чиперех пулса тухнă. Çакăн хыççăн амăшĕ ĕçе каяс умĕн Зина валли пусма касса хăварма тытăннă. Алса çĕлеме хăнăхнă хĕрача. Çĕвĕ машини умĕнче ларасси уншăн вăйă евĕр çеç туйăннă. Тăрăшуллăскер салтаксем валли алса çĕленисĕр пуçне виçĕ пÿрнеллĕ перчетке çыхма тытăннă. Шăпах çавнашкалли кирлĕ пулнă вăрçă хирĕнчисене. Çĕнтерĕве çывхартма ял çыннисемпе ăмăртса тăрăшнă пĕчĕк Зина.
Чăваш кĕпи — таврари ялсем валли
Зинаида Павловна атлас кĕпесем çĕлеме ăста. Мĕн пур тăванне, хĕрĕсене, кинĕсене, мăнукĕсене чăваш çи-пуçĕ тăхăнтартнă вăл. Елькка аппăшне хăй çĕленĕ çĕнĕрен те çĕнĕ кĕпепе çеç çÿретет. Таврари ялсем валли çĕр-çĕр чăваш тумĕ хатĕрлесе панă. Çĕвĕ машини умĕнчен паянхи кун та каймасть Зинаида Павловна. Шкул, садик ачисем валли те пĕрмаях чăваш кĕпи çĕлеттереççĕ. Хаваспах, тÿлевсĕрех вĕсен ыйтăвне тивĕçтерет. «Çынна ырă туни, пулăшни ырăпах таврăнать», — тет. Унччен тухья-хушпу нумай ăсталанă вăл. «Чăваш тумĕпе çÿремелле чăваш кинемейĕсен. Шупашкара та аркăллă кĕпепе, тĕрĕллĕ саппунпа каятăп. Урамра тĕлĕнеççĕ, эрешсене тытса пăхаççĕ. Пирĕн пуянлăх ку, чăвашла тăхăнма вăтанмалла мар, наци тумĕ пурне те килĕшет. Тутар майрисем ав тÿрех уйрăлса тăраççĕ, çутă тума кăмăллаççĕ, пурçăн тутрисене епле хитре çыхаççĕ тата, пирĕн те илемлĕ çи-пуçа арча тĕпĕнче усрамалла мар», — палăртать Зинаида Михайлова.
Стена çине çакмалли кавирсем те тĕрлет Зина аппа. Пусма таткисене пĕрне те сая ямасть, вĕсенчен диван çине сармалли хитре çи виттисем çĕлет. «Пледран ытларах алăпа ăсталанине кăмăллаççĕ ман хĕрсемпе кинсем, хулана та илсе каяççĕ, тиркемеççĕ», — тет Зина аппа. Аваллăха сума сăвать вăл. Пир тĕртнине, авăн çапнине, тăла пуснине, кĕлте çыхнине сăнласа кăтартмалла чухне тÿрех Зинаида Павловнăна чĕнсе илеççĕ клуб ĕçченĕсем. Мĕн тĕрлĕ кăна юрă пĕлмест-ши тата? Чăн-чăн пуянлăх. Вĕсене асăнмалăх темиçе тетрадь çырса хатĕрленĕ: салтак, хăна, туй юррисем.
Ачасене хытă хăранинчен, пÿсĕртен, каçăр чирĕнчен сиплеме ăста. Вăл тума пĕлмен ĕç çук та пулĕ. Кăмака купалама та маçтăр, чăх-чĕп витине те хăех ăсталать. Çынран пулăшу ыйтма, йăлăнма, ачисене шанса-кĕтсе ларма хăнăхман çамрăклах мăшăрсăр тăрса юлнăскер. 82 çулти ÿркенмен Зина аппа картиш тулли чăх-чĕп, хур-кăвакал тытать, качакасем усрать. Малалла вулас...