Комментировать

28 Мая, 2014

Ял - пултарулăх лаççи

Мĕнле художникăн вăтăр ытла картини Мускаври Третьяковка галерейинче упранать тетĕр? Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Анатолий Иванович Миттовăн. Сумлă ÿнер лаççинче ытти чăвашсен ĕçĕсем те пур, анчах Миттова çитекенни çук.

80 çултан иртнисенчен темиçе кĕнеке çырса кăларакан, тăрăшсах истори картинисем ÿкерекен çынсем пур-и сирĕн ялта? Сиккассинче пур.

Юрă кĕвĕлекенсем, эстрада юрăçисем, художниксем, культурăпа, ÿнерпе тăванлашнисем йышлă тухнăран Сиккасси ытти ялсенчен самай уйрăлса тăрать. "Пултарулăх тымарĕ тарăн, – тет Культура çурчĕн ертÿçи, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ирина Анатольевна Андреева. – Мĕн ас тăвассах Сиккассисем юрлатчĕç. Халĕ те маттур халăх юрă-ташăпа питĕ туслă".

Ĕмĕртен пыракан йăлана Культура çуртĕнче ĕçлекенсем çирĕплетсех пыни çулăма сÿнме памасть. Халăх хорĕ, "Асам" халăх ансамблĕ хăйсен пултарулăхĕпе куракана тахçанах тыткăнланă. Чăнахах халăхăн пулнине тивĕçлипе ĕнентереççĕ.

"Салам" ансамбль вара пĕлтĕрхи çулла Оренбургра "Тăван ял юрлать" ятпа иртнĕ пĕтĕм Раççейри 9-мĕш фестивальрен 2-мĕш степень дипломĕпе таврăннă. Хамăр республикăри юрлакан коллективсен фестивалĕнче (Г. Лебедевпа Ф. Лукин композиторсем 100 çул тултарнине халалланă) "Вокал ансамблĕсем" номинацире те лауреатсен йышне лекнĕ. Халăх хорĕ те хутшăннă унта, "Пĕрлештернĕ хорсем" номинацире 2-мĕш вырăн йышăннă.

Мурзуковсен çемье ансамблĕ "Пурте туслă çемьерен" ятпа иртнĕ республика фестивалĕнче "Хăйне евĕрлĕ пултарулăх" номинацире диплома тивĕçнĕ.

Алексей Мурзуков, "Асам" халăх ансамбльне ертсе пыраканскер, юрă кĕввине хăй хывать. Ирина Анатольевна асăннă тăрăх – репертуарта чылай вырăнти пек юрату юррисем кăна хуçаланмаççĕ. Сцена çинче шăранаканнисем – ытларах пурнăç çинчен, шухăша яраканнисем. Карăклă ялĕнче пурăннă (нумаях пулмасть вăл пурнăçран уйрăлнă) Шевкен Гришши сăввисене кĕвве хывма тăрăшнă.

Культура çурчĕ хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе пĕлтĕр республикăра чи лайăххисен шутне кĕнĕ. Конкурса вăл пуçласа хутшăннăскер 50 муниципалитет учрежденийĕ хушшинче çĕнтернĕ.

Таса чунпа, хавхаланса вăй хураççĕ кунта, çавăнпа ĕç те ăнать. Ăстасем, профессионалсем пулсан çапла вăл. Ара, Культура центрĕнче тава тивĕçлĕ виçĕ специалист тăрăшать те.

Николай Михайлович Бабанов та 47 çул ялти Культура çуртне ертсе пынă. 1970 çултанпа вăл – Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. "Ниçта та вĕренмен эпĕ. Ленинградри культурăн аслă професси шкулне кăна пĕтернĕ", – тет вăл. Халĕ вăл 81 çулта, анчах унра пултарулăх çăл куçĕ çамрăк чухнехи пек тапса тăрать. 2011 çулта унăн "Тобурдановские родники" кĕнеке тухнă. Икĕ çултан "Урюм-река" кун çути курнă. Канаш районĕн кăнтăр пайĕнче кăна 200 ытла паллă çын çуралса ÿснине асăнать Николай Михайлович.

Кĕнеке çырни, тĕпчев ĕçĕсемпе республикăри аслă вĕренÿ шкулĕсене çитни кăна-и? "Ырă кăмăллă эпĕ паян. Атьăр-ха, иртĕр шалалла", – тесе пире, киле пуçтарăннăскерсене, алăран çавăтсах пултарулăх мастерскойне илсе çитерчĕ. Çак пĕчĕк пÿртре 150 картина çуралнă-мĕн. 60-ăшне Николай Михайлович тĕрлĕ çĕре парнеленĕ. Тĕслĕхрен, Раççей паттăрĕ Николай Гаврилов ыйтнипе иккĕшĕ Мускава ăсаннă. Малтан вĕсем Раççейĕн хăрушсăрлăх службин музейĕнче, халĕ Кремль гарнизонĕн Çар мухтавĕн музейĕнче упранаççĕ. Çав картинăсене Николай Бабанов Аслă Çĕнтерĕвĕн 60 çулхи юбилейĕ ячĕпе Мускавра иртнĕ конкурса тăратнă пулнă. Лайăххисен шутне кĕнĕ вĕсем унта.

Пейзажсемсĕр пуçне тăван çĕр-шыв историйĕ илĕртет Николай Михайловича. 1812 çулхи вăрçăна халалласа çырнă картина мĕне тăрать. Вăл вăхăта питĕ тĕплĕ тĕпченĕ ветеран. Бородино патĕнчи çапăçу пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине йышăнмасть вăл. Малоярославль хули çывăхĕнчи çапăçу çĕнтерÿ çулне хывнă. Çав вăрçа чăвашсем те хутшăннă. Николай Михайлович ÿкерчĕкĕнче вĕсенчен пĕри курăнать. Ентешĕмĕр Улатăр районĕнчен, Петр Кикин-мĕн.

"Чĕмпĕр çулĕ" картинăра та истори тĕшшийĕ пур. Чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев Чĕмпĕре Сиккасси витĕр тухнă иккен. Çав çул халĕ ялпа юнашар.

Çапла вĕсем, Сиккассисем: çĕр çинче ĕçлеме те, сăвă çырма та, кĕвĕ кĕвĕлеме те, юрлама-ташлама та, картина ÿкерме те, историе тĕпчеме те вăхăт тупаççĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.