Шăпăрлансем ишме вĕренеççĕ
Ачана мĕн пĕчĕкрен тĕрлĕ енлĕн аталантарни паха. Ку тĕлĕшпе хушма занятисем палăрмалла витĕм кÿреççĕ.
Шупашкарта шкулсемпе ача сачĕсен çумĕнче 4 пин кружокпа секци ĕçлет. 201-мĕш ача садĕнче, сăмахран, ишев кружокĕ йĕркеленĕ. Ăна муниципаллă проектпа килĕшÿллĕн хута янă. Кружок тĕллевĕ — шкул çулне çитмен ачасене ишме вĕрентесси.
Инструктор малтан ачан ашшĕ-амăшĕпе консультаци ирттерет, шывра ишни ачашăн мĕнпе усăллине каласа кăтартать. Ача садне çÿрекенсемсĕр пуçне бассейнра 46 кăкăр ачипе вĕсен ашшĕ-амăшĕ занятисене хутшăнать.
Бассейна кирлĕ нормăсемпе ĕçлет: шывпа сывлăш температури норми стандартпа килĕшÿллĕ. Кун пек условисенче шывра ишни ачан сывлăхне, ыйха, аппетита лайăхлатма пулăшать, иммунитетпа нерв тытăмне çирĕплетет.