ПĔТЕС ХĂРУШЛĂХ ПУР
Чăваш Енре пурăш барсук , тилĕ, енот йытти мĕн чухлĕ?
Кăçалхи çу уйăхĕнче вĕсен хисепне те шутланă. «Тилĕ — 2484, пурăш — 258, енот йытти — 37, — пĕтĕмлетнĕ асăннă министерствăра. — Республикăн Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи йышăнăвĕпе пурăша тытма чарнă хыççăн хисепĕ 2017 çулхинчен 20,9% хушăннă. Ăна та 2019 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕччен тытма юрамасть».
«Юлашки çулсенче уртаракан чире сарма парас мар тесе Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн сунарçăсене явăçтарса тилĕсене нумай пĕтертĕмĕр, — терĕ Владимир Кузюков биолог-охотовед. — Çапах та йышĕ чакмасть. Вĕсене пысăк сиен кÿме йывăр. Çавăнпа тилĕсем пач çухаласран хăрамалла мар».
Чăваш Ен пурăшпа енот йыттисĕр юлас хăрушлăх çав-çавах пур. Вĕсене пĕтерес марччĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.