Комментировать

1 Авг, 2018

Пĕчĕк вăкăр мыскари

Ун чухне 1988 çулхи кĕркунн ен юлашки кунĕсемччĕ . Çулçăсем йывăçсем çинчен ÿксе пĕтнĕпе пĕрехчĕ. Колхоз саланма ĕлкĕреймен. Сухаламан, акман, усă курман пĕр лаптăк çĕр те пулман вăл вăхăтра.
Пирĕн черетлĕ касу. Айлăмсенче курăк пĕтнĕ. Ял халăхĕ вăл вăхăтра ĕне выльăха вăрмана та кĕртсе кăларнă. Уншăн вăрçнине е айăпланине астумастăп. Ĕне выльăх тытман çын та пулман ун чухне. Кăнтăрла иртсен эпир те вăрманалла çул тытрăмăр.
…Каç енне сулăнчĕ, киле кайма та вăхăт çитет. Ĕнесене пуçтарса ял еннелле хăвалама пуçларăмăр. Хамăрăн пĕчĕк вăкăр вырăнтан та тапранмасть. Эпĕ ăна ятран та чĕнсе пăхатăп, ачашлатăп, хăвалатăп — усси çук. Вăрманалла утать, ял еннелле çаврăнса та пăхмасть. Ĕнесем утнăçемĕн курăнми те пулчĕç. Эпĕ вара пăру патĕнчех тăратăп. Шалт аптăраса çитрĕм, вăрманалла, шалалла утса пăхма шут тытрăм. Ак тамаша! Пăру манран шит те юлмасть. Савăннипе çаврăнтăм, вăл та манпа пĕрлех утать. Анчах малтанхи вырăна çитсен тăпах чарăнчĕ. Чул палăк тейĕн. Кĕлĕ те вулатăп, хам çине те, ун çине те хĕрес хыватăп — усси çук. Вăрман та тĕксĕмленчĕ. Каçхи сĕм çапнăран шикленме те пуçларăм. Пăрăва кăкарса вăрман хĕрринелле кайса пăхас шухăш çуралчĕ. Анчах кăкармалли нимĕн те çук. Урари икĕ пасар чăлхине майлаштарса выльăха йывăç çумне кăкартăм. Вăрман хĕрри ытла инçех мар, каялла таврăнса мăйкăчĕнчен тытса пĕтĕм вăйран туртатăп выльăха. Вăл вара каяллах туртăнать. Çапла чылай асаплантăм: виçĕ утăм малалла, икĕ утăм каялла. Çапах та 10-15 метр кайрăмăр унпа. Сасартăк пăру лăш кайрĕ, темле чĕтренсе илчĕ те ирĕклĕн те çăмăллăн ман хыççăн утма пуçларĕ. Мăйĕнчен ыталаса илтĕм те йĕрсе ятăм. Тĕттĕмлениччен вăрмантан тухрăмăр. Малалла вулас...
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.