Комментировать

2 Авг, 2018

Мĕн пытаннă интернетра? Ырă е усал?

Сехечĕ-сехечĕпе компьютер умĕнче ларакан, планшетпа телефона алăран яман çамрăксем хăйсем интернет серепине лекнине тавçăрмаççĕ те. Ку вара наркоманипе «симĕс çĕлен» чирĕ пекех хăрушă, унран хăтăлма çав тери йывăр — çапла çирĕплетеççĕ специалистсем. Интернет уçлăхĕнче мĕнрен сыхланмалла, çитĕнсе пыракан ăрăвăн психикине епле упраса хăвармалла? Кун пирки Шупашкарти Психологипе педагогика реабилитацийĕн тата коррекцийĕн «Çемье» центрĕн аслă категориллĕ педагог-психологĕ Галина Миллина каласа парĕ.
Галина Николаевна, ачисене интернет серепинчен хăтарас тĕллевпе сĕнÿ-канаш ыйтакан чылай-и?
— Шел те, çапла калама май çук. Ашшĕ-амăшĕ интернет уçлăхĕ мĕнле хăрушлăх кăларса тăратнине ăнлансах каймасть-ха. Пушшех те, ачасене пĕчĕклех унпа усă курма хăнăхтараççĕ. Асăрханă-и эсир троллейбус-маршруткăра çамрăк амăшĕсене? Тĕпренчĕкĕсене самантрах телефон е планшет кăларса тыттараççĕ. Ача шăп пытăр кăна. Килĕнче те çаплах — ан чăрмантартăр тесе е телевизор, е компьютер яраççĕ.
Интернет сиенлĕхĕ пирки ашшĕ-амăшĕ ача шкулта вĕреннĕ чухне шухăша путать. Ача нимĕнле кружока та çÿремест пулсан чылай чухне пушă вăхăта мĕнле ирттерет? Компьютер умĕнче. Интернет уçлăхĕнче унăн юлташĕсем, унăн пурнăçĕ. Вăл ашшĕ-амăшне итлеме пăрахать. Интернетсăр пуçне ăна нимĕн те кăсă-клантармасть. Чи хăрушши — виртуаллă тĕнчере ача хăйне аванрах, хăтлăрах туйни. Интернет уçлăхĕ урлă пирĕн кил-çурта, пирĕн ачасен ăс-тăнне усал шухăшлă çынсем те «кĕрееççĕ».
Ашшĕ-амăшĕ тинех чан çапма тытăнать. Енчен те ачана пĕчĕклех телефонпа, компьютерпа пĕр чарăнми усă курма ирĕк панă пулсан мĕн кĕтмелли? Ача интернет серепине лекни куç кĕрет. Тĕпчевçĕсем 6-7 çулччен ачана 10 минутран ытла мар гаджетсемпе тивĕçтерме сĕнеççĕ. Аслăраххисене — кăшт нумайрах: 8-12 çулсенчисене — 30 минут, 13-14-рисене — пĕр сехет, 14 çултан пуçласа пĕр сехет çурă.
Шкул ачисене уроксем хатĕрленĕ чухне компьютер кирлине шута илсен çак вăхăт çителĕксĕр мар-ши?
— Эпĕ çапла сĕннĕ пулăттăм: 1 сехет — социаллă сетьре хутшăнма, вăйă выляма, мультфильм е фильм пăхма, тепĕр сехет — уроксем пурнăçлама. Ачасене çывăрас умĕн тата апатланнă чухне интернет уçлăхне кĕме ирĕк памалла мар.
Мĕнле хăрушлăх пытаннă интернетра?
— Унта арлă-арăмлă пурнăçпа, терроризмпа, экстремизмпа, сектăсемпе çыхăннă информаци питĕ нумай. Вĕсем çул çитменнисен психикине япăх витĕм кÿреççĕ. Компьютер вăййисенче пăшалтан пени, вĕлерни, хаярлăх, тискерлĕх тĕл пулать. Ачана çак вăйăсенчен тухма çав тери йывăр, вăл ăна чăн пурнăçпа пăтраштарма пултарать. Ара, вăйăра хăйне чăн-чăн паттăр пек туять- çке тата унта тус-юлташ чылай. Астармăш вăйăсем кĕске вăхăтрах нумай укçа-тенкĕллĕ пулма хистеççĕ. Çакă та илĕртет. Социаллă сетьсем, форумсем, паллашу сайчĕсем ачана виртуаллă тĕнчене кĕртсе яраççĕ. Интернет уçлăхĕнче унăн чылай тус-юлташ, унта пĕтĕмпех йĕркеллĕ, чăн пурнăçра вара вăл тантăшĕсемпе пĕр чĕлхе тупаймасть. Ача мĕн суйлатăр? Хăйне лăпкă, хăтлă туякан вырăна. Интернетра ултавçăсен серепине лекесси часах. Вĕсене ача-пăчапа хутшăнусем йĕрке-леме çăмăлрах..
