Комментировать

26 Июл, 2018

Вĕренÿре те, пултарулăхра та маттур

Кашни ачара пĕр-пĕр пултарулăх пытаннă — ашшĕ-амăшĕн ăна вăхăтра асăрхаса аталантарма пулăшмалла кăна. Акă, пĕри юрлама-ташлама кăмăллать, тепри çав тери илемлĕ ÿкерет, виççĕмĕшĕ сăвă-калав хайлать. Вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан та, спортра çитĕнÿсемпе палăракан та чылай. Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр салинче пурăнакан Катя Крючкова вара пур енчен те маттур — ÿкерме, юрлама-ташлама ăста.

«Пиллĕкпе» туслă

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 7-мĕш класра ăс пухма тытăнать хĕр ача. Вĕрентекенсем те, тус-юлташĕ те ăна тăрăшулăхшăн хаклаççĕ. Кам шкулта вĕренет, çав пĕлетех — лайăх паллă илес тесен тар тăкмаллах. Катя «5» паллăпа кăна вĕренет, хăшĕ-пĕри пек: «Учитель манран ан ыйттăрах», — тесе чĕтресе лармасть, алă çĕклесе хурав пама хатĕр. Вĕрентекенсем те тăрăшулăх кăтартакан хĕр ачана лайăх паллăсемпе хавхалантараççĕ. «Пур предмета та кăмăллатăп, уйăрса тăмастăп. Çапах вырăс чĕлхи ыттисенчен кăшт ытларах илĕртет», — палăртать 13 çулти Катя. Хĕрĕн ÿсĕмĕсем ашшĕ-амăшне савăнтармĕç-и вара? Паллах, çывăх çыннисем кăмăллă. Каршлăхри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен интернат çуртĕнчи библиотекăра вăй хуракан Валентина Анатольевна каланă тăрăх, Катьăн ку таранччен пĕр «4» паллă та тухман. Мĕн пĕрремĕш класран тытăнса хĕр ача — «отличница». «Пуçланă ĕçе тĕплĕн пурнăçламалла», — мĕн пĕчĕкрен çапла ăс парса ÿстерет ăна амăшĕ. Чи çывăх çыннин сăмахĕсем хăйсен çимĕçне илсе килнех — Катя килти ĕçсене пурнăçламасăр урама тухмасть. Кашни предметпах уроксене тĕплĕ хатĕрленет вăл, сĕтел хушшинче 3-4 сехет ирттерет. «Пирĕн Мăн Сĕнтĕрти хваттер пысăках мар, пĕр пÿлĕмлĕ кăна, тăватă çыншăн тăвăртарах. Пĕрре çапла Катьăна сăвă вĕренме панă. Илтетĕп-ха: таçта сасси пур, хăй курăнмасть. Ваннăйра сăвă вĕренет иккен хайхи, — аса илсе каласа парать амăшĕ. — Вĕренес кăмăл пулсан ача кирек мĕнле условисенче те тăрăшать».
Катя çывăх çыннин сăмахне ăса хывма, пулăшма яланах хатĕр: асли мĕн каланине пĕтĕмпех пурнăçлать. Акă, çак кунсенче кăна-ха пахчари йăрансене çум курăкран тасатса тухнă. Хĕр ачашăн чăх-чĕпе апатлантарасси, сурăхсене пăхасси чун киленĕçĕ кăна. Кÿршĕре пурăнакан иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕпе утă çулса килсе сурăхсене апатлантараççĕ, чăх-чĕпе сăнаççĕ. Пушă вăхăтра вара урама выляма тухаççĕ. Туслă ачасем мечĕкпе перкелешме кăмăллаççĕ, сĕтелçи вăййисем те вĕсемшĕн шăл çемми.

Юрă-кĕвĕ тĕнчи илĕртет

Ас тăвать-ха Катя: амăшĕ ялти клубра ташăпа юрă ансамбльне юрлама çÿренĕ, çавна май хĕр ача та вăхăтне клубра нумай ирттернĕ. Вăл кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне вырăнти «Янаш» юрăпа ташă ансамблĕнче пултарулăхне туптама тытăннă. Ялти клуб курнă та унăн ташă çеммипе тунă чи пирвайхи хусканăвĕсене, шăпах çакăнта ял çыннисем тĕрлĕ халăх çеммипе ташлакан ача-пăчана алă çупса хавхалантарнă. Чи малтанхи хут хĕр ача сцена çине миçере тухнине пĕлетĕр-и? Ултă çулта... 12-13 çулсенчисемпе пĕрле иккĕн пулнă вĕсем, улттăрисем... Паян та тантăшĕпе иккĕшĕ халăх ансамбльне ташлама çÿреççĕ, ял çыннисене кăна мар, кÿршĕсене те пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.
Хальхи вăхăтри ташăсем те илĕртеççĕ хĕр ачана. Шкулти ташă кружокĕ ăсталăхне аталантарма май парать те. Кунта çемĕсем те, хусканусем те, тумтир те урăхларах. «Мана хальхи вăхăтри ташăсем ытларах килĕшеççĕ. Кăçал эпир Шупашкарта аэробика енĕпе иртнĕ конкурса хутшăнса 3-мĕш вырăна тивĕçрĕмĕр. Вальс ташласа районта 2-мĕш пултăмăр», — хавхаланса каласа парать маттурскер. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.