Комментировать

2 Авг, 2018

Нÿхрепре — музей, анкартинче — кÿлĕ

Красноармейски районĕнчи Çĕнĕ Выççăлккăри Геннадий Гурьев килĕнчех хăйне евĕр музей йĕркелеме пуçланă. Унччен çав тĕлте нÿхреп пулнă. Шыв кĕнĕрен унта пахча çимĕç упрама пăрахнă та кил хуçи мастерской хута янă. Халĕ унта темиçе тĕрлĕ çурт макечĕ вырăн тупнă, стена çине кавир çакнă. Кунтах ал ĕç хатĕрĕсем: çĕçĕ, хĕскĕч, металл касмалли пăчкă, мăлатук. Анчах чи кирли, хăва, çук-ха. Шăпах унран Геннадий Гурьевич çуртсем «çĕклет». Тĕлĕнмеллескерсене курмашкăн шкул ачисене Гурьевсем патне ятарласа илсе килеççĕ. Çак тăрăхра текех ун пек ал ĕçĕсене кураймăн.

Ĕмĕрĕпе строительте тăрăшнă Геннадий Гурьевичăн тивĕçлĕ канăва тухсан алă усса ларма кăмăл та, вăхăт та пулман. Ăçта унта! Пĕр вăхăт ял старостин тивĕçĕсене пурнăçланăскер çуралнă тăрăхра хăйĕн проекчĕпех икĕ хутлă çурт лартнă. Иккĕмĕш хутра халĕ пыл хурчĕсем тытать. Картишре — чăх-чĕп чупать, пахчара вара хăй чавнă кÿлĕ хĕвел çинче йăлтăртатать. Ÿркенменскер унта пулă ĕрчетет. Анкартинчех вăлтапа ларма май пур! Çуллахи вăхăтра кил хуçин ĕç çителĕклех. Чун киленĕçĕ патне вăл кĕркунне, çĕр шăнтсан, таврăнать. Çывăхри кÿлĕ хĕррине кайса пĕр çĕклем хăва касса килет те «строительство» пуçланать... «Мана кÿршĕ те пулăшма тытăнчĕ. Унччен вăл карçинкка аватчĕ, эп унран темиçе хут хăва ыйтнăччĕ. «Мĕн тăватăн хăвапа?» — кăсăкланчĕ те хайхискере хăнана йыхравларăм, макетсене кăтартрăм. Кун хыççăн ман валли ятарласа хăва касма çÿреме пуçларĕ. Пĕр пысăкрах çурта ăсталамашкăн сахал мар хăва кирлĕ, виçĕ-тăватă пысăк çĕклем тăкакланатех-тĕр», — каласа кăтартрĕ ал ăсти ĕçĕсемпе паллаштарнă май. Чиркÿсем, купса-помещиксен кермен пек çурчĕсем, çил арман... Тухатмăш карчăкăн пÿрчĕ те пур. Икĕ хутли уйрăмах илемлĕ, чăн-чăн чăх ури çинче лараканскер. Тĕлĕнмелле мар-и-ха? Куравсене тухса çÿренĕ чухне тăтăшах макетсене туянма кăмăл тăвакансем тупăнаççĕ. Пĕррехинче чăх ури çинчи çурта сутмашкăн ÿкĕтленĕ, пысăк макетшăн пĕрисем 50 пин тенкĕ таран сĕнни те пулнă. «Çуртсене сутассишĕн мар, çынсене парнелесе савăнтарассишĕн хатĕрлетĕп. Пытармасăр каласан, сутма шел», — терĕ арçын. Чăннипе, ĕçĕ çăмăлах мар, пысăкрах экспонатсене ăсталамашкăн 4-5 уйăхран сахал мар кирлĕ. Çавăнпа чун киленĕçĕпе хĕллехи вăхăтра аппаланать. «Ирхине вăранатăп та телевизор çутса ĕçе пуçăнатăп. Çав вăхăтрах тĕнчери, çĕршыври хыпарсемпе паллашатăп», — сăмахне тăсрĕ тивĕçлĕ канурискер. Çулла, юратнă мăшăрĕ ачисемпе мăнукĕсем патĕнче хулара пурăннă чухне хуçалăхри ĕçсемпе аппаланать.
Çуртсен макечĕсем ăнсăртран çуралмаççĕ- мĕн. Вĕсене Геннадий Гурьевич астăвăм тăрăх хатĕрлет: тĕслĕхрен, виçĕ хутлă башньăна вăл истори кĕнекинче курнă, икĕ хутлă тепĕр капăр çурта çамрăк чухне Хура тинĕс хĕрринче каннă чухне асăрханă... Чылай экспоната музейсене, тăванĕ-пĕлĕшне парнеленĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.