— Мĕншĕн çул çитменнисем преступниксен аллине хăвăртах çакланаççĕ?
— Ачасем интернетри тусĕсене чăн пурнăçри вырăннех хураççĕ. Хăйсене çитĕннĕ çын вырăнне хуни те мораль нормисене пăсма хистет. 11-13 çулсенчи хĕр ачасем хăйсене аслăрах кăтар-тассишĕн косметикăпа вышкайсăр усă курма тытăнаççĕ, аялти кĕпе-йĕмпе, çурма çарамас сăн ÿкерĕнеççĕ. Хĕр ачасем юлташсем тупасшăн, хутшăнасшăн, социаллă сетьре вăхăта нумай ирттереççĕ. Енчен те чăн пурнăçра тус пулмасан пушшех те.
Арçын ачасене интернет уçлăхĕнче ытларах вăйăсем илĕртеççĕ, вĕсем тĕрлĕ ушкăна, çав шутра преступлени çулĕ çине тăратаканнисене, кĕреççĕ. Çак вăхăтрах ачасене пĕрремĕш юрату туйăмĕ хупăрлать, ăна пулах вĕсем шухăшламасăр утăм тăваççĕ.
Ашшĕ-амăшĕ ним тума аптăранипе телефона туртса илет...
— Ун пек тĕслĕх сахал мар. Амăшĕ гимназире вĕренекен хĕрне психолог патне илсе килнĕччĕ. Лайăх вĕренекен хĕр ача тăруках япăх паллăсем çине куçнă. Ашшĕ-амăшĕ ăна явап тыттарас тесе телефона туртса илнĕ. Ларать хайхи мĕскĕннĕн, хурлăхлăн. «Кăмăл- туйăм еплерех?» — ыйтатăп унран. «Манăн пурăнас килмест», — хуравлать хайхи. Сăлтавĕ — телефона туртса илни. Вĕсемшĕн интернет уçлăхне тухма май çукки — çав тери пысăк хуйхă. Ачасене тÿрех интернетсăр хăварни тĕрĕсех мар.
Тепĕр тĕслĕх — арçын ача компьютер вăййисенчен уйрăлмасть, амăшĕ асăрхаттарнине те хăлхана чикмест. Çавна кура амăшĕ пырать те компьютера сÿнтерет. 12 çулти арçын ача тарăхнипе чÿрече каррисене туртса антарать, тĕкĕре пуканпа перет. Хăрушă... Ашшĕ-амăшĕ нихăçан та ачисене кун пек курман. Психолог патне канаш ыйтма килеççĕ. Эпир пулăшма тăрăшатпăр. Анчах ашшĕ-амăшĕн те чăтăмлă пулмалла, ачана вăрçмалла мар. Унпа лăпкăн калаçмалла, интернет сиенĕ çинчен ăнлантармалла.
Интернетри паллашусем яланах лайăхпа вĕçленмеççĕ...
— Çаплах, нумаях пулмасть пĕр çемье пулăшу ыйтма килчĕ. Аслă классенче вĕренекен пике каччăпа паллашнă. Вĕсем пĕр-пĕрин патне юратуллă СМС-çырусем вĕçтернĕ. Кăшт вăхăт иртсен яш аялти тумпа сăнланнă сăн ÿкерчĕк ярса пама ыйтнă. Хĕр çĕнĕ «тусĕ» усал шухăшлине сисмесĕр унăн кăмăлне тивĕçтернĕ. Каччă çурма çарамас ÿкерĕнме хистенĕ. Хĕр ача хирĕçленĕ. Каччă ăна ашшĕ-амăшне начар тăвассипе хăратма тытăннă. Пике хăйĕн çине алă хурасси пирки те шухăшлама тытăннă. Юрать, чунри ыратăвне аппăшне каласа панă, лешĕ аслисене систернĕ. Ашшĕ- амăшĕ йĕрке хуралĕн органĕсене çитнĕ, çапла майпа кăна хĕрне инкекрен сыхласа хăварнă.
Социаллă сетьсенче пачах палламан, çулсене суйса кăтартакан çынсемпе хутшăннă тĕслĕх сахал мар. Енчен те ача тĕлĕшпе интернет урлă килпетсĕр ĕçсем пулса иртнине пĕлсен тÿрех йĕрке хуралĕн ĕçченĕсене пĕлтермелле, психологран пулăшу ыйтмалла. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